Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хальхи сăмах пирĕн базăра пур.
Хальхи (тĕпĕ: хальхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи вӑхӑтра спорт залӗнче спортпа туслашма мӗнпур услови туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

— Асту, хальхи хӗрарӑмсем питех макӑраҫҫӗ пуль! — ал сулчӗ Яким Якимч.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ун чухне хальхи пек марччӗ, уйрӑлма ҫӑмӑлччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Пуринчен ытларах вӗсем, хальхи шуйттансем, хӗрарӑм сӑнарӗпе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Хальхи пек ваннӑйлӑ, ӑшӑ, уборнӑйлӑ-шывлӑ-газлӑ ҫуртра мар, кивӗ йывӑҫ ҫуртра.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Эпир пурте республикӑн хальхи пурнӑҫӗпе унӑн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшатпӑр, кашнин пултарулӑхнех туллин уҫса пама пулӑшакан лайӑх майсем йӗркелетпӗр, экономикӑпа промышленноҫ вӑй-хӑвачӗн, ял хуҫалӑхӗн ӳсӗмне тивӗҫтеретпӗр, социаллӑ сферӑна аталантаратпӑр.

Все мы заботимся о настоящем и будущем республики, создаем лучшие условия для самореализации и жизни, обеспечиваем рост экономического, промышленного потенциала, сельского хозяйства, развиваем социальную сферу.

Олег Николаев Республика кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/06/24/oleg- ... respubliki

Вӑл хальхи пекех астӑвать-мӗн тырӑ уйӗнче техника кӗрленине.

Она как сейчас помнит, как на хлебном поле шумела техника.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Хальхи вӑхӑт тӗлне ҫак яваплӑ ӗҫе пур ял хуҫалӑх предприятийӗ тата хресчен-фермер хуҫалӑхӗ пуҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Утӑ та типӗтеҫҫӗ, сенаж та хываҫҫӗ // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d1%83%d1% ... %d0%b0cce/

Хальхи вӑхӑтра строительсем унӑн стенисене ҫӗклесе ҫитернӗ, тӑррине витме хатӗрленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑхасанти поликлиника килес ҫул пӗрремӗш пациентсене йышӑнӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d1%88a%d1 ... bce%d1%88/

Хальхи вӑхӑтра ҫӗр-шывра волонтер юхӑмӗ питӗ вӑйлӑ аталанса пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/

Регионти проектсене, промышленноҫа аталантарма, инфратытӑма ҫӗнетме, хальхи пурнӑҫа тивӗҫтерекен банксен технологийӗсене пурнӑҫлама пулӑшассине те пӗлсех тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен икӗ банкпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/chav ... i-pirki-ki

Хальхи хӗрсене ултавлӑ сӑмахсемпе ҫавӑрма ҫав тери йывӑр иккенне уҫӑмлӑн ӑнлантӑм.

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Ҫӗршыв ирӗкӗшӗн, этем телейӗшӗн пуҫне хунӑ ҫынсем ҫинчен, вӗсен юнӗ ҫӗре ӳкменни ҫинчен, ҫак хальхи тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн халӑхӑн мӗнешкел илемлӗ ҫынсене ҫухатма тивни ҫинчен калать ҫак хурӑн…

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫакӑнта канлӗх тупнӑ хӗр, халӑхпа юнашар тӑрса, хаяр тытӑҫура сыхласа хӑварнӑ хальхи ирӗх ҫӗр ҫинче паян вӑл хӑй утса ҫӳрейменшӗн, ҫак юнпа тӳлесе илнӗ ҫутӑ хӗвел ӑшшипе киленейменшӗн хурланать пулӗ хурӑн…

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви турткаланса тӑмасть — вӑл хӑех пӗлет ӑшӑ ыйхӑпа рехетленсе выртасси кахал йӑли иккенне, тата хальхи вӑхӑтра — нимӗҫ фашисчӗсемпе хаяр вӑрҫӑ пынӑ тапхӑрта, вӑрҫӑ хирӗнчи тантӑшсем-салтаксем чӑлӑм куҫ хупмасӑр тӑхлан ҫумӑр айӗнче выртнӑ чух — ӑшӑ пӳртре ҫемҫе вырӑн ҫинче ҫывӑрни те ҫут тӗнче умӗнче тем айӑп тунӑн тупӑнтарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хальхи пек марччӗ ун сменӑри норми: малтан вӑтӑр сакӑр килоччӗ, унтан 41 килона ҫитрӗ…

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Хальхи вӑхӑтра военкомат тавраш ун пек ҫӗрте пулас ҫук-ха.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

- Хальхи вӑхӑтра хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сасӑлавра пурин те сыхлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмалла // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/sasalavra-purin-t ... malla.html

Хальхи вӑхӑтра Чулхулари аслӑ шкулта пӗлӗвне малалла ӳстерет.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Куратпӑр ӗнтӗ, хальхи вӑхӑтра вирус тепӗр хут вӑй илме, чирлӗ ҫынсен шучӗ ӳсме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех