Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗҫех сăмах пирĕн базăра пур.
кӗҫех (тĕпĕ: кӗҫех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑхрахри йывӑҫсем ҫеҫ «курса юлӑр ӗнтӗ пире, эпир те кӗҫех каҫ тӗттӗмлӗхӗнче ирӗлсе-шӗвелсе, хура чатӑр хыҫне пытанса ҫухалӑпӑр» тенӗ пек ҫумӑр шывӗпе кӳпченӗ юлашки ҫулҫисемпе юлашки вӑйне пухса сывпуллашнӑн выляткаласа, ҫапкалашкаласа, кичемлӗх, хура тунсӑх кӗвви ӗнӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех ӗнтӗ куҫ тӗлне лекекен хӗрлӗ питлӗ пилеш-палан та «тӗтреленсе хуралса ларӗ».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех арҫын хыҫалта, ҫул айккинче тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех ратнисем, пускилӗсем, ытти хӑнасем те пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех Ула Тимӗре (Владимир Петровича) ӗҫри должноҫра та кӗҫӗнлетрӗҫ — завуч ӗҫӗнчен хӑтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла, Полина хистевлӗн, сатурах ҫине тӑнине пула, вӑл тӗллесе кӑтартнӑ вырӑнта, вӗрлӗк-чикмексенчен, лӑпӑр-лапӑр курӑк-марӑкран тасатса, кӗҫех, «шурӑллӑ» купаласа, май мар иленкӗллӗ кирпӗч мунча (мӑрьеллӗ, чӗнтӗр хашакпа ҫавӑрса илемлетнӗ пысӑках мар чӳречеллӗ; алкумӗ тӑн-тӑн сарӑ хыр пӗренинчен) хӑпартса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех ҫак хырлӑх ҫамрӑкраххипе, вӑтӑр пилӗк-хӗрӗх ҫулхипе, хальлӗхе кунталла пӑчкӑ-пуртӑ ҫул картайманнипе, ылмашӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Кирлӗ мара ан калаҫ-ха, Борис, эпӗ вунҫич ҫулхи хӗр мар вӗт, — чӗрийӗ пӑчӑртанса килнипе кӗҫех йӗрсе ямарӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

— Ан хӑра, кӗҫех иртет вӑл, — ҫиҫӗм ялтлатсан куҫне аллипе хупланӑ хӗрарӑма ыталаса илчӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Анне те яла пымассерен вӑрҫать, кӗҫех вӑтӑр урлӑ каҫатӑн, ват хусах ӗнтӗ, ҫаплах авланаймастӑн, тет.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Кӗҫех милици машини килсе чарӑнчӗ те, милиционерсем ҫапӑҫакансене пӗрле лартса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Паянхи вечера пыраймастӑп ҫав эпӗ, — терӗ вӑл кӑштахран хуллен, — кӗҫех Тамара килмелле.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Кӗҫех пысӑках мар пӳлӗм темӗнле кӑшкӑракан, ҫухӑрашакан сасӑпа тулса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Кӗҫех хӗрсем тумланса та тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Анчах ку шӑплӑх нумая тӑсӑлмарӗ, кӗҫех унта та кунта ҫамрӑксен сасси, сменщиксен калаҫӑвӗ илтӗнме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Кӗҫех ӗҫ кунӗ вӗҫленнине систерсе шӑнкӑрав вӑрӑммӑн шӑнкӑртатрӗ те цехра пӗр хушӑ шӑп пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Кӗҫех хайхи хура уссиллӗ йӗкӗт курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫак вӑхӑтра Симӑна тӗнче тата калама ҫук илемлӗн курӑнса кайрӗ, ҫак пурнӑҫпа кӗҫех ӗмӗрлӗхех уйрӑлма пултарнине аса илчӗ те, ӑна пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ шӑнса-пӑрланса ларнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ик-виҫӗ хутчен аллисемпе хӑлаҫланкаласа илчӗ пулас хӗр, кӗҫех сывлӑшӗ пӗтсе килнине туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Кӗҫех амӑшӗ ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех