Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулас (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Турӑ илтрӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сире курас, пӗр кун та пулин килте пулас килет, манӑн купӑс епле унта?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Такам ӳсӗрчӗ, ача пулас.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче туй умӗн вӗсем Ванюшпа пӗрлехи ҫемье пурнӑҫӗ, пулас ачасем ҫинчен аташса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пысӑк ял пулас.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Тен, пулас хӑтатӑхлачӑсем патне», — шухӑшларӗ вӑл ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Хвекла аппа, сана ҫамрӑксем кӗтеҫҫӗ, — вӑтаннӑ хӗрпӗрчи сӑмахӗсене маларахах хатӗрлесе хунӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хирте хӑйне шеллемесӗр ытлашши ӗҫлесе пӑрахнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ман шутпа арӑмӗпе упӑшки пӗр-пӗрне парӑнсан, пӗр шухӑшлӑ пулсан, пулас ӑру вӑйлӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Калӑн, икӗ пӗчӗк ҫырма пӗрлешсе пӗр пысӑк ҫырмана — пулас ҫемьене — ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эсир калаҫса килӗшнӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем упӑшкипе Ванюшӑн ҫак каҫ хӗр вӑрласа кӗрес шухӑшне малтанах пӗлсе тӑнӑ пулас, каҫхи хӑнасене кӗтнӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюш ӑна ҫепӗҫҫӗн аллисенчен тытрӗ, савӑннипе пулас арӑмне ҫӗклесе илчӗ те хӑй тавра ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Манӑн хӑтараканӑм! — пӑшӑлтатрӗҫ ун юнланнӑ тутисем, ним тӑвайманнипе вӑл тутине ҫыртса амантнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашкӑрсем те илтрӗҫ пулас, каялла чакма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шӑппӑн канашлаҫҫӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Упӑшка ҫинчен те манса кайрӑм пулас

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Подоприхин шанма пуҫларӗ пулас, ара, хӑй буденовецсем басмачсене ялӗ-ялӗпе касса вакланине аса илчӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Пӗлместӗп эп, — суйма хӑтланчӗ ҫар комиссарӗ, анчах та часах парӑнчӗ, мӗскӗн пуҫлӑха шеллерӗ пулас, ара, хӑйшӗн мар вӗт, колхозшӑн тӑрӑшать этем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫуркунне йӑмраллӑсем, акана вӗҫлесен, кунта кӗҫӗн чӳк ирттернӗ: пулас тухӑҫшӑн выльӑх пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех