Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗҫӗн сăмах пирĕн базăра пур.
кӗҫӗн (тĕпĕ: кӗҫӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫӗн алӑка такам туртнине илтсен Марине кӗпе вӗҫҫӗнех чупса тухрӗ те ним ыйтмасӑр-тумасӑр питӗркӗчне вӗҫертсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс манран ытла нумай кӗҫӗн мар вӗт?

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман чӳрече патӗнчен пӑрӑнчӗ те ури ыратнине манса кайсах кӗҫӗн алӑк патне васкаса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, класс тулашӗнче ирттермелли заняти тӗллевӗ — кӗҫӗн класс ачисене Раҫҫей Арктикин уйрӑмлӑхӗсемпе тата Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗпе паллаштарасси, ҫӗршывӑмӑрпа тата ун ҫыннисемпе мухтанма хӑнӑхтарасси.

Как сообщается в институте, целью внеклассового занятия является то, чтобы познакомить детей младших классов с особенностями Российской Арктики и Северным морским путем, приучить гордиться своей страной и ее людьми.

«Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» проект чӑвашла аталанать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33292.html

— У-у! — тӗлӗннӗ пек пулса куҫне чарса пӑрахрӗ кӗҫӗн ҫын.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ольга Федоровна ал ӗҫӗпе кӗҫӗн классенче ӑс пухнӑ чухнех кӑсӑкланма пуҫланӑ, чи малтанах вӑл ҫӑм арлама, унтан тӗрӗ тӗрлеме вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

Нумай ҫул Кӗҫӗн Шӑхаль ял старостин тилхепине тытса пырать, хӑйӗн тивӗҫӗсене яваплӑн пурнӑҫлать.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

Ольга Федоровна ҫак ялтах, Кӗҫӗн Шӑхалӗнчех, нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

«Пултаруллӑ ҫын пӗтӗм енчен пултаруллӑ», — текен каларӑш Кӗҫӗн Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Ольга Федоровна Быстрова ҫинченех пулӗ, мӗншӗн тесен ҫак илемлӗ те вашават хӗрарӑм пысӑк хастарлӑхпа палӑрса тӑрать, ӗҫре те вӑр-вар, юрра-ташша та ӑста, ал ӗҫӗ тӑвассипе те пултарать.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

Сӑмах май, Алевтина Анатольевнӑна Вӑрмарти ӳнер шкулӗнче вӗрентнӗ Ольга Александровна Трифонова халӗ унӑн кӗҫӗн ывӑлне Аркадие фортепианопа калама вӗрентет.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ хӗрарӑм пур ӗҫре те хастар // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8926-pultaru ... te-khastar

Вӑл Екатеринбург хулинче ҫыхӑну ҫарӗсенче службӑра пулнӑ, тӑван тӑрӑха кӗҫӗн сержант званийӗпе таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын сывлӑхӗшӗн кӑна мар, пурнӑҫӗшӗн те яваплӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9235-yn-syvl ... -te-yavapl

Вырӑс чӗлхине вӗрентекен Г.Алексеева, кӗҫӗн классене вӗрентекен И.Яковлева, чӑваш чӗлхине вӗрентекен И.Иванова тата ыттисем те «Перекресток» хаҫатӑн кашни кӑларӑмне хӑйсен материалӗсемпе пуянлатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул хаҫачӗ пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ старт парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Кунта ытларах Ивановсен кӗҫӗн ывӑлӗ Андрей ӗҫлет иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Район администрацийӗ вӗренекенсене вӗри апатпа, паха апатланупа тивӗҫтерессине пысӑк тимлӗх уйӑрнине, кӗҫӗн классенче пӗлӳ илекенсем пурте тӳлевсӗр апатланнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑюллӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑр! // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9774-chi-kh- ... clanchch-r

Ҫемьере кӗҫӗн ывӑл пулнине пӑхмасӑрах мӗн пӗчӗкрен ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Владимир Сергеев 1997 ҫулта Патти ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, кӗҫӗн классенче тӑван ялти шкулта вӗреннӗ, 5-9 классенче вара Чупай шкулӗнче ӑс пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗсем манӑҫмаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9944-patt-rs ... -man-cmacc

Ытти йывӑр ӗҫсем те ун ҫинех тиеннӗ, - хыпарларӗ кӗҫӗн ывӑлӗ пирки Галина Яковлевна.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Иртнӗ ҫул республикӑра «Наци тӗррин шкулне» йӗркелесе янӑран мӑн асаттесемпе асаннесен илемлӗ тӗрри-эрешне мӑнуксемпе кӗҫӗн мӑнуксем те тӗрлеме вӗренес шанчӑк пурри хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Элӗк район ҫыннисем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/elek-rajolaxen-cy ... lacce.html

Мӑнукӗсемпе кӗҫӗн мӑнукӗсемпе пӗрле «Вилӗмсӗр полкри» паттӑрсем те Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ 77-мӗш уява хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ Ҫӗнтерӳ нихӑҫан та манӑҫмӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/muxtavla-centery- ... nacme.html

Районти полици пайӗн, пушар чаҫӗн, суд приставӗсен уйрӑмӗн,прокуратура ӗҫченӗсем, Афган тата Чечен вӑрҫисенче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланисем, Сывлӑшпа Ҫар Флотӗнче хӗсметре тӑнисем ҫине кӗҫӗн классенче вӗренекенсем уйрӑмах ӑмсанса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ Ҫӗнтерӳ нихӑҫан та манӑҫмӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/muxtavla-centery- ... nacme.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех