Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗпе сăмах пирĕн базăра пур.
кӗпе (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӗрлӗ кӗпе, атӑ тӑхӑннӑ, ахӑртнех, ҫӗнӗ тумӗпе мухтанса саркаланать пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чи малта хӗрлӗ кӗпе курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Пит ан тарӑх-ха, ачам, — йӑпатрӗ анне, унтан кӗлете кӗрсе, пичче валли шурӑ кӗпе илсе тухрӗ, хӑй пиччерен вӑрттӑн куҫҫульне шӑлсах тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне, куҫне кӗпе ҫаннипе шӑлкаласа, атте хыҫҫӑн кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне кӗпе ҫӗлет.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Касак Ваҫҫи, урисене тикӗт сӗрнӗ атӑ, ҫине шурӑ кӗпе тӑхӑннӑскер, пуп патне васкаса кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ларчӑкри — ҫамрӑк, илемлӗ хура ҫын, вӑл хӗрлӗ кӗпе ҫинчен жилетка тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте тарлӑ питне шурӑ кӗпе аркипе шӑлкаласа илет.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӗлете кӗрсе шурӑ кӗпе тӑхӑнтӑм, тем пекех савӑнса, часрах урапа ҫине улӑхрӑм, пысӑк пештӗрпе лакун хушшине хӗсӗнсе лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӗрӗллӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, мунча хыҫҫӑн ҫӳҫне яп-яка туранӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне, ҫаврака саплӑка кӗпе ҫанни ҫине вырнаҫтарнӑ май, ман ҫине пӑхса илчӗ те ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ михӗлӗх, анне варпуҫҫи ҫыхнӑ, хӗлӗх пек ҫинҫе те яка ҫип арлать — пичче валли ҫимӗк чух тӑхӑнма аван кӗпе пултӑр, тет.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кашни кӗпе ҫухавинчен аллине кӑларнӑ, шӑп лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл хура саттинран ҫӗленӗ вӑрӑм кӗпе тӑхӑнатчӗ, пуҫне пичӗ ҫине ӳпӗнтерсе хура тутӑр ҫыхса ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Васса саланнӑ ҫӳҫне пуҫтаркаласа тутрине ҫыхрӗ, Спанюк, кӗпе ҫаннипе юнлӑ тутине типӗтсе, хӑй ани ҫине кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑт, шуйттан, хӑй ҫӗрме пуян, тыррине шутсӑр йӳнӗ хакпа е ахалех выртарасшӑн, — тарӑхса калать саплӑклӑ кӗпе тӑхӑннӑ, пысӑк кивӗ ҫӑпата сырнӑ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Каҫчен пӗр канмасӑр кӗске, хӑрӑк урпана тӑпӑлтартӑм, пӗрмай тусан пӑрлаттарнипе хам та тусан ӑшнех кӗрсе кайрӑм: тӑла-ҫӑпата, кӗпе арки, ҫаннисем пӗтӗмпе тусан ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑҫта ҫыпӑҫнӑ куршанкӑ? — терӗм эпӗ, хамӑн кӗпе аркине, урасене пӑхкаласа.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыран тырӑ патне каятӑп тесе, эпӗ хатӗрленме тытӑнтӑм: юр кайса ҫӗр типнӗренпе те сырман тӑла-ҫӑпатана пусма айӗнчен шыраса тупса картлашка ҫине хутӑм, кашта ҫинчен илсе кивӗ кӗпе тӑхӑнтӑм — эпӗ ӗҫ патне тухма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мана курсан, пичче ман пата кулкаласа пычӗ, шурӑ кӗпе ҫаннипе ӑшӑрханӑ пит-куҫне шӑлкаласа илнӗ хыҫҫӑн тӑрӑхласа ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех