Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утрӗҫ (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алексейпе Георгий Давыдович пытаннӑ ҫынсене вагонсене таврӑнмашкӑн ӳкӗтлеме вӑрмана утрӗҫ.

Алексей и Георгий Давыдович пошли в лесок — уговаривать прятавшихся в нем пассажиров вернуться в вагоны.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӗсем Садовый урампа утрӗҫ.

Они шли по Садовой.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫамрӑк офицер ачасене хӑваласа ячӗ те, салтаксене строя тӑратса, сӑмах каларӗ, лешсем кӑшкӑрас килмесӗр темскер кӑшкӑркаларӗҫ те хулана утрӗҫ.

Молоденький офицер разогнал ребятишек, построил солдат, произнес речь, те что-то недружно прокричали и затопали в город.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Борин, Михеев, отряд командирӗ тата Арон вилекен председатель патне тухса утрӗҫ.

Федоров, Борин, Михеев, командир отряда и Арон пошли навестить умирающего председателя.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тата пӑртак, вӑрман ҫывӑхнерех утрӗҫ, ҫулӑн тепӗр енче партизансен разведки хурал пости ҫине ҫитсе тӑрӑнчӗҫ.

Немного дальше в лесу, по ту сторону дороги разведчики-партизаны натолкнулись на сторожевой пост.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Вӗсем кабинет еннелле утрӗҫ.

Они пошли.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Вӗсем тусанлӑ, пылчӑклӑ урамсем тӑрӑх утрӗҫ.

Они шли улицами, наполненными сугробами пыли и лужами грязи.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Рабочисем, Котлов сӑмахне итлесе, кӗтӗвӗпех алӑк патнелле кӗпӗрленсе утрӗҫ.

Толпа рабочих, как бы повинуясь Котлову, тронулась массой к выходу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Боринпа Котлов урампа чукун ҫул тӑрӑх утрӗҫ.

Шли улицей возле полотна железной дороги.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Хветӗр малтан, ун хыҫӗнчен темиҫе утӑмра информатор, чи кайран ыттисем утрӗҫ.

Впереди шел Федор, позади в нескольких шагах информатор, за ним остальные.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Хӑвӑрт ҫулалла утрӗҫ.

Быстро тронулись в путь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Кӑнтӑрлаччен ҫулӑн виҫ пайӗнчен икӗ пайне утрӗҫ.

До полудня сделали две трети пути.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Мӑн ҫулпа мар, ҫул хӗрринчи канав айккипе пыракан сарӑ ыраш пуссине ҫулран уйӑрса тӑракан ҫуран ҫулпа утрӗҫ.

Шли не по тракту, а по узкой тропинке, вьющейся по бугру канавы, отделявшей тракт от желтых ржаных полей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Аронпа Михеев, тата палламан икӗ юланутлисем лашисем ҫинчен анчӗҫ те Феня землянки патнелле утрӗҫ.

Арон и Михеев слезают с лошадей, за ними командир и наконец, четвертый; поворачиваясь, идут к землянке Фени.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Виҫӗ партизан старике ҫавӑтса пыракансене хирӗҫ утрӗҫ.

Три партизана пошли навстречу идущим, внимательно всматриваясь.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Командирпе Борин тӑрса утрӗҫ.

Они поднялись и пошли.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ҫӗр йӑтса тӑракан салтаксем хутлана-хутлана илчӗҫ, пӑрӑна-пӑрӑна утрӗҫ, анчах та хура пальто тӑхӑннӑ ҫын вырӑнтан та хускалмарӗ, ҫаплах, пуҫне пӗкмесӗрех, ҫӗре таптаса-хытарса тӑчӗ.

Солдаты, носившие землю, пригибались, сторонились; черная же фигура не двигалась, спокойно утаптывая землю ногами, и все в том же положении оставалась на месте.

22 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Пиччӗшӗпе шӑлнӗ Николаевски батарея хӳминчен тыткаласа малалла утрӗҫ.

Придерживаясь стенки Николаевской батареи, братья шли.

10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн адъютантсем пӑрӑнса утрӗҫ.

И с этим адъютанты отошли от него.

15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ыттисем вӑрман хӗрринче чарӑнчӗҫ, лашасем патне ачасене хӑварчӗҫ те хӑйсем ҫутнӑ хунарсемпе тӳрех, ҫулсӑр-йӗрсӗр юр тӑрӑх утрӗҫ.

Остальные соскочили у опушки леса, оставили у лошадей ребят, а сами с зажженными фонарями двинулись прямо по цельному снегу.

Тревога // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех