Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаяррӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хаяррӑн (тĕпĕ: хаяррӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗлӗхсем янӑравлӑн сӗрлесе илчӗҫ, вара старик хаяррӑн, юнаса каланӑ пек калама тытӑнчӗ:

Звонко вскрикнули струны, и старик угрожающе заговорил:

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Старик хӗлӗхсене туртнӑ май юрламасть, вӑл пӗрре питӗ хуллен, кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле, тепре хыттӑн та хаяррӑн калать:

Старик ударял по струнам и не пел, а говорил, то тихо, едва слышно, то громко и сердито:

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хаяррӑн янӑраса кайрӗ унӑн сасси:

Грозно прозвучал его голос:

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Гудок хаяррӑн кӑшкӑртнӑ сасӑпа пӗрлех полици свистокӗ вӑрӑмтуна сасси пек нӑйлатса илчӗ.

В грозном реве гудка противно, по-комариному пропищал полицейский свисток.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кунта юлма хӑрушӑ, ҫавӑнпа та эпир тухса каясшӑнччӗ ӗнтӗ — ҫав вӑхӑтра сасартӑк гудок хаяррӑн кӗрлесе кайрӗ.

Оставаться тут было опасно, мы решили уйти — вдруг заревел заводской гудок.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Мӗн тӑватӑр эсир кунта? — хаяррӑн пӑшӑлтатса ыйтрӗ те «дядя Загребай», куҫӗсене чарса пӑрахрӗ.

— Вы что тут делаете? — грозным шепотом спросил Загребай.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Микул турӑ ман ҫине хаяррӑн пӑхать.

Николай-чудотворец хмуро смотрел на меня.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ку вӑл картинка кӑна пулсан, мӗншӗн-ха эппин ҫветтуй ман ҫине ҫав тери хаяррӑн пӑхать?

Если это картинка, то почему святой так зло смотрит на меня?

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Турӑ панӑ, турӑ илнӗ! — терӗ те Цыбуля ӑна хирӗҫ хаяррӑн, тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

— Бог дал, бог и взял, — сердито ответил ему Цыбуля и отвернулся…

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Рабочисем жанадрм ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗҫ, вӗсем хаяррӑн юрлани тата хытӑрах янрарӗ:

Рабочие не обращали внимания на жандарма, и дружное пение звучало все громче:

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫав йынӑшупа кӑш-кӑрашу витӗр ҫынсем юрлани салхуллӑн та хаяррӑн янӑрать:

А сквозь этот стон сурово звучало пение:

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ нумайччен сталеварсем, хулпуҫҫисем ҫинче пӗрер пӑт туртакан чугун муклашкисене йӑтса пырса, ҫулӑм пӗҫертнипе авкаланса илсе, чугуна кӑмакасем ӑшне ывӑтнине пӑхса тӑтӑм; кӑмакасен ҫӑварӗсенчен ҫулӑм ҫав тери хаяррӑн, ӳлесе тапса тухать, вӑл, рабочисем патне тӑсӑлса ҫитсе, вӗсене ҫунтарса ярасшӑн пулнӑ пек туйӑнать.

Я долго смотрел, как сталевары носили на плечах пудовые чушки чугуна, корчась от пламени, они швыряли чугун в пасти печей, откуда с яростью выбивался огонь, будто хотел догнать рабочих и сжечь их.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Сасартӑк патша йытӑлла хам! терӗ, унтан ӳлесе ячӗ те ҫав тери хаяррӑн вӗрме тытӑнчӗ.

Вдруг царь тявкнул и зарычал, скаля зубы.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унта тӗрлӗ сасӑллӑ шӑв-шав нихҫан та чарӑнман: кӑкӑр ӗмекен ачасем макӑрнӑ, ваттисем ӳсӗрнӗ, тахӑшӗсем хаяррӑн ятлаҫнӑ, хуллен кӑна купӑс каланӑ.

Там никогда не утихал разноголосый гомон: плач грудных детей, старческий кашель, грубая ругань и тихие вздохи гармошки.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Упа темиҫе хут та кушака хирӗҫ урипе хӑмсарса илнӗ, хыҫалти урисем ҫине хаяррӑн тӑнӑ, ҫапах та юлашкинчен харсӑр кушакпа тытӑҫас мар тенӗ пулас та, каялла, вӑрманалла кӗрсе кайнӑ.

Медведь несколько раз замахнулся лапой на противника и угрожающе вставал на задние лапы, однако в итоге решил не вступать в схватку с храбрым котом и ушел обратно в лес.

Якутири кушак хуҫисене упаран ҫӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29325.html

3. Ҫӳлте кӑтартнӑ дворянинӑн ячӗпе хушамачӗ те ӗнтӗ ҫынна пӗтӗмпех йӗрӗнтермелле илтӗнет, ҫавӑ хӑй ӑшӗнче хаяррӑн вӗчӗхсе мана хам ҫуртрах вут тӗртсе ҫунтарасси ҫинчен шутласа пурӑнать.

3) Вышеизображенный дворянин, которого уже самое имя и фамилия внушает всякое омерзение, питает в душе злостное намерение поджечь меня в собственном доме.

IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Ҫавна илтсен, асӑрханма пӗлмен Эномай хӑйӗн хӗҫне хаяррӑн туртса кӑларчӗ.

При этом приказе неосторожный Эномай яростно вытащил меч.

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫав легионерсем сирӗнпе, чурасемпе, пурлӑхсӑр ҫынсемпе ҫав тери хаяррӑн кӗрешӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем сире хӑйсен пурнӑҫне ҫӗмӗрекенсен вырӑнне хураҫҫӗ.

Ведь эти легионеры будут с величайшим ожесточением биться с вами — рабами, лишенными всякого имущества и несущими им разорение.

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Нума Помпилий хаяррӑн кӑшкӑрса пӑрахнӑ:

Нума Помпилий грозно закричал:

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Кунта унӑн сасси хаяррӑн янрарӗ.

 Она воскликнула с жаром и с чувством глубокого негодования.

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех