Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вырӑна (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тимӑпа Виталик ярӑнса анмалли пӗрремӗш вырӑна суйлама пикенчӗҫ.

Тима с Виталиком стали выбирать первое место для спуска.

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗсем малти вырӑна тухма пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Автомат салатса пуҫтарчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60500

Виҫҫӗмӗш вырӑна Тутар Республикинчи «Нефтяник» ушкӑн ҫӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Следж-хоккей енӗпе турнир иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60502

Хӑвӑртлӑха, хастарлӑха палӑртса турнирта Сарӑ ту тӑрӑхӗнчи «Форсаж» ушкӑн пӗрремӗш вырӑна тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Следж-хоккей енӗпе турнир иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60502

Пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илессишӗн пирӗн спортсменсем «Форсаж» ушкӑнпа пӑр ҫинче тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Следж-хоккей енӗпе турнир иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60502

Унта туса ирттермелли малаллахи ӗҫсене вырӑна ҫитсе тишкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Урам хӗррипе утмалли ҫулсене тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60522

Спорт инфраструктурипе тивӗҫтерессипе Чӑваш Ен ҫӗршывра малтисен ретӗнче, пӗлтӗрхи кӑтартусем тӑрӑх 3-мӗш вырӑна тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни иккӗмӗш ҫын спортпа туслӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60525

Кингстон вырӑнӗ стратеги тӗлӗшӗнчен пысӑк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен кунтан Сӑваплӑ Лаврентий юханшывран Аслӑ кӳлӗсен тӑрӑхне кӗмелли вырӑна сӑнаса тӑма май пур, Рюдо каналне тунӑ хыҫҫӑн вара — Атлантика океанне ҫитме май паракан альтернативлӑ ҫула та.

Местоположение Кингстона обладает стратегическим значением, так как позволяет контролировать вход из реки св. Лаврентия в систему Великих озёр, а с сооружением канала Рюдо — и альтернативный путь в Атлантический океан.

Кингстон (Онтарио) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... %B8%D0%BE)

Сирӗн пӗтӗм вӑя пухса «хӗвел айӗнчи вырӑна» ҫӗнсе илмелле пулӗ.

Вам придётся собрать всю свою силу в кулак и «отвоёвывать своё место под солнцем».

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин крематори тума палӑртнӑ вырӑна карта ҫинче илсе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60544

Вӑл автобус чарӑнмалли вырӑна ҫывхарса пынӑ чух ресторантан виҫҫӗн тухрӗҫ: Потапов, Мерчен Мишшипе Авангард Куҫми.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унта пӗр механизатор Варламов пек сарӑмсӑр вилет, ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн арӑмӗпе хӗрӗ кирек мӗнле ҫанталӑкра та уйри синкерлӗ вырӑна виҫӗ ҫул хушши уйӑхра пӗрре пӗр сиктермесӗр ҫӳреҫҫӗ, пӗри — упӑшкине, тепри ашшӗне асӑнса чечек ҫыххи хураҫҫӗ, ҫавна кура хайхи механизатора инкек умӗн эрех ӗҫтернӗ ҫын тӳссе ҫитереймест: «Эпех айӑплӑ пуль ҫӗр ҫинче пӗр ырӑ ҫын вилнӗшӗн, ӑна эрех ӗҫтерес ҫукчӗ ҫавӑн чух», — тесе тӗрӗссипе каласа кӑтартать, ӗсӗклесе йӗрет.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тата пысӑкрах вырӑна лекме ӗмӗтленнӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӳк тумалли сӑваплӑ вырӑна тӗп турӗҫ те, ӑҫтан киремет тытамакӗнчен хӑтӑлӑн?

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл пысӑкрах вырӑна хапсӑнман, хапсӑнмасть те.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пурӑна киле Сулагаев пуҫӗ ҫине те ҫавнашкал инкек татӑлса анчӗ: вырӑнтан вырӑна куҫса икӗ-виҫӗ шкула ҫитрӗ, пӗр ҫул кӳршӗ районта та ӗҫлесе пӑхрӗ, унта та тӗпленсе вырнаҫаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑвӑр ӗҫӗрте эсир Чӑваш Ен ҫыннисен шанӑҫне яланах тӗп вырӑна хурассине шанса тӑратӑп.

Убеждён, что в своей работе вы всегда будете дорожить доверием жителей Чувашии.

Олег Николаев Радио кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/07/ole ... dnem-radio

Халӑхпа тӗл пулнӑ май калаҫу тӗпрен илсен хамӑр пурӑнакан вырӑна хӑтлӑхпа тирпейлӗх кӗртесси пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей-илем тӗп ыйту пулнӑ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/05/%d1%82%d0%b ... %bd%d3%91/

- 2020 ҫултанпа эпир сирӗнпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ӗҫне йӗркелессине улӑштартӑмӑр, ҫынсемпе хутшӑнса ӗҫлесси малти вырӑна тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял сӑн-сӑпачӗ хастарсем тӑрӑшнипе улшӑнать // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yal-san-sapache-x ... hanat.html

Ҫав вырӑна вӗсем тирпейлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑкшӑм пӗви тасалчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61086

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех