Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парас (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсем кансӗрлеҫҫӗ те, мӗнле каласа парас ман?

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑрӑшулӑхне кура, ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлӳ тата воспитани парас ӗҫри ӑнӑҫусемшӗн Надежда Николаевнӑна Вӑрмар район администрацийӗн вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин управленийӗн, Вӑрмар район администраци пуҫлӑхӗн Хисеп грамотисемпе тата ытти наградӑсемпе те чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн предметне юратакан вӗрентекен ӗҫре ӑнӑҫуллӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9193-kh-j-n- ... n-re-n-ull

Шкул ӳсӗмӗнчи ачасене журналистика сферинчи специальноҫсем ҫинчен каласа парас тӗллевпе иртнӗ кунсенче Пысӑк Енккасси ял тӑрӑхӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетмелли «Романтика» лагерьте тӗлпулу ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Ҫӗнӗ тусне пуҫ усма парас мар тесе хӗрарӑм темиҫе хутчен те кивҫен илнӗ.

Для поддержания заграничного знакомого женщина несколько раз брала деньги.

Ҫӗнӗ тусӗ пуҫ усасран хӑранипе кивҫен илсе укҫа парса пурӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33194.html

Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Яковлев Анатолий Григорьевича ҫак пулӑмпа ӑшшӑн саламласа хӗрлӗ хӑю ҫыхса ячӗ, хисеплӗ ята тивӗҫнине ҫирӗплетекен удостоверени пачӗ, ял аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫе хутшӑннӑшӑн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Манӑн вара Кавал ялӗнче пурӑнакансем ҫак енӗпе мӗнле ӗҫлени ҫинчен каласа парас килет.

Куҫарса пулӑш

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Ӗҫлекен ҫыншӑн ӗҫ условийӗсене лайӑхрах тӑвас килет, техникине те ҫӗнӗреххине, лайӑхраххине илсе парас килет.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Чӑнах та, нумай ҫул иртнӗ пулин те, тӑван чӗлхене пӗтме парас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи // Кристина ЕРЕМЕЕВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10977 ... sh-ch-lkhi

Хальхи вӑхӑтра шкул ачисене вӗрентес тата воспитани парас тӗлӗшпе шкул музейӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ вӗренӳ тытӑмӗнче пысӑк пулӑшу кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пӳрчӗ. 20 ӗмӗр // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

Унӑн ачана вӗрентӳпе воспитани парас ӗҫри чун-чӗре туртӑмӗ, таса ӗмӗчӗ ашшӗ-амӑшӗнни евӗрлех пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

Манӑн вара паян кӗске калавра хамӑн аттен ырӑ енӗсене ҫырса парас килет.

Куҫарса пулӑш

Атте - чи ҫывӑх ҫын, юлташ, ырӑ тӗслӗх // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11213 ... yr-t-sl-kh

Ачасене пӗлӳ парас ӗҫе кӳлӗнет.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Ҫакна тӗпе хурса ӗнтӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсен тӗрлӗ формисене тата агропромышленноҫ комплексне аталанма ҫул уҫса парас, ял хуҫалӑх производствин тухӑҫлӑхне ӳстерес тӗлӗшпе патшалӑх шайӗнчех программӑсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнать // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yalsen-san-sapach ... hanat.html

— Турӑ та парас ҫук, манӑн ҫылӑхӑм питӗ нумай.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йытӑ ҫырмапа юр ашса пыма юратмарӗ, часрах мӗн те пулин кӑларса парас тесе ытларах вак ҫӑткӑн кайӑксен йӗрӗсем тӑрӑх чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Парас ара.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Халь сан ыр кӑмӑлна пӗлтӗм те каласа парас терӗм.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ну, Иштерек пичче, мӗн туса парас ӗнтӗ ман сана? — тет Северьян хӗртнӗ тимӗре сунтал ҫине хурса.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Ӗнесен йышӗ пысӑклансах пычӗ, анчах та сӗте усламҫӑсене тухса парас шухӑш пирӗн пулман. Сыр тӑвасси вара — пачах та урӑх япала. Килти сӗтпе продукци те калама ҫук чаплӑ пулать», — тенӗ мӑшӑрӗ Алексей.

Куҫарса пулӑш

Максимовсем сакӑр тӗрлӗ сыр тӑваҫҫӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%bc%d0% ... %d0%b0cce/

— 2021 ҫул пирӗн республикӑра Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тума хутшӑннисен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ ҫулталӑк пулнӑ май манӑн та аннен асаилӗвӗсем ҫинчен каласа парас килчӗ, — тет Чакаҫ вӑтам шкулӗнче нумай ҫул истори вӗрентнӗ, Чакаҫ ялӗнче пурӑнакан Зинаида Егоровна Сорокина.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех