Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

персе (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрать-ха, вӑл подъезд умне купаласа хунӑ юр купи ҫине персе аннӑ.

Хорошо, что он упал на кучу снега возле подъезда.

Ҫаппа-ҫарамас арсын 6-мӗш хутран юр ӑшне ӳксе чӗрӗ юлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33797.html

Петӗр тетӗшӗ ҫине пӑхкаласа илчӗ, ӑна килӗшмен сӑмах персе ярасран асӑрханса, ним сӑмах та шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра хура йытӑ алкумне вӑркӑнса кӗчӗ те, шурӑ шӑлӗсене шатӑртаттарса, ҫынсем ҫине сикме тӑчӗ — ӗлкӗреймерӗ: Казаков, наганне туртса кӑларса, ӑна персе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара пурте пӗрле картиш пысӑкӑш ҫӗлетнӗ утиял айӗнче ҫывӑратпӑр, — те шӳтлесе, те чӑнласах ҫапла пуласса ӗненсе персе ячӗ Озеров.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах Чикан тепӗр куннех киле персе ҫитнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Матвей Александрович, иккӗшне те комсомол ретне илмелле вӗсене, — тӳсеймесӗр персе ячӗ Хрестук.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫалапа Иван каялла персе те ҫитрӗ, хуҫине ҫапла каласа пачӗ:

Куҫарса пулӑш

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тарье, тавай ҫурт-йӗре сутар та Ҫӗпӗре тапар, — пӗр кӗтмен-туман сӑмахсем персе ячӗ Сахар.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шалккӑ ҫынна, — персе ячӗ пӗри.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр кунне унта халӑх клубӗ уҫмалла, — персе ячӗ пӗри.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗкӗте кутӑнлашса, турткалашса, ухмаха персе, суйса-туса тӑмарӗ, ӗҫ мӗнле пулнине пӗр пытармасӑр каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Следстви вӑрахчен пынӑ хыҫҫӑн 1927 ҫулта суд йышӑннӑ приговор тӑрӑх, Шаккура вӑрӑ-хурахла тискер ӗҫӗсемшӗн Хусанта персе пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйӗн вырӑнне юлташӗсене янӑ, тет, — персе ярать тата тепри.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нурулла калаҫса-туса тӑмарӗ, ҫунакан хапха витӗр карташне кӗрсе кайрӗ, вите алӑкне уҫса, унта персе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куҫӗсене тутӑрпа хупласа ҫыхнӑ ҫынсем хӑйсенчен вун пилӗк утӑма лартнӑ чӳлмеке туяпа персе ҫӗмӗрме тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапах та хупахна хупмах тивет, — пат персе ячӗ Казаков.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ юрататӑп ӑна, атте, — персе ячӗ Сергей.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пире Сахар Петровчӑ парать, — персе ячӗ Мӑҫтук.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра чӑмӑрӗпе ыйӑхлӑ куҫӗсене йӑваласа, ун-кун пӑхкаласа, картишӗнчи пӳртрен Мирун персе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Манӑн ҫӗрччӗ, — персе ячӗ пӗр пӗчӗкки.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех