Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Паллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Паллӑ (тĕпĕ: паллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лашисем иккӗшӗ те мӑнтӑр, ташланӑ пек ярӑнса утаҫҫӗ, хӑйсенчен пӑс тухса тӑрать, ҫакӑнтан та вӗсем аякран килни, Утламӑш лашисем марри паллӑ.

Обе лошади упитанные, сильные, они будто и не бегут, а приплясывают на месте, от коней валит белый пар — чувствуется, примчались издалека, а не из Утламыша.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сантӑр тилянккӑ ӑҫтан пуҫланнине кайса пӑхрӗ, хӗрринчи йывӑҫа пуртӑ сӑмсипе паллӑ туса хӑварчӗ, унтан ирӗкрех вырӑналла иртрӗ те, пӗр яхта йывӑҫне, ҫӳлтен аяла ҫити пӑхса, чылайччен тинкерсе тӑчӗ.

Сандор отметил зарубкой дерево, где начиналась делянка, потом вышел на более просторное место, оглядел снизу доверху одну из сосен.

XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Юмӑҫ ҫатмари шыва тинкерет, ӑна каллех укҫипе хумхантарса шыва ҫӑкӑр тӗпретет, хӑй ҫаплах паллӑ мар сӑмахсем мӑкӑртатать.

А йомзя снова уставилась в сковороду, снова раскрутила монету, приговаривая малопонятные, неразборчивые слова.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Темиҫе минутран ракетчицӑн хушамачӗ, ячӗ, ашшӗ ячӗ тата адресӗ паллӑ пулчӗ.

Через несколько минут стали известны фамилия, имя, отчество и адрес ракетчицы.

24. Кӗрешӳ тата вӑрӑма пырать-ха // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Следовательсем арестленисене допрос тунӑ, кусем вара, хӑйсен айӑпне кӑтартса паракан япаласем, паллӑ фактсем нумай пулнипе, суйма май ҫуккипе пурин ҫине те алӑ сулнӑ та, тӗрӗссине каласа панӑ.

Следователи допрашивали арестованных, и они, прижатые к стенке вещественными доказательствами и известными фактами, махнули на все рукой и сознавались.

23. Ҫаврӑма пӗтерни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Мана Германири паллӑ профессор сыватрӗ.

Вылечил меня известный германский профессор.

21. Пилӗк сехет // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Халӗ ӗнтӗ пӗтӗмпех паллӑ пулчӗ.

Все объяснилось.

19. Тамӑк машини // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Эпӗ унта паллӑ туса хӑвартӑм.

Я там отметинку сделал.

17. Сехет чеелӗхӗ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

— Сирӗншӗн паллӑ, анчах та эпӗ тӗтре ӑшӗнчи пек ларатӑп-ха.

— Вам ясно, а я пока что в тумане.

17. Сехет чеелӗхӗ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

— Ну, пӗтӗмпех паллӑ.

— Ну, все ясно.

17. Сехет чеелӗхӗ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн майоршӑн комеди пӗтни паллӑ пулчӗ.

После этой реплики майору стало ясно, что представление комедии окончено.

16. Следователь пӳлӗмӗнче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Эсир манӑн службӑри ӗҫ ҫинчен калатӑр пулсан, — эпӗ пӗтӗмпех паллӑ кунта… ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пекех.

Если вы говорите о моей служебной деятельности, — я весь тут… как на ладошке.

16. Следователь пӳлӗмӗнче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Паллӑ паттӑра ҫапнӑшӑн хӗпӗртесе, ӑна малтанах явлӑк пачӗҫ.

Победитель знаменитого богатыря был одарен вышитым платком.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Паллӑ ҫынсене пуянсем патнелле ирттерсе, сак ҫине ларма вырӑн турӗҫ.

Их проводили к знатным людям, приготовили лавку присесть.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ял пуянӗсемпе ытти паллӑ ҫынсем каярахпа ҫитрӗҫ.

Богатые и знатные люди подошли попозже.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Унта тата пӗр пӗчӗкҫӗ алӑк пур, эс ӑна асӑрхамарӑн пуль, тултан вӑл паллӑ та мар — хуралҫӑ алӑкӗ.

— А там еще одна, совсем маленькая была, ты ее поди и не заметил — так эта для сторожа, ее с улицы даже и не заметно.

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Нямаҫӗ айӑплӑ-и, айӑплӑ мар-и, анчах ҫав ӗҫе вӑл хушнипе Урнашка туни такамшӑн та паллӑ пулчӗ.

Ну, сам Нямась, может, и не разорят, а приказал Урнашке, тот и исполнил.

V. Хисеп йыхравӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Ку ҫурта мӗнпе те пулин паллӑ тӑвас пулать», — шухӑшларӗ вӑл.

«Надо хотя бы чем-нибудь отметить дом», — подумал он.

15. Тӑшман йӑвинче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Пӗр ҫутӑ та ҫук, нимӗн те паллӑ мар.

Ни одного огонька, ничего не заметно.

13. Машина ҫинче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Пире те черет ҫитет ӗнтӗ, анчах хӑҫан ҫитет — вӑл паллӑ мар.

Дойдет и до нас черед, а когда — неизвестно.

13. Машина ҫинче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех