Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗри сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗри (тĕпĕ: пӗри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Ен вӗренӳ енӗпе регион-лидерсенчен пӗри шутланать.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/28/racc ... ravne-chav

Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче Пакша йӑхӗ чи пысӑккисенчен пӗри шутланать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

— Апуҫ, кунта тӗттӗм, ним те курӑнмасть, — хирӗҫ чӗнчӗ пӗчӗккисенчен пӗри, алӑк анинчен пура ӑшнелле пӑхса.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Иккӗшӗ — ача, пӗри — ҫитӗннӗ ҫын.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Артека Сяпука ярас! — сӗнчӗ пӗри.

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӗри те пӗр сӑмах чӗнмест.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӗри хӗвел пек ҫуталса тӑракан яка питлӗ ҫамрӑк ача, тепри — пичӗ пӗркеленсе пӗтнӗ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ачасем ӑна пӗри те курмаҫҫӗ, ҫаплах айкашма пӑрахмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӗри вилнӗ, тепри паттӑра тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗри Хура Ҫимун иккенни паллах, анчах тепри кам пулма пултарать-ха?

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр-икӗ утӑм ҫеҫ ярса пуснӑччӗ, йӑмрасем хыҫӗнчен икӗ мӗлке килни курӑнчӗ: пӗри вӑрӑм, тепри лутраскер.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Чиперскер иккен, пӗр кашӑк шывпа ҫӑтса ямалла, — терӗ пӗри, йӑл-йӑл кулкаласа.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсенчен пӗри халӗ те тӗрӗ тӗрлесе ларать.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗчченшерӗн те чипер юрлаҫҫӗ те, ушкӑнпа пуҫтарӑнса ларсан вара шӑрантараҫҫӗ ҫеҫ, пиллӗкӗш пилӗк тӗрлӗ сасӑпа ҫавӑрттарса юхтараҫҫӗ кӗвӗ ҫеммине — пӗри те аташмасть вӗт-ха, кашни хӑй майлӑ килтерет юрӑ илемне.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хӑвӑр тутарла калаҫатӑр-и, вырӑсла-и? — ыйтрӗ сӳс тӗвекенсенчен пӗри, питӗ кӑсӑкланса итлекенскер.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗри пӗр сӑмах чӗнеймест.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗри, кукӑр сӑмси янаххине пырса перӗннӗскер, чӗлӗм паклаттарать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мунча алӑкӗ уҫӑлса кайрӗ те, пӗри шӑрпӑк ҫутрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗри час хыпса илет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чи пысӑк ыйтусенчен пӗри — заем укҫине хӑвӑртрах пухса пӗтересси, ҫитес ҫулхи заем ҫырӑнма та хатӗрленмелле-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех