Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренсе (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, вӗренсе пӗтермесӗрех каялла таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ирӗксӗрех, ху ҫитӗннӗ, вӗренсе ӑс пухнӑ ҫын пулнине те, ҫутҫанталӑкӑн куҫа курӑнман пулӑмӗсене асра тытнисене те пӑхмасӑр, юмах тӗнчине лекетӗн.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫак хушӑра хӗр чӗпӗсем пӑхас ӗҫе пуҫӗпех вӗренсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑйсем вуннӑмӗш класран вӗренсе тухнӑ чух лартса хӑварнӑ чӑрӑшсене, юмансене пӑхса ҫӳренӗ хыҫҫӑн чунӗ киленнӗ каччӑ каялла ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Асли, Рая, вӗренсе тухса Шупашкара кайнӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Мускаври энергетика институчӗн Шупашкарти филиалне вӗренме кӗнӗ.

После окончания школы она поступила в Чебоксарский филиал Московского энергетического института.

Туканашра ҫуралнӑ хӗрарӑм-инженер 80 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34350.html

Университетран вӗренсе тухнӑ ултӑ ҫын Нобель премине тивӗҫнӗ.

Шесть выпускников университета были удостоены Нобелевской премии.

600 ҫул ытла вӗрентекен Сент-Эндрюс университечӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6251.html

Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Тутар Йӑвашкел каччи Р.Минатуллов Патӑрьелӗнчи СПТУна ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Вӗренсе пӗтерсен, вӑл типографире наборщикра ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Вӑл вӗрентнӗ ачасем пурте пиллӗкмӗш класа куҫса йӗркеллӗ вӗренсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Тӗрлемесе вӑл 1935 ҫулта, Канашри педучилищӗрен вӗренсе тухсан килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Март уйӑхӗ вӗҫӗнче, семинаринчен вӗренсе тухса, учитель ятне илтӗм те, семинарипе яланлӑхах сывпуллашса, киле, хамӑр яла, таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Семинаринче вӗренсе тухас кунсем ҫывхараҫҫӗ, пусӑрӑнарах вӗренме тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Унччен эпӗ ӑна курманччӗ; ҫавӑнпа та пӗлейместӗп: унта вӑл 1-мӗш класранах вӗренсе пынӑ-ши е кӑҫал ҫеҫ тӳрех 3-мӗш класа пырса кӗнӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Хусанти учительсен институтӗнчен вӗренсе тухсан, вӑл Мускавра аспирантура пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Ӗҫлӗ интеллигенци кил-йышӗнче ӳснӗ май вӑл лайӑх вӗреннӗ, историпе литературӑна юратнӑ, нумай вуланӑ, шкултан ылтӑн медальпе вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Н. К. Крупская Петербургра ҫуралнӑ, унтах гимназирен вӗренсе тухнӑ, унтах марксистка пулнӑ, унтах Владимир Ильичпа паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Польша чиккинчи Шепетовка хулинче тӑнӑ 20-мӗш танк полкӗнче механик-водителе вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Вӗренсе тухас умӗн темиҫе эрне маларах хӑйне гимназирен кӑларса янӑ хыҫҫӑн Виктор ашшӗ-амӑшӗпе те — вӑл паллӑ адвокат ҫемйинче ҫуралнӑ, тӑван кӗтесӗпе те ҫыхӑну тытма пӑрахать, коммунистла ҫамрӑксен Союзӗн пархатарлӑ ӗҫӗшӗн пӗтӗм вӑй-халне хурса кӗрешме тытӑнать.

Исключенный из гимназии за несколько недель до ее окончания, Виктор порвал со своими родителями (он рос в семье крупного адвоката), с родным своим местечком и полностью посвятил себя Союзу коммунистической молодежи.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Эпӗ чӑвашла вӗренме пуҫласассӑн чӑвашсем манпа калаҫасшӑн марччӗ: «Чӑвашла калаҫма лайӑх вӗрен-ха» - тетчӗҫ, халь вара чӑвашла лайӑх вӗренсе ҫитсен татах манпа калаҫасшӑн мар:

«Когда я начал учить чувашский язык, со мной не хотели разговаривать: «Научись хорошо говорить по-чувашски» говорили они, а теперь, когда я неплохо говорю по-чувашски, они не хотят со мной разговаривать,

«Чӑвашла вӗренме пуҫлакансен чи пысӑк йывӑрлӑхсенчен пӗри…» // Хавал. https://t.me/cv_haval/475

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех