Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивӗҫ сăмах пирĕн базăра пур.
тивӗҫ (тĕпĕ: тивӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Донбасс тата Луганск республикисенче нушаланакан халӑх мухтавлӑ ҫӗршыв йышӗнче пулма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн вӑй — пӗрлӗхре // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%bf%d0%b ... 0%d0%b5-2/

«Паттӑр парти» хушшине шкулта пур енӗпе те лайӑх енчен палӑрса тӑракан ачасем ларма тивӗҫ пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ун паттӑрлӑхне асран кӑлармӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d1%83%d0%b ... 0%d0%bcec/

2017 ҫулта вӑл пушарта ҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑшӑн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Хисеп грамотине илме тивӗҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ун паттӑрлӑхне асран кӑлармӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d1%83%d0%b ... 0%d0%bcec/

Вӑл ЧАССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн, ЧАССР Ҫут ӗҫ министерствин Хисеп грамотисене илме тивӗҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Тӗплӗ вӗрентетчӗ, ҫирӗп ыйтатчӗ», теҫҫӗ вӗренекенӗсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%82e%d0% ... %b5%d0%ba/

Комсомольски районӗн энциклопедине те кӗме тивӗҫ пулнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре тупнӑ чыспа хисеп // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... 5%d0%bf-2/

Е пирӗн пурӑнма тивӗҫ ҫук-и?

Или не хотим жить?

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара арӑмӗпе ачисенчен уйӑрса тутар чиккинчи чӑваш ялне Кӗҫӗн Елчӗке пырса яраҫҫӗ, ашшӗ туимккине те, хӑйсене «тивӗҫ» куланая та ҫав ялта тӳлесе тӑмалла, тутар ялне нихҫан та пырса кӗмелле мар тӑваҫҫӗ.

Потом оторвали от Авостея жену с ребятками, а самого и брата поселили в пограничной с татарами чувашской деревне Малые Яльчики, где должны они были жить пожизненно, платя недоимки за умершего отца, свои оброки, и ногой не ступать на татарскую землю.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫ пулса пырать тес, каҫчен ӑна кӑларса яма тивӗҫ.

Неужто дело уже к ночи, а ведь до ночи-то его должны выпустить…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мана ҫак пурнӑҫа ху патӑн; Пулсассӑн тивӗҫ, ху салат.

Куҫарса пулӑш

XXXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Унтан «Нумай юлман ӗнтӗ сирӗн хулӑр патне ҫитме, часах илме тивӗҫ!» — тесе хушса хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эсир ун патне чылай талпӑннӑ, ҫавӑнпа ҫакна тивӗҫ.

Вы долго шли к этому и действительно заслужили этого.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Пирӗн нумайрах пулма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Йӗркеллӗ, дисциплинӑллӑ ҫынсем, граждӑнла тивӗҫ витӗр витнӗ ҫынсем йышлӑланнӑҫемӗн йышлӑланса пыраҫҫӗ, — тет малалла Сталин юлташ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл тӑрӑшнипе вӗренекенсем Мускаври халӑх хуҫалӑхӗн ҫитӗнӗвӗсен куравне те хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Хӗвел халех вӑйлӑ хӗртнинчен илсе шутласан кун пӑчӑ пулма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫул ҫинче унта та хӑрушӑ пулма тивӗҫ, тавраран ҫаврӑнса каятӑп та никам аллине те ҫакланмастӑп темелли ҫук.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эппин, ҫӳлерех асӑннӑ ыйтусен хуравне пӗлме тивӗҫ те вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

Пирӗн тивӗҫ – вӗсен паттӑрлӑхне асра тытасси.

Куҫарса пулӑш

Синкер кунсене асра тытса... // Л. НИКИФОРОВА. http://alikovopress.ru/sinker-kunsene-as ... yitsa.html

Куравра Ухман ял тӑрӑхӗ «Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарса пырас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн» конкурсра «бронза» медале тивӗҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Куравран ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d0%ba%d1% ... bd%d0%bda/

2011 ҫулта республикӑра ирттернӗ «Чӑваш Республикинчи ӗҫ сыхлавӗн чи лайӑх специалисчӗ» конкурсра 3-мӗш степеньлӗ Диплом илме тивӗҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑх производствинче — 40 ҫул // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d1%8f%d0% ... %83%d0%bb/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех