Шырав
Шырав ĕçĕ:
Энтрей ҫӗлӗкне лайӑхрах пусса лартрӗ, улача кӗпине хывса ҫӗре печӗ, йӗм ҫӑрхине турткаласа илчӗ.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗррехинче ҫапла, ӗҫ хыҫҫӑн, хуҫа картиш варрине пӗр пичке сӑра кӑларса лартрӗ, кашнинех, лайӑх ӗҫленӗшӗн тесе, сӑра ӗҫтерме пикенчӗ.
Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Арӑмне асӑрхасан, Сахар кӗленчипе черккине хӑвӑрт шкапа лартрӗ те, сӑмах та чӗнмесӗр, малтан картишне, унтан пахчине тухрӗ, мунчи еннелле утса кайрӗ.
Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Мария Федотовна ура ҫине тӑчӗ, пуҫ турине илсе, ҫӳҫне хӗстеререх лартрӗ те кулам пекки турӗ.
Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Сахар эрех кӗленчине Энтрейпе Хветут умнерех шутарса лартрӗ.
Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тарье пӗр самантрах сӗтел ҫине тулли кӗленче пырса лартрӗ.
Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сергей тулли миххе ҫӗклесе хӑй урапи ҫине кайса хучӗ, тулли маррине те ҫавӑнтах майлаштарса лартрӗ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унтан, аллисемпе ҫапкаланса, Энтрей кӑкӑр таран ҫиеле тухма пултарчӗ, анчах тухса ҫитеймерӗ — сӗлкӗш унӑн кӗлеткине хӗстерсе лартрӗ те тыткӑнне лекнӗ ҫынна малалла юхтарса кайрӗ.
Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ӑнлантӑн-и?! — тесе хӑратса хӑварчӗҫ те четвӗртсене йӑмра айне пырса лартрӗ.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ашшӗ ӑна нимӗн те шарламарӗ, шкап патне утса пычӗ те, пӗр пулштух кӑларса, сӗтел ҫине лартрӗ.
Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫук вӗт-ха, итлемерӗ, хулӑсем кӑна чике-чике лартрӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Темшӗн-ҫке вӑл паян Палас хӗррине, халӑх пуҫтарӑннӑ ҫӗре, тухмарӗ, ҫӗлӗкне пусарах лартрӗ те кил хушшинче чакаланма пуҫларӗ.
Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кашниех тавҫӑрма хӑтланчӗ – калаҫу мӗн ҫинчен пырӗ-ши; Юнкун ҫӗршыв ертӳҫи пӗтӗм ыйту ҫине пӑнчӑ лартрӗ – тулли мар мобилизаци йӗркелессине пӗлтерчӗ.
Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl
— Старик сӗтел ҫине пӗр кӗленче эрех пырса лартрӗ.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫамрӑк та вӑйлӑ мӑрса хӑй ҫӗҫҫи патне кармашакан Кӗрккене пӗрре тапсах чикелентерсе ячӗ, чупса пырса ун аллисене каялла хутлатса лартрӗ, пӗр-икӗ хутчен ӑна ҫӗр ҫумне ҫӗкле-ҫӗкле ҫапрӗ.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӑй ал айӗнчи тепӗр пуракне илчӗ те ӑна хӗрӗ умне лартрӗ.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Теттӗм пулсан, ҫывӑрма выртас умӗн, Чечекпи ун умне пӗр чашӑк пӑтӑ лартрӗ.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ак ҫакна куратри, пире хӑратма килнӗ ӑпӑр-тапӑр пуҫлӑхсем? — вӑрӑм авӑрлӑ тимӗр сенӗкне ҫӗрпӳ урисем патне чак! лартрӗ вӑл.
2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хальхинче вӑл сӗтел ҫине хуҫа нӳхрепӗнчен илсе килнӗ эрехе мар, темле кӗленче савӑт лартрӗ.
15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Иливан кустӑрмана вӑр-вар вырнаҫтарса лартрӗ те, лавсенчен вут пек иртсе кайрӗҫ.
8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.