Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑра сăмах пирĕн базăра пур.
сӑра (тĕпĕ: сӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахтупайсене ялта пурнӑҫа йӳнеҫтерме пӗлекенсем тесе шутлаҫҫӗ, вӗсем ав салат туса сӑра юхтарма та хӑват ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӑра вырӑнне ахаль шерпет — максӑма е хурӑн шывӗ — ӗҫсен те пырать.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫулсерен сӗрене ялӗпех сӑра тӑваканччӗ, кӑҫал ун пирки шухӑшламалли те ҫук.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата систерсе хур: эпир тухнӑ ҫӗре хӗрарӑм тарҫӑсем пӗр пичке сӑра туччӑр.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аннеҫӗм кӗтет пуль пире, Сӑра вӗретет пуль, Хуплу пӗҫерет пуль, Тӑрать пуль тухса пӳрт умне.

Мама, наверное, нас ждет, Наверное, пиво сварила, Наверное, хуплу испекла, Наверное, ждет на крыльце.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Вӗсем тӑлмачпа иккӗшӗ татах лаҫҫа кайса эрехпе пыллӑ сӑра ӗҫсе ӳсӗрӗлчӗҫ, Михел сӗтел хушшинче, тӑлмач сӗтел айне ӳксе ҫывӑрса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Ман вӑхӑт ҫук халь ун ҫинчен калаҫса тӑма: куратӑн — сӑра ӗҫетӗп.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ашне кантарма сӑра черетпе тӑрайнӑччӗ Эльгеев — тахӑшӗ ятран чӗнни илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫапӑнса тухаҫҫӗ те пӗр витре сӑра ӑшӑтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сӗтел ҫинчи тирӗксенче панулмисем, печени-премӗк таврашсем, «Красный восток» сӑра кӗленчисемпе минерал шывӗсем.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Апатлану сӗтелӗ ҫинче сӑра ҫеҫ мар, кӑштах ҫутти те пурччӗ, ӑна аптека ӗҫӗсен пайне ертсе пыракан Матвеевский провизор вӑрттӑн хатӗрленӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӗҫ ӑнӑҫлӑ вӗҫленнипе хӗпӗртенӗ Павӑл икӗ кӗленче «Красный восток» сӑра туянчӗ те хваттерне вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— И запьем кружкой пива! — кашнин стаканне сӑра тултарчӗ Шевле.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Атьсемӗр, пӗр интереслӗ факт каласа парам-и сире? — сӑра стаканне алла илчӗ Иван Мучи.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хуран кукли пиҫиччен сӑра килсе пама каларӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сергей Ивановичпа Любовь Ивановна хисеплӗ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, сӑра куркипе кӗтсе илчӗҫ, ырӑ сӑмахсем каласа пӳрте кӗме чӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пирӗн енче хӗрсем хӑйсем сӑра юхтараҫҫӗ, каччисене хӑналама.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ав катӑнӗ, йӗксӗк чӑваш хӗрарӑмӗ, сӗврӗлнӗ сӑра ӗҫтерсе кӑларса ячӗ пире.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сарри мӑрсана наччасах сӗтел хушшине кӗртсе лартрӗҫ, унӑн вара темле турткалансан та ҫине-ҫинех темиҫе курка эрехпе сӑра ӗҫмелле пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӗнтӗ, кин, пӗр алтӑр сӑра ӗҫсе пар-ха, — ҫав-ҫавах хӑй вырӑнӗнче хытса тӑракан Эрнепи патне шиклӗ ҫывхарчӗ Нетӳҫ инке.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех