Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Эх сăмах пирĕн базăра пур.
Эх (тĕпĕ: эх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку сӑмахсем Жора хӑлхине те кӗрсе юлчӗҫ пулас: — Эх, Липа, — терӗ вӑл хулӑн саслӑн, — кирлӗ ҫынсене шыраса ан лар…

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Эх, эс те ҫав, юмахри хӗр пек арӑм илсе килтӗм тесе каласшӑн пулнӑ ӗнтӗ вӑл сана.

Эх, ты тоже хороша, он, видимо, хотел сказать тебе, что привел жену, как сказочную девушку.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Эх, санпала…

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Эх, Павӑл, Павӑл, — мӑкӑртатать те мӑкӑртатать вӑл, — отпускна ҫаплах ӗҫкӗпе ирттеретӗн-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Эх, тур-тур, санпала, Павӑл, пӗтес пулать, — терӗ арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Эх, эсир, ман юратнӑ кумсем, — шӑлать те шӑлать майӗпен.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Эх, упраймарӑмӑр хӗре.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Эх, ӗлкӗреймерӗмӗр, — тесе ҫынсем тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эх, ку аслисем!

Куҫарса пулӑш

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эх мӗншӗн ҫав вӑхӑтра кам та пулин каламан-ши, вӗсем хурт-кӑпшанкӑ ҫеҫ ҫиеҫҫӗ тесе.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк кӑвакал чӗппи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эх, Шурикпа калаҫасчӗ!

Куҫарса пулӑш

Тимӗркке пуян // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эх!

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Паян кун та ҫак ҫулҫӳревҫӗ кушака аса илетӗп те шухӑша путатӑп: эх, мӗншӗн-ши вӑл хаклӑ пӗтӗм пысӑк ӑс-пуҫлӑ, таса та ырӑ чунлӑ чӗрчуншӑн тӑван кил, тӑван кӗтес, Тӑван ҫӗршыв?

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Эх, мӗн тери савӑнтӑм эпӗ ҫакӑншӑн ун чухне!

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Эх, ҫав ачалӑхри футбол мечӗкӗ пек ӑнсӑртран кӗмсӗрт вӗҫсе килсе, пӗррех шаплаттаринччӗ, самант тӗп тӑвинччӗ вӗсене пӗр-пӗр хӑватлӑ, таса, асамлӑ вӑй (тен, ку вӑл тӗнчене иккӗмӗш хут килекен Христос пулӗ?)…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Эх, кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе тӳнсе кӑнчӗҫ, тӑкӑнчӗҫ, тет вара ҫав «мӗскӗнсем» мухмӑр асапне чӑтаймасӑр…

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Эх, ку усал япала…»

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Эрех-сӑра илӗртмӗшне путса, ӳсӗр пуҫпа руль умне ларса, эх, аварие лексе татрӗ-ҫке ҫав хӑй пурнӑҫне…

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Эх, ҫӳрерӗ тет вара ҫав «герой», засыпушкӑра пурӑнакан хуҫине те паллами пулса, килӗ тӗлне те манса, хула урамӗсем тӑрӑх пуклак сӑмсине пӗлӗтелле ывӑткаласа, тайкаланкаласа, нӑрхлаткаласа.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Эх, этем пурнӑҫӗ те ҫак ҫӑтмах сӑн-питлӗ, танлӑ, ҫураҫуллӑ чӗрӗ ҫутҫанталӑк пек пӑрӑнӑҫсӑр-мӗнсӗр, тумхахсӑр-путӑксӑр, шӑкӑр-шакӑрсӑр «юртасчӗ» те, ҫук ҫав…

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех