Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каҫхине правлени ҫумӗпе иртсе пынӑ чухне вӑл Гариф Ятман пӳлӗмӗнче ларнине курчӗ.
XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каҫхине Анушка каччӑн юптаруллӑ сӑмахне итлерӗ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Каҫхине.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫук, халӗ ӗнтӗ, пӗр эрне каялла пулнӑ пек, каҫхине Марине патне калаҫса ларма каяйман; кӗтмен ҫӗртен, чи лайӑх ӗмӗтсемпе пурӑннӑ ҫӗртен тепӗр хут хисепрен тухрӗ.
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каҫхине бригадир ӑна ырласа та илчӗ:
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каҫхине колхоз председателӗсем платниксемпе пӗрле ҫынсем кайса пӗтсен те чылайччен калаҫса ларчӗҫ.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӗҫлекенсен телейне, каҫхине ҫума пуҫланӑ ҫумӑр та чарӑнчӗ, ирхи апат тӗлне хӗвел пӑхрӗ.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каҫхине Левентей бригадирсене, ферма пуҫлӑхӗпе конюхсене кӗске канашлӑва хӑйӗн пӳлӗмне пуҫтарчӗ.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каҫхине радиопа ҫӗнӗ хуласем илни ҫинчен приказ парсан, Людмила ӑна ҫав каҫах хӑйӗн картти ҫинче паллӑ тӑвать.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каҫхине парторг, агроном, колхоз председателӗ Марине ҫыннисемпе пуху туса ирттерчӗҫ.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кун каҫиччен колхозра хуҫалӑх ӗҫӗсене йӗркелемелле, килсе-каянпа сӑмахламалла, каҫхине парторгӑн татах та ӗҫ нумай.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тахҫантанпах Липӑпа урамра курнӑҫма ӗмӗтленекенскер, вӑл каҫхине чӑнах та Тутаркаса пӗрремӗш хут ӗҫсӗр, хӗр патне тесе ҫеҫ кайрӗ.
XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каҫхине урама тух.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӗр каҫхине тӗттӗм пулас умӗн, Кӗтерне Михалана кӗтсе улма шуратса ларнӑ вӑхӑтра алӑк уҫӑлчӗ те, пӳрте ҫӳлӗ кӑна ҫар ҫынни кӗрсе тӑчӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каҫхине, ҫывӑрма таврӑнас умӗн, Сахрун пичче кунта тепре килсе пӑхрӗ — Карачӑм ҫав-ҫавах ӗҫлет, вӑл ӗнтӗ ҫӑка йывӑҫҫи леш енчи ҫӗр лаптӑкне типҫырма таранах сухаласа пӑрахнӑ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл Атӑлкассинчен хӑйӗн тракторӗ ӗҫлекен яла таврӑннӑ хыҫҫӑн каҫхине Карачӑм патне кайса вӑхӑт ирттермерӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Зоя каҫхине тепре килсе тӗрӗслетӗп терӗ те бригада ӗҫӗ пирки колхоз правленийӗпе калаҫма ялалла утрӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ак каҫхине вӗсен бригадине каятӑп та Анушкана сан ҫинчен каласа паратӑп.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каҫхине манӑн директора сводка парас пулать…
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каҫхине вӑл Карачӑма тӗл пулаймарӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.