Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйса (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳрӗ урам тӑрӑх анаталла пӗр пӗччен аннӑ май вӑл, кӑҫал кӗркунне пӗрремӗш хут ҫӗр шӑннине туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кил хуҫи пулса юлнине туйса, вӑл таврӑннӑ-таврӑнманах пӗчӗк кӑмакине хутса ярать, апат пӗҫерет, килти выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗкне апат тухса парать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку сӑмахсене те Куҫма типпӗн, шут шӑрҫисене васкамасӑр шутара-шутара хунӑ пек, калать, вӑл мӗнле каланинчен Куҫма пичче чӑнах та питӗ кичем пурнӑҫпа пурӑннине туйса илетӗн.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала сӑмаха пӗр хускатнӑ япала колхозри ӗҫсем, ҫинчен те калаҫасшӑн пулчӗ курӑнать, анчах, Левентей киле кайма хатӗрленнине туйса, ҫине тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑна каймасӑрах пӗлетпӗр-ҫке, чӗрепе туйса тӑратпӑр, — ашшӗ сӑмахӗнчи ӳпкеве йышӑнманнине систерсе каларӗ Укахви.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ачисем вара, мӗн те пулин ыйтсан ашшӗ кӗскен ҫеҫ тавӑрса каланине туйса, хӑйсене айӑплӑ пек тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗр кӑна кам калать-ши тесе ыйтмасть, — вӑл ӑна чӗрен кашни хӗлӗхӗпе туйса тӑрать, купӑса ҫакӑн пек кам ӑста калама пултарнине ӑна Укахви ҫеҫ мар, Атӑлкассинчи, Турикасри, Тутаркассинчи пур ҫамрӑксем те пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Евгений Кадышев депутатсене тав тунӑ, хулара пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн таса чунпа, яваплӑха туйса, саккунсене пӑхӑнса ӗҫлесе пыма шантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар хулин ҫӗнӗ пуҫлӑхне саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/19/chva ... -hulin-cen

Ыттисем те туйса тӑрӑр: ӗнтӗ эп ача мар, сирӗн пата пачах урӑх Сафа-Гирей килсе кӗчӗ — вӑй питти ҫын, вӑрҫӑсенче пулса курнӑ ҫар пуҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малтанах калаҫу шавлӑ пырать (амӑш чӗччине тин ӗмме вӗренекен ача пирки темӗн те пакӑлтатма пулать-ҫке), унтан хӑйсем ытлашши кӗрлесе кайнине туйса элчӗсем шӑпӑрт пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Тата тепӗр посольство // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗштырӑна мӗн пӑшӑрхантарнине, асаплантарнине туйса тӑрать Николай Анатольевич.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Ӗҫе кӑмӑлтан, яваплӑха туйса ӗҫлесен йывӑрлӑха та сисместӗн», - тет хуҫалӑха ертсе пыракан В.Иванов.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Пӗрне хурласа теприне ырламалли ҫук, пурте хастар, шанса панӑ ӗҫе яваплӑха туйса пурнӑҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Кулленхи ӗҫе вӑл яваплӑха туйса тӑрӑшуллӑ пурнӑҫлать.

Ежедневную работу он выполняет усердно, чувствуя ответственность.

Ӗҫтешӗмӗре саламлатпӑр, пӗрле савӑнатпӑр! // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9985-ctesh-m ... sav-natp-r

Вӗсем тӑрӑшса, яваплӑха туйса ӗҫлеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

«Ҫынсем тӗрев пулнине туйса тӑччӑр тесен пирӗн хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тумалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш халӑхӗ нимелле ӗҫлет // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/chavash-xalaxe-ni ... eclet.html

Тата, паллах, пирӗн хыҫҫӑн килекенсем те эсӗ пирӗнпе юнашар ҫуккине часах туйса илӗҫ!!!

Куҫарса пулӑш

Пирӗн тӑван-ӗҫтеш тек курӑнас ҫук // Леонид Атлай. Whatsapp

Вӑй пӗтнине туйса вӑл кӗл купи ҫине тӗшӗрӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукайпа Сарыев калаҫу пӗтнине туйса тухса кайма хатӗрленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай лайӑх туйса тӑчӗ: шӗкӗр хула чӑваш мӑрсине ӗлӗкхи пек тарават йышӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех