Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татса (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак укҫапа муниципалитет учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетнӗ, ача сачӗсем, шкулсем тунӑ, ҫулсене юсанӑ тата пӑхса тӑнӑ, пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫланӑ, вырӑнсенчи вӗрентӳ, медицина, культура ыйтӑвӗсене татса панӑ, ытти ӗҫ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Куҫман пурлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусене татса памалли ӑнӑҫлӑ тапхӑр.

Наступил лучший период для сделок с недвижимостью.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсен пысӑк та паха ӗҫ опычӗ ыттисемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче, кунти ӗҫченсем хӑйсен умне лартнӑ кирек-епле ыйтӑва та туххӑмрах татса пама пултарайраҫҫӗ, йывӑрлӑхсене парӑнтарма пӗлеҫҫӗ», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Темиҫе чӑваш юланутҫи ҫеҫ хӑйсен ҫарпуҫӗпе пӗрле, тӑшман ункине татса, Атӑл хӗрринелле тарса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсен ункине татса тухма тӑрӑшмалла! — кӑшкӑрчӗ каллех хӑшместӗр.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗшкӗнчӗ те татса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан вӑл сӑнаса-сӑнаса улпут ҫине пӗр стрӑм пӑхса тӑчӗ те татса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне хупӑрласа тӑракан хӗрарӑмсен ункине татса, тӑлӑх арӑм пуп еннелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Государь-император ҫар канашӗ ирттерет, вӑл ирӗклӗхшӗн кӗрешекенсен Тӗп ҫарӗ малалла ӑҫта каймаллине, мӗн тумаллине татса памалла.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫилхӑван ут ҫӑвӑнтах Савантерӗн нумаях пулмасть татса кайнӑ ҫывӑхри шыварманӗ патнелле тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иртен пуҫласа каҫчен вӑрманта е ҫеҫенхирте ҫӳрет вӑл, тем-тем тымарӗсем татса таврӑнать, типӗтет…

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер шыварманне татса кайни те ӑна савӑнтарчӗ, ҫӳлти Турӑ Хунчар йӑхне ҫилленнӗ пулас тесе шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пӗвене татса кайнӑ чухне ашшӗ арман кустӑрмине тӗрӗслеме тухнӑччӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантерӗн Килтеш ҫумӗнчи шыварманне виҫҫӗмӗш хут татса кайрӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Шыварманне татса кайнӑ! — аслатилле сассипе кӑшкӑрса ячӗ Савантер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эй, ырӑ хуҫа, пирӗн шыварманне татса кайрӗ!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ултӑ ярӑм тӑхлачи Пӗр ярӑмне татса пар!

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Мансӑр пуҫне туй тусан — Ӗмӗрлӗхе ман ылхан!» — Тесе Урха арӑмне Татса панӑ сӑмахне.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫак ӗҫ ҫинчен халех сӳтсе явса пӑхас, Пысӑк ӗҫе тума сӑмах татса тухас».

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Татса ывӑт хӗресне Е каялла кайса пар.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех