Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑт сăмах пирĕн базăра пур.
вӑхӑт (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла вара М. А. Большов Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ пулса тӑнӑ, ҫак ордена йӗркеленӗ хыҫҫӑн пӗр уйӑх ҫурӑран, уйӑх ытларах вӑхӑт хушшинче ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн 1943 ҫулта орденӑн виҫӗ степеньне те илме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Таким образом, М. А. Большов является полным кавалером ордена Славы, заслужившим все три степени ордена в 1943 году за боевые отличия, совершённые им в течение чуть более месяца, через полтора месяца после учреждения этого ордена.

Большов Михаил Алексеевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

1943 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче ҫӗрле Могилев облаҫӗнчи Чаус районне кӗрекен Глушец ялӗн хӗвеланӑҫ енче (халӗ Ново-Егоровка) Монан Шарифулин сапер-хӗрлӗармеецпа пӗрле, хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр, палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне тӑшман траншейи умӗнче пӳлмесенчен иртмелли ҫул тунӑ, ҫакӑнпа вӗсем дивизи чаҫӗсем валли тӑшман хӳтӗлевӗн малти пайне татса кӗрессине ҫӑмӑллатнӑ.

В ночь на 28 ноября 1943 года в районе западнее деревни Глушец Чаусский район Могилевской области (ныне Ново-Егоровка) совместно с сапером красноармейцем Монаном Шарифулиным, рискуя жизнью, к установленному сроку проделал проход в заграждениях перед траншеей врага, чем содействовал общему успеху при прорыве переднего края обороны противника частями дивизии.

Большов Михаил Алексеевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Чӑваш Ене таврӑнсан пӗр вӑхӑт профсоюз ӗҫӗнче вӑй хунӑ.

По возвращении в Чувашию некоторое время работал на профсоюзной работе.

Спасов Лука Семёнович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BF%D ... 0%B8%D1%87

Ӗҫпе ҫемье хушшинче куллен ҫаврӑнса вӑхӑт иртни те сисӗнмест, чылай чухне вӗсем яла юлнӑ ашшӗ-амӑшӗ патне ҫитсе килме те ерҫеймеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтра пулӑшу кӳни паха // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%b2%d3%9 ... %85%d0%b0/

Вӗсемшӗн канмалли вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

Семинар: ҫуллахи каникул инкек-синкексӗр иртӗ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... nkeksr-irt

Унтан таврӑнсан, пӗр вӑхӑт, колхозра ӗҫлет, кайран Мускава кайса тӗпленет, ҫавӑнтах ҫемье ҫавӑрса, ӗҫлесе пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ҫулӗ трактор ҫинче иртнӗ // Геннадий Карсаков. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... cince-irtn

Харпӑр пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тума вӑхӑт.

Настало время принятия серьезных решений в личной жизни.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Арпашуллӑ вӑхӑт вӗҫленнӗ, шухӑшсене йӗркене кӗртме пулӑшакан тапхӑр ҫитнӗ.

Время хаотичности и неразберихи подошло к концу, ему на смену приходит ситуация, позволяющая навести порядок в мыслях.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мӗншӗн тесен вӗсене ача пек пӑхатӑн, вӑхӑт иртнине те сисместӗн, – тет ҫакӑн енӗпе район центрӗнчи больницӑн врачӗ Альфия Амирханова.

Куҫарса пулӑш

Хур – усӑллӑ, тупӑшлӑ шыв кайӑкӗ // Гулия Фаизова, Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -syv-kaiak

Вӑхӑт питӗ хӑвӑрт иртет, пурнӑҫа хаклас пулать, историйӗмӗре, чӗлхене упраса пурӑнма пӳртӗрччӗ!

Куҫарса пулӑш

Ӑрусен вӑчӑри татӑлмасть // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -tatalmast

Кичемленме вӑхӑт ҫук, - каласа парать Раиса Рамоновна.

Куҫарса пулӑш

Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851

Вӗсен ватӑлма та, чирлеме те вӑхӑт ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чикӗри служба пиҫӗхнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... hn-3794856

Проектӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ «Вӑхӑт аллейи» пулса тӑрӗ, унта скульптура композицийӗн геройӗсем пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра ҫӗнӗ форматлӑ обществӑлла анлӑхсем йӗркелеҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... le-3795570

Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче «Нумайранпа кӗтнӗ вӑхӑт сана ача-пӑча юратать» савӑнӑҫлӑ уяв иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Июнӗн 1-мӗшӗ — Ачасене хӳтӗлемелли кун // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3795727

Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ, алӑк яриех уҫӑлчӗ, пӳлӗме ҫитмӗл урлӑ каҫнӑ арҫын кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Раҫҫейӗн наци сборнӑйӗн тӗп йышне лексен Барселонӑра иртнӗ Европа чемпионатне хутшӑннӑ — чӑрмавсем урлӑ 3000 метр чупас енӗпе малтанхи квалификаци тапхӑрӗнче 10:10.83 вӑхӑт кӑтартнӑ, ку вара финала тухма ҫителӗксӗр пулнӑ.

Попав в основной состав российской национальной сборной, выступила на чемпионате Европы в Барселоне — на предварительном квалификационном этапе бега на 3000 метров с препятствиями показала результат 10:10.83, чего оказалось недостаточно для выхода в финал.

Ремеслова Людмила Юрьевна // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B0

Пушӑ вӑхӑт тупӑнсан икӗ мӑнукӗпе пӗрле тӑвайккинчен ярӑнать, йӗлтӗр сырса стадиона тухать.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ туни ырӑпа таврӑнтӑр // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d1%8b%d1%8 ... %91%d1%80/

Диспетчерта чылай вӑхӑт тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ туни ырӑпа таврӑнтӑр // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d1%8b%d1%8 ... %91%d1%80/

Юратнӑ ҫынпа пулма вӑхӑт тупӑр, кинона е дачӑна шашлӑк ӑшалама кайӑр.

Найдите время побыть с любимым человеком, сходить в кино или пожарить шашлык на даче.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мӗн чухлӗ ытларах ӗҫлетӗр, вӑхӑт иккӗленӳ, пӑшӑрхану валли ҫавӑн чухлӗ сахалрах юлӗ.

Чем больше времени вы проведете в трудах, тем меньше останется на сомнения и переживания.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех