Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӑплӑ сăмах пирĕн базăра пур.
айӑплӑ (тĕпĕ: айӑплӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Анчах ӗненсемӗр, Трумвик: ҫав ҫын айӑплӑ мар.

 — Но поверьте, Трумвик, человек этот не виноват!

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Тепӗр тесен — аҫӑр сыв марришӗн эпӗ айӑплӑ мар…

Не я, впрочем, виноват, что ваш отец захворал…

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Эпир, хамӑрӑн ҫӑкӑра палуба ҫинче ҫеҫ ӗҫлесе тупма мехел ҫитерекенсем, мӗскершӗн айӑплӑ?..

Чем виноваты мы, что только на палубе кусок можем свой заработать?..

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Айӑплӑ сан умӑнта, ялйыш умӗнче.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Айӑплӑ мар-тӑк — тӳрре кӑларӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, епле хӑйтӑр Хӗлимун Сӑпанипе пуҫласа ҫавнашкал сӑмах тапратма, епле хӑйтӑр, вӑл, ахӑртнех, унӑн умӗнче хӑйне айӑплӑ туять-ҫке.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑт, ҫавӑнпа вӑрӑ-хурахсен утаманне сутӑннӑранпа вӗсем мӗн чухлӗ усал ӗҫ тунӑ, ҫавӑншӑн пӗтӗмпех эс айӑплӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вара мӗн… вӑл пӗртте айӑплӑ мар-и? — шӑппӑн ыйтрӗ тепӗртакран.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, мӗн тунмалли, тӳррипе каласан, хӑй айӑплӑ вӑл Санюк умӗнче…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӑпата Матви вилнӗшӗн урӑххисем айӑплӑ, ху пӗлен, — ку хыпара ӑнлансах ҫитеймерӗ Мӗтри.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пиччӗшӗ Совет влаҫӗ умӗнче айӑплӑ тенине вара Тарье ним тусан та ӗненесшӗн мар.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Тен, Веня Хӗрлӗ Ҫартан тарса хураха тухнӑшӑн эсӗ те айӑплӑ?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй Веня вилӗмӗшӗн ун умӗнче айӑплӑ маррине пӗлет-ха вӑл, лайӑх пӗлет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аллах курать, айӑплӑ мар эпӗ, ярӑр мана, начальник юлташ…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Начальник, эп пӗртте айӑплӑ мар.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, хӑйне ун умӗнче айӑплӑ туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вупше, хӑй те айӑплӑ мар ҫакӑншӑн хӗрарӑм, ҫутҫанталӑк ҫапла ҫуратса янӑ ӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх «Соларис» ҫӑмӑл машшинӑн водителӗ айӑплӑ шутланать, вӑл васкавлӑ пулӑшу карети сасӑллӑ тата мӗлтлетекен сигналпа пынине пӑхмасӑрах сулахаялла пӑрӑнма шутланӑ.

По предварительным данным виновником является водитель легкового автомобиля «Соларис», который, несмотря на включенные звуковые и проблесковые сигналы на карете скорой помощи, решил повернуть налево.

Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини «Солариспа» ҫапӑннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30971.html

Ашшӗ-амӑшӗшӗн ачисем айӑплӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Амӑшӗ ӗҫке ярӑннишӗн, ӑна пӑрахнишӗн вӑл айӑплӑ мар-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех