Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупма (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫлеме кӗрес теттӗм, — вырӑн тупма ҫук.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня чӑнах та укҫа урӑхла тупма пулӗ терӗ: унӑн хаклӑ йышши чулсенчен тунӑ кулон пур.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗлӗк пурӑннӑ хваттерте тупма ҫук Максимова.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Атте пиллени тӗрӗс ҫул тупма пулӑштӑр сана.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ку хаҫата тупма пулать-и ялта? — ыйтрӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хулара ӗҫ тупма йывӑр пулӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах ҫӗнӗ культурӑн тӗрӗс ҫулне тупма ҫав вӑхӑтри интеллигенцие ҫӑмӑл пулман-ха.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Мечетсенче те чӑваш мулласем тупма тивет.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сашша пӳртре ҫывӑрманнине пӗлсе, ирхине ашшӗ ӑна шыраса тупма Павлуша хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ унпа паллашрӑм, шанчӑксӑр чирлӗ тӑванӑм пирки пӗлтертӗм, ӑна хӗрхеннӗрен тискер меслетпе усӑ курма тӗв тунине евитлерӗм, наркӑмӑш тупма пултаракан тӗттӗм тӗнче пирки тӗрлӗ майлӑ ыйтса тӗпчерӗм.

Я познакомилась с ней и, под видом жестокого милосердия к безнадежно больному родственнику, выпытала кое-что о том темном мире, где можно добыть яд.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫапла вара вӑл эмел тупрӗ, анчах, ытла ир пулнӑран, биллиард сӗтелӗсен пысӑк пӳлӗмӗнче кунта ӗҫлекенсемпе пӗр ҫынсӑр пуҫне урӑх никам та ҫук; хайхи ҫын самаях килпетсӗр сӑнлӑ, хӑйӗнпе хӑй вылять, партнер тупма ӗмӗтленет ахӑр, мӗншӗн тесен Детрей ҫине шанчӑкпа тӗмсӗлчӗ.

Итак, он нашел лекарство, но, по раннему времени, в обширной биллиардной не было еще никого, кроме служащих и одного человека, довольно невзрачного вида, который играл сам с собой и как будто тоже хотел найти партнера, так как взглянул на Детрея с надеждой.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Темиҫе ҫултан ҫеҫ, Тавасса тӑрӑхӗнче ылтӑн тупма пуҫласан, авантюра пирки сӑмах-юмах тухрӗ, ара, ылтӑн ӗмӗт мӑн ҫынсене те ача-пӑчана ҫавӑраять; анчах паллӑ марлӑхшӑн лӑпланма пултарайман ҫынсем ҫеҫ ҫырлахрӗҫ ҫак шухӑшпа, чӑнни вара…

Лишь много лет спустя, когда по Тавассе стали находить золото, возникло предположение авантюры, золотой мечты, способной обращать взрослых в детей, но и с этим, кому была охота, мирился только тот, кто не мог успокоиться на неизвестности.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сире пӗр япала кӑна калаятӑн; эсир суя Кука тупма пултаракан вырӑн пирки сӑмахӑм.

Единственное, что я могу указать, — это место, где вы должны найти мнимого Кука.

XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Унран хӑпмашкӑн сӑлтав тупма йывӑр.

Не было другого выхода отделаться от него.

XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл вара: — Эпир кунта хамӑр мунчана тупрӑмӑр. Ҫакӑнталла килӗр! Анчах пӗрин унта юлмалла пулать. Кайран пире кӑшкӑрса пӗлтерсе хамӑр пӑявсене тупма, — тесе хӑра-хӑрах хыттӑн каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Юлашки вӑхӑтра укҫалла кайма килӗшекенсене те тупма йывӑрланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Вӗсен хушшинче, ахӑртнех, пӗр ҫын пулнӑ, вӑл, тен, тӗрлӗ япала шухӑшласа тупма юратнӑ.

Среди них, верно, был такой человек, который, может быть, любил придумывать штуки.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пукан ҫинчен ҫӗкленмесӗр хама шалтан пӑхса тӗпчетӗп, сӑлтав тупма тӑрӑшатӑп, ӑшӑмра хамран Филатр йӑлӑхтармарӗ-ши тесе ыйтатӑп.

Еще не вставая, я заглянул в себя, пытаясь найти причину и спрашивая, не утомлен ли я Филатром.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ашмаринӑн сӑмах пуххине электронлӑ вариантра тупма йывӑр мар.

Найти словарь Ашмарина в электронном варианте на данный момент не трудно.

«Электронлӑ сӑмахсар» сайтӗнче — тулли Ашмарин словарӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31903.html

Юрӑхлӑ машина-трактор илме укҫа ҫитмест е запас пайӗсене шыраса тупма ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех