Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӑйлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Вӑйлӑ (тĕпĕ: вӑйлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӑйлӑ хускалнипе татах путма ӗлкӗртӗм, урасем ниҫта та перӗнмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Якур хӑйне яланах мӑнкӑмӑллӑн та тӳрккес тытатчӗ, ӑнланмалла мар сӑмахпа перкелешетчӗ: вырӑсла вӑйлӑ хумханас тессине ажиотаж, хаклӑ чула — гемма, мӗне те пулин тӗпчес, пӗлес тесе каламалла чухне — зондировать, маскировка вырӑнне — камуфляж, юлташ вырӑнне — камрад тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Урамра ҫанталӑк ахӑрса кайрӗ, вӑйлӑ ҫил кантӑксене яри уҫса пӑрахрӗ, пӳлӗмелле тусан, ҫӳп-ҫап сапса ячӗ, сӗтел ҫинчи хаҫатсене шӑлса ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Вӑйлӑ ҫил тухрӗ, ав, мӑнукӑм, кӗҫӗр панулмисене сӑптӑрать ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Вӑйлӑ тӑшманпа мӗнле майпа кӗрешесшӗн?

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл вӑйлӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗрле эпир яланах вӑйлӑ, нимӗнле йывӑрлӑхран та хӑрамӑпӑр, малалла ҫӗнтерӳ патне паттӑррӑн талпӑнӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Ҫӗрпӳ районӗнче ман пиччен арӑмӗ питӗ вӑйлӑ тӗрлет.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Ҫуллен тухӑҫлӑ тыр-пул ҫитӗнтереҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх те вӑйлӑ аталанать.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе пыракан ҫутӑ уявпа саламлатпӑр! // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... lamlatpar/

Игнат Васильевич манран вӑйлӑ.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Ҫу вӗҫӗнче пирӗн килте вӑйлӑ туй сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Ҫӗр тенке ҫирӗп те вӑйлӑ илемлӗ хӗр илсе килет.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Авӑ, ҫӳлте-ҫӳлте, вӑйлӑ ҫуначӗсене сарса, вӗсене пӗр хускатмасӑр, караппӑл ӑмӑрткайӑк тырккассене хураллать е урӑх кайӑк-кӗшӗк тытасшӑн-и вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫил вӑйлӑ, чечексем сулланса тайӑлаҫҫӗ, тӗкӗлтура ҫапах та чечек варрине тупать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пире вӑл пирӗн вӑйлӑ тата начар енсене те тупса палӑртма витӗм кӳчӗ ҫапла йӗркепе ӗҫсене пурнӑҫласа пыни.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай муниципаллӑ округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chva ... icipalitet

Эпир вӑйлӑ!

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Патша вӑйлӑ пӑшӑрханнӑ, пӗтӗм патшалӑхран тухтӑрсене, поварсене, навайчи чӗнсе ывӑлӗсене сиплеме хушнӑ, анчах ӗҫ тухман.

Сильно обеспокоился падишах. Созвал он всех лекарей, поваров и навайчи своего государства. Но никто из них не мог помочь близнецам.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

Ҫулсем иртнӗҫем йӗкӗрешсем ӳссе ҫитӗнчӗҫ, вӑйлӑ та маттур йӗкӗтсем пулса тӑчӗҫ.

Годы прошли незаметно, и близнецы превратились в красивых, стройных юношей.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

Пирӗн округра ҫарпа-патриотла обществӑлла организацисен юхӑмӗ те вӑйлӑ аталаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Эсӗ: «Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — чей кашӑкӗ ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса тупнӑ хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, кӗрнеклӗ, вӑйлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр, чирлӗ; пӗрисем хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — чӑлах, илемсӗр, асси; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем — юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат… Апла пулсан, пӗрисемшӗн ҫӑтмах ҫӗр ҫинче те, леш тӗнчере те, теприсемшӗн — леш тӗнчере ҫеҫ. Ку питӗ пысӑк танмарлӑх вӗт-ха», — терӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех