Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахса (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алкум алӑкӗ уҫӑлни, йытӑ вӗрсе яни, «Шарик, шӑп!» тени, ӑна тем пӑрахса пани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кинӗ, Анюк, ҫамрӑк та чиперскер, ӗмӗрне пӗччен пурӑнса ирттереймӗ ӗнтӗ: е пӑрахса кайӗ, е пӗр-пӗр хусаха киле кӗртӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сасартӑк Тутар Яшми хирӗ пуҫланакан сӑрт ҫамкинчен тем ҫӳллӗш ҫавраҫил пӗтӗрӗнсе тухрӗ, уй урлӑ каҫса, тӑвалла тӑсӑлса хӑпаракан вӑрӑм урама ҫавӑрттарса кӗчӗ, ҫул ҫинчи ҫӳп-ҫапа, кантрасем ҫине типме ҫакнӑ кӗпе-йӗме, улӑм витнӗ пӳрт тӑррисене хӑй ытамне тытса илсе, таҫта хӑямата ҫити вӗҫтерсе кайрӗ, пӗр хушӑ ӗшеннӗ пек пулса, вӗсене хӑйӗн ытамӗнчен тирпейсӗррӗн сапаласа пӑрахса хӑварчӗ те, каллех вӑя кӗрсе, хӑй ҫулӗ ҫинчи ҫӗнӗ япаласене тулама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӑҫтук, мулла ҫине пӑхмасӑрах, йӑмӑкӗ пӑрахса хӑварнӑ пушӑ витрине илсе каялла ҫаврӑнса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ачасем кӑвайта пӑрахса, унти ҫӗрулмисем ҫинчен манса, кӗтӗвӗпех качакасем патнелле чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей, атмана пӳрт тӑрринчен пӑрахса пар-ха эппин, — теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ ашшӗ, ывӑлӗ лавккинелле кӗрсе те кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шалкӑм ҫумӑр ҫуни тырра вырӑнӑн-вырӑнӑн тайӑлтарчӗ-ха, анчах та специалистсен шухӑшӗпе хӑватлӑ техника пӗр пучаха та уйсенче пӑрахса хӑвармӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Ҫамрӑк тӗкӗрҫӗсем тахҫанхи туссем ҫине куҫа-пуҫа чарса пӑрахса пӑхса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗррехинче хӗр ҫураҫнӑ пек туса пушӑ та пӑрахса хӑварнӑччӗ Аллтыш килне.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Теприне, хитре те яштака йӗкӗте, пуринчен те чеереххине, хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрне ют ҫынна пӑрахса панӑ аҫтахана чиксе пӑрахмалла малтан.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тупӑсем кӗрлеме пуҫласан вӑрманта кӗтсе тӑракан ҫӗрпӳсем крепость патне йӑртӑх ячӗҫ те тӗлӗнмелле хыпар илчӗҫ: Ар-Сентӗр крепоҫӗ пуш-пушах, Али-Акрампа ун ҫыннисем аманнисене пӑрахса хӑварса Кӑкшамара куҫса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пасар курса ҫӳренӗ май вара каччӑ хӑй куҫ хывнӑ хӗрпе калаҫса каять, ыттисем вӗсене кансӗрлемеҫҫӗ, кирлӗ пулсан иккӗшне юри пӑрахса хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кунта та чӳк тӑваҫҫӗ киремете ӗненекенсем! — ҫухӑрса ячӗ игумен, такам хӑвалас пек, хапхана яри уҫса пӑрахса.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Курманни нумай пулать, Аттеней, мана вӑрҫӑ хирне пӑрахса хӑварнӑ ырӑ тарҫӑм, — йӗкӗлтесе сӑмах хушрӗ хуҫа лешӗ алӑк урати урлӑ каҫсанах.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асламӑшӗпе амӑшӗ кил-ҫурта пӑрахса тухса каяс ҫук, вӑл та паллӑ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурне те каласа тухӑр: вӑрман сӳнтерме каймалла, мӗн пур ӗҫе пӑрахса йӑлӑма васкамалла халь.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӳк хуранӗсене пӑрахса вӑрмана тармалла ан пултӑр.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫе пӑрахса вӗсемпе йӗркеллӗ калаҫма та пултараймарӗ тарҫӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хамӑн тӑван ачана таҫта тӗнче шӑтӑкне пӑрахса хӑвартӑм тетӗп.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ман пӗр анне кӑна» тесе кӑшкӑрса тӑкрӗ те мана пӑрахса тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех