Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Ун урлӑ эпӗ халӑхӑмра мухтавлӑ пулӑп, ҫамрӑк пулсассӑн та, ваттисем хушшинче хисеплӗ пулӑп; 11. сутра витӗр курса тӑрӑп, вӑйлисем умӗнче тӗлӗнтерӗп.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӑслӑлӑх вӑл — ӑслӑ, сӑваплӑ сывлӑш, вӑл — пӗртен-пӗрре, нумай тӗрлӗ, черчен, вӑл ҫӑмӑллӑн куҫать, вӑл ҫутӑ, таса, ӑнлануллӑ, сиенсӗр, ырӑлӑхлӑ, вичкӗн, ӑна тытса чараймастӑн, 23. вӑл ырӑ тӑвать, ҫынна юратать, вӑл ҫирӗп, иккӗленӳсӗр, лӑпкӑ, вӑл яланах пӗр пек, вӑл пӗтӗмпех курса тӑрать, ӑслӑ, таса, чи черчен сывлӑшсене пурне те витӗрех кӗрет: 24. ӑслӑлӑх вӑл пур куҫаканнинчен хӑвӑртрах куҫса ҫӳрет, хӑйӗн тасалӑхӗпе мӗнпур япалана витерет, шала кӗрет.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ чееленмесӗр вӗрентӗм, кӗвӗҫмесӗр вӗрентетӗп, унӑн пуянлӑхне пытармастӑп: 14. ӑслӑлӑх ҫынсемшӗн — иксӗлми мул; унпала усӑ курса, вӗренӳ пархатарӗ пулӑшнипе вӗсем Турӑпа ҫывӑхланаҫҫӗ.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне тӳрӗ ҫын хӑйне кӳрентернӗ, хӑйӗн таса ӗҫӗсене йышӑнман ҫынсем умне питӗ хӑюллӑн тӑрӗ; 2. лешӗсем, ҫакна курса, пӑлханса-сехӗрленсе ӳкӗҫ, вӑл кӗтмен ҫӗртен ҫӑлӑннинчен тӗлӗнӗҫ, 3. ӳкӗнсе, сывлӑшӗ пӳлӗннипе ассӑн сывласа хӑйсене хӑйсем ҫапла калӗҫ: «ку — эпир тахҫан тӑрӑхласа кулнӑ, мӑшкӑлланӑ ҫын-ҫке» тейӗҫ.
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эй яш ача, ҫамрӑк чухне савӑн, чӗрӳ санӑн ҫамрӑклӑхра савӑнӑҫ курса юлтӑр, чӗрӳ ӑҫталла туртать, куҫу ӑҫталла пӑхать — ҫавӑнталла кай; анчах пӗлсе тӑр: ҫакӑншӑн пуриншӗн те Турӑ сана сут умне тӑратӗ.
Еккл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сӑмах вӑл вӑйсӑр: ҫын пӗтӗмпех каласа параймасть; куҫ курса тӑранаймасть, хӑлха илтсе пӗтереймест.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эй ывӑлӑм! чӗрӳне ман енне ҫавӑр, куҫу ҫул-йӗрӗме курса тӑтӑр.26. Сын мой! отдай сердце твое мне, и глаза твои да наблюдают пути мои,
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӳрӗ ҫынсем ырӑ курса пурӑннӑ чухне хула савӑнать, усал ҫынсем пӗтсессӗн — питех те хӗпӗртет.10. При благоденствии праведников веселится город, и при погибели нечестивых бывает торжество.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Чӗлхи-ҫӑварӗпе ултавҫӑ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине пӗтерет, тӳрӗ ҫынсем вара пурне те витӗр курса тӑнипе ҫӑлӑнаҫҫӗ.9. Устами лицемер губит ближнего своего, но праведники прозорливостью спасаются.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Юлхав! кӑткӑ патне кай, вӑл мӗнле ӗҫленине курса ӑслӑлан.6. Пойди к муравью, ленивец, посмотри на действия его, и будь мудрым.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пурин куҫӗсем те Сан ҫине шанса пӑхаҫҫӗ, Эсӗ вӗсене кирлӗ вӑхӑтра ҫимӗҫ паратӑн; 16. Хӑвӑн аллуна уҫатӑн та — пур чуна та кӑмӑл курса тӑрантаратӑн.
Пс 144 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпӗ вӑрттӑн тӗвӗленнӗ чухнех, аннем варӗнче амаланнӑ чухнех Эсӗ манӑн шӑммӑм-шаккӑма курса тӑнӑ.15. Не сокрыты были от Тебя кости мои, когда я созидаем был в тайне, образуем был во глубине утробы.
Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа — ҫӳлте: Вӑл йӑвашшине те курса тӑрать, мӑнаҫлине те аякранах паллать.6. Высок Господь: и смиренного видит, и гордого узнает издали.
Пс 137 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа сана Сион ҫинчен пиллетӗр, санӑн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех Иерусалим ырӑ курнине курса тӑмалла пултӑр; 6. хӑвӑн ывӑлусенӗн ывӑлӗсене курмалла пултӑр.
Пс 127 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӗрхенсем пире, Ҫӳлхуҫамӑр, хӗрхенсем пире: ӗнтӗ мӑшкӑл курса тӑрантӑмӑр; 4. ӗнтӗ пирӗн чунӑмӑр мӑшкӑл курса тӑранчӗ, мӑнаҫлисем хӑртнипе, мӑнкӑмӑллисем хур тунипе тӑранчӗ.
Пс 122 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иерусалим валли канӑҫлӑх ыйтӑр: сана юратакансем ырӑ курса пурӑнччӑр!
Пс 121 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Усал ҫын ҫакна курса тарӑхса тӑрӗ, шӑлне качӑртаттарӗ, ҫухалӗ.10. Нечестивый увидит это и будет досадовать, заскрежещет зубами своими и истает.
Пс 111 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӗллинче пире ӳпкелесессӗн, вӑл кӗлтуни ҫылӑха пултӑр; 8. унӑн кунҫулӗ кӗске пултӑр, унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр; 9. унӑн ачисем тӑлӑха юлччӑр, унӑн арӑмӗ тӑлӑх пултӑр; 10. унӑн ачисем сӗтӗрӗнсе ҫӳреччӗр, ыйткаласа пурӑнччӑр, кӗллесе ҫӳреччӗр, вӗсене ишӗлнӗ кил-ҫуртӗнчен те хӑваласа кӑларччӑр; 11. кивҫен параканӗ унӑн мӗн пуррине йӑлтах туртса илтӗр, ӗҫленӗ ӗҫне ют ҫынсем ҫаратса кайччӑр; 12. унӑн хутне кӗрекен ан пултӑр, унӑн тӑлӑх ачисене хӗрхенекен ан пултӑр; 13. унӑн ачи-пӑчи пӗтмелле пултӑр, вӗсенӗн ячӗ тепӗр сыпӑкрах ҫухалтӑр; 14. унӑн ашшӗсен йӗркесӗрлӗхне Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнччӑр, амӑшӗн ҫылӑхӗ те ан ҫухалтӑр; 15. Ҫӳлхуҫа вӗсене яланах курса тӑтӑр, вӗсенӗн ятне ҫӗр ҫинчен пӗтертӗр, 16. мӗншӗн тесессӗн вӑл ырӑ тӑвас тесе шухӑшламарӗ, чухӑна, мӗскӗн ҫынна, аптӑраса ӳкнӗ ҫынна хӗсӗрлерӗ, вӗлерттересшӗн пулчӗ; 17. ылханма юрататчӗ, ылханӗ хӑйнех ҫитӗ; пиллӗхе кӑмӑлламарӗ, пиллӗх унран пӑрӑнса кайӗ; 18. ылхана тумтир тӑхӑннӑ пек тӑхӑнтӑр, вӑл ун ӑшне шыв пек кӗрсе кайтӑр, шӑмми-шаккине йывӑҫ ҫӑвӗ пек витертӗр; 19. вӑл уншӑн — тӑхӑнакан тумтирӗ вырӑнне, яланах ҫыхса ҫӳрекен пиҫиххийӗ вырӑнне пултӑр.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тӳпе Унӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерет, халӑхсем пурте Унӑн мухтавлӑхне курса тӑраҫҫӗ.6. Небеса возвещают правду Его, и все народы видят славу Его.
Пс 96 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унӑн ҫиҫӗмӗсем тӗнчене ҫутатаҫҫӗ; ҫӗр ҫавна курса чӗтӗресе тӑрать.
Пс 96 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.