Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахаль сăмах пирĕн базăра пур.
ахаль (тĕпĕ: ахаль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пит васкасах каймаҫҫӗ ҫав пирӗн субботниксене, ахаль ӗҫлесрен хӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Полина шупка кӑвак плащпа, ҫара пуҫӑн, ахаль те сарӑ ҫӳҫӗ хӗвел ҫинче тата ҫутӑраххӑн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Анчах ҫурт тӑвакан тӑванӑн укҫи ҫителӗклӗ те вӑл ман йӑмӑк пек ахаль ӑстана чӗнесшӗн мар, чаплӑ тӑвакан ҫынна суйлать.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Кунта, вӑн, шӑллупа йӑмӑку ҫитӗнсе пыраҫҫӗ, пӳрчӗ пирӗн ахаль те тӑвӑр.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ҫав ӑшӑ, пӗтӗм кӗлеткипе сарӑлса кайса, ахаль те йӑшма пуҫланӑ усал кӳлешӗвӗсене пуҫӗпех вӗҫтерсе кӑларса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ха-ха-ха, ытла та чее эсир, Василий Петрович, фермӑри пур хӗрсене те ҫавӑрасшӑн, — терӗ пӗр пӗчӗкрех кӗлеткеллӗ хӗрача, наҫилкка ҫине юриех йывӑртарах тиеме тӑрӑшса, — вӗсен унта ахаль те пурин те каччӑсем пур ӗнтӗ, эсӗ, Василий Петрович, пирӗн ҫине те ҫаврӑнса пӑхкала.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Намӑсланнипе ахаль те пӗҫерсе тӑракан питҫӑмартисене таса чӗрери вӗри юн пусӑмӗ татах та ытларах ҫунтарса, вӗтелесе ячӗ, ал-ура вӑйне туйми туса, пӗтӗм кӗлеткипе сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑхӑта епле те пулин ирттерес шутпа ахаль те тирпейлӗ пӳлӗме тепӗр хут тирпейлеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

1410 ҫулта Сент-Эндрюс хулинче ахаль шкул уҫнӑ.

В 1410 году в городе Сент-Эндрюсе была основана обычная школа.

600 ҫул ытла вӗрентекен Сент-Эндрюс университечӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6251.html

Ахаль те хура та, тарланипе тикӗт пекех курӑнакан йӑлтӑркка ҫамкине ҫӑка ҫулҫисемпе шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Надежда Константиновна ахаль ҫынсене хисеплетчӗ, рабочисемпе, ӗҫҫыннисемпе час-часах тӗл пулса калаҫатчӗ, вӗсен пурнӑҫне, шухӑш-ӗмӗтне, хуйхи-суйхине пӗлсе тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

«Наркомпрос чунӗ» тесе ахаль каламан ӗнтӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ахаль те курӑнать…

— И так видно…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпир кун пек япалана ахаль ирттерме пултараймастпӑр.

Мы не можем пропустить такое дело.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кунта ахаль ҫӳремест-ха!

Это неспроста…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юлташӗсем ӑна ахаль мар «Чӗр-кӗмӗл тумламӗ» тесе ят панӑ.

«Капелька ртути» — называли ее товарищи.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Саппунӗ хӑйӗн ҫӗрех перӗнет, ахаль те тӑсланкӑ кӗлеткине татах та вӑрӑмрах кӑтартать.

Который, свисая до самой земли, еще прибавлял ему росту.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫапла тапхӑр ҫитнӗ: хӗрсем тимлӗхсӗр юлмаҫҫӗ, арҫынсем ахаль чухнехинчен паттӑр.

Наступил период лёгкого настроения, когда девушки не остаются без внимания, а мужчины особенно мужественны.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫук, суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх тесе ахаль каламаҫҫӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Хӑй ахаль ҫын пулсан та, прави пысӑк унӑн.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех