Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑнине (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тек старик нимӗн те калаймарӗ, вучах патне Охримкка ҫитсе тӑнине асӑрхаса ӑна ҫывӑхарах пыма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак хӑрушлӑх пур чухне эпир тӑхтаса тӑма, хамӑрпа юнашарах Хусан ханлӑхӗ вӑй илсе пырса пире юнаса тӑнине тӳсме пултараймастпӑр.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйӗн арҫынннисем тӑнине курса пӳрт умне Эрнепи чупса пычӗ, чӗкеҫ пек чӗвӗлтетсе вӗсем валли кӑмкана шыв ярса пачӗ, тӑла-ҫӑпата йӑтса тухрӗ, васкасах ирхи апат хатӗрлеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Малтан тӑшман ӑҫта тӑнине пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пергаментлӑ ҫырӑва илсе килнӗ аскер хӑй умӗнчех тӑнине курса Мухаммед-Гирей аллине хӗҫ эфесӗ ҫине хучӗ те хӗҫне майӗпен йӗннинчен туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шигалей арӑмӗ хӑйне ҫапла сӑнаса тӑнине асӑрхарӗ те именнӗ пек пулса ун патне ҫывхарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсен калаҫӑвне кӳршӗсем итлесе тӑнине курса тата хапхаран тин ҫеҫ тепӗр ушкӑн ҫын килсе кӗнине асӑрхаса Ивашка Ахтупай сӑмахӗсене вырӑсла куҫарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ивашка текенни малтан кунта хӑйсен ҫыннисенчен кам-кам тӑнине пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан тин майӗпен кӑна Ахтупай патне утса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ыратать? — терӗ паҫӑрхи вырӑс тыткӑна лекнӗ ҫын шӑлне ҫыртса тӑнине курсан.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«61. Енчен те регистрациленӗ, тӳрремӗн тӑратнӑ кандидат суйланма килӗшни ҫинчен ҫырнӑ заявленире хӑй хӑш политика партийӗнче, ытти общество пӗрлешӗвӗнче тӑнине ҫак Саккунӑн 27 статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пӗлтернӗ пулсан, Федераци саккунӗн 35 статйин 10-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн бюллетеньре тивӗҫлӗ ҫав политика партийӗн, ытти общество пӗрлешӗвӗн ятне тата регистрациленӗ кандидатӑн ҫав политика партийӗнчи, ытти общество пӗрлешӗвӗнчи статусне кӑтартаҫҫӗ.»;

«61. Если зарегистрированный кандидат, выдвинутый непосредственно, в соответствии с частью 2 статьи 27 настоящего Закона указал в заявлении о согласии баллотироваться свою принадлежность к политической партии, иному общественному объединению, в бюллетене указываются наименование соответствующей политической партии, иного общественного объединения в соответствии с пунктом 10 статьи 35 Федерального закона и статус зарегистрированного кандидата в этой политической партии, ином общественном объединении.»;

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года

Енчен те кандидат ҫак Саккунӑн 27 статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн должноҫне суйланма килӗшни ҫинчен ҫырнӑ заявленире хӑй мӗнле политика партийӗнче е тата общество пӗрлешӗвӗнче тӑнине тата хӑйӗн ҫав политика партийӗнчи е тата ҫав общество пӗрлешӗвӗнчи статусне палӑртсан, ҫакӑн ҫинчен калакан сведенисене алӑ пустармалли листара кӑтартмалла.

Если кандидат в заявлении о согласии баллотироваться на должность Главы Чувашской Республики в соответствии с частью 2 статьи 27 настоящего Закона указал свою принадлежность к политической партии либо иному общественному объединению и свой статус в данной политической партии либо данном общественном объединении, сведения об этом указываются в подписном листе.

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года

Ҫӗрле ҫӑлтӑрсем тухсан Ремис та тӗлӗрсе кайнӑччӗ, Сарпике тӑнине сиссе юлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Салик анса ачана ҫыхса лаши ҫине хурас тесе уйланӑччӗ те хыҫне шурӑ ҫар ҫынни пырса тӑнине сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫар пайӗсем ӑҫта тӑнине ҫыхӑнуҫӑсем урлӑ пӗлтерсе тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Яла кӗрес умӗн ҫынсем кӗпӗрленсе тӑнине курсан, вӗсене хисеплесе парнесемпе кӗтсе илме тухнӑ-тӑр тесе уйларӗ ҫар пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Хастар паттӑрсем, хӑҫан курнӑ эсир пирӗн хӗҫсем чиксе ӳкернӗ тӑшман ҫӗнӗрен тӑнине, хӑҫан курнӑ эсир пирӗн ухӑ йӗппи тӑшман чӗрине тӑрӑнсан вӑл чӗрӗлнине?

Куҫарса пулӑш

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Шухӑша кайнӑ Аспар сиссе ӗлкӗреймерӗ мӗнле ун патне хуралта тӑракан тутар ҫар ҫыннисем ҫывӑха пырса тӑнине.

Куҫарса пулӑш

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

«Элкей таврашӗ» романӑн виҫҫӗмӗш кӗнеки тӑрӑх эпир ҫав йӑхӑн кӗҫен ӑрӑвӗ, XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи пысӑк социаллӑ кисренӳсем витӗр тухса, мӗн патне ҫитсе тӑнине куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Пӗтӗм чунӗпе музыка тӗнчине парӑннӑскер, вӑл пӳлӗме хӑнасем кӗрсе тӑнине те сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫав вӑхӑтра койка ҫинчен такамӑн ҫара урисем усӑнса тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех