Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каччӑ сăмах пирĕн базăра пур.
каччӑ (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каччӑ йӑл кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӗрпе каччӑ татах кулса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Магдаль каччӑ аллинчен хӑвӑрт туртӑнчӗ, вӗҫерӗнсе малалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫитмӗл ҫичӗ… — ним калама та аптӑранӑ пек пулчӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӗрпе каччӑ халь сивӗ, анлӑ хир варринче иккӗш ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Эх, эсӗ те ҫав… Тавҫӑрусӑр каччӑ. Мана та пӗлейместӗн. Эпӗ-ҫке вӑл. Эпӗ…» — тет.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Мӗн хӗрпе каччӑ пекех калаҫрӑр эсир унпа? — ыйтрӗ Магдаль.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Каччӑ хӗрелсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Каччӑ пукан ҫине вырнаҫсан, Сергей Иванович тулли питне чышкипе сӑтӑркаласа илчӗ те, хӑмӑр куҫне чеен хӗссе: — Пурнӑҫсем еплерех? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӳллӗ те тӑн-тӑн каччӑ ҫине пӗр савӑнса, пӗр тӗлӗнсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пуян каччӑ хӑваларӗ те ҫитеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Вӑл Атӑл тӑрӑхӗнче ҫӳренӗ вӑхӑтра кӳршӗ ялти пӗр пуян каччӑ мана вӑйӑ картинченех вӑрласа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Каччӑ шухӑшланине пурнӑҫа кӗртес тесе ҫул ҫитмен арҫын ачасемпе автомобиль вӑрлама шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

18 ҫулхи каччӑ савнийӗпе тӗл пулас тесе автомобиль вӑрланӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... an-3422113

Ҫтерлӗ хулинче пурӑнакан 18 ҫулхи каччӑ савнӑ хӗрӗпе тӗл пулас тӗллевпе преступлениллӗ ӗҫ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

18 ҫулхи каччӑ савнийӗпе тӗл пулас тесе автомобиль вӑрланӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... an-3422113

Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Вӑрмар поселокӗнче Совет урамӗнче 15 ҫулти каччӑ мопедпа пынӑ чухне темӗн ҫине кӗрсе кайнӑ.

25 августа 15-летний парень на улице Советской в поселке Урмары на что-то наехал, когда ехал на мопеде.

Вӑрмарта 14-ри ҫамрӑк мопедран ӳксе вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35831.html

Ун хыҫҫӑн ҫирӗм ҫулхи каччӑ малтан пупсем хатӗрлекен семинарие, кайран академие вӗренме кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Хитре кӑна ҫамрӑк каччӑ, спортсменла чипер тумланнӑскер, ҫырӑ ҫӳҫне кӗскетерех кастарнӑччӗ, ҫавна пула, пуҫӗ ҫинчи пайӑркисем виреллерех тӑнӑ пек курӑнатчӗҫ, икӗ кӑвак куҫӗ витӗр тинкерсе пӑхатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

— Кам ҫав кӑтра ҫӳҫлӗ каччӑ?

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Эпӗ кил-ҫуртлӑ, ҫемьеллӗ ҫын ӗнтӗ, вӑл, ӗлӗкхи пекех — хусах каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

«Пӗтӗм тӑван, ҫывӑх ҫын ӗҫе явӑҫсан эпӗ тупӑш илме пӑрахрӑм», - каласа кӑтартнӑ каччӑ.

«После того, как вовлек всех родных и знакомых, я перестал получать прибыль», — рассказал парень о своем опыте.

Финанс пирамидине лекнӗ ҫамрӑка телевизорпа кӑтартнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35832.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех