Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑк сăмах пирĕн базăра пур.
алӑк (тĕпĕ: алӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑк хӑлӑпӗнчен тытсан, куҫӗпеле йӗплесе, ҫапла хушса хучӗ:

Уже держась за щеколду, стрельнул глазами в люльку, сказал:

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл Григорипе сывпуллашрӗ те, Аксинья ҫине малтанхи пекех куҫ айӗн пӑхса, алӑк патне утрӗ.

Он простился с Григорием и, так же обходя взглядом Аксинью, пошел к двери.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Яриех уҫса янӑ алӑк витӗр чиркӳрен паперте, (чиркӳ умне), унтан картана евангели вуланӑ сасӑсем кӗрлесе, шӑвӑнса тухаҫҫӗ, решеткеллӗ чӳречесенче ҫутӑ йӑлкӑшать, чиркӳ картинче вара — йӗкӗтсем шӑппӑн ҫуйӑхашакан хӗрсене хыпашлаҫҫӗ, чуптӑваҫҫӗ, ҫурма сасӑпа нӑшӑлтатса, тӗрлӗрен путсӗр ӗҫсем ҫинчен кала-кала параҫҫӗ.

Из церкви через распахнутые двери на паперть, с паперти в ограду сползали гулкие звуки чтения, в решетчатых окнах, праздничный и отрадный, переливался свет, а в ограде парни щупали повизгивавших тихонько девок, целовались, вполголоса рассказывали похабные истории.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий пан патне пырать те алӑк янаххи ҫумне кӗрсе тӑрать.

Григорий входил, становился у притолоки.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Ларма тухса кайнӑ пулас» — шухӑшларӗ вӑл, алӑк ҫекӗлне вӗҫертсе.

«Должно, ушла на посиделки», — подумал, скидывая с пробоя цепку.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья ура сассисем лӑпланиччен кӗтсе тӑчӗ, алӑк ҫекӗлне ҫаклатса хучӗ, унтан, япала ҫыххине хӗстерсе йӑтса, Дон хӗрринелле чупрӗ.

Аксинья дождалась, пока заглохли шаги, накинула на дверной пробой цепку и, прижимая узел, побежала к Дону.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан пирусӗнчен хура кӗл ластӑкне вӗрсе пӑрахрӗ те алӑк патнелле утрӗ…

Сдувая с цигарки черные хлопья пепла, Степан пошел к двери…

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, пӗтӗм ҫунса чӗтренсе тӑраканскер, алӑк ҫине пӑхкаласа, пуҫне пӑркалать, пӗр ури ҫинчен тепри ҫине тайӑна-тайӑна кӑна тӑрать.

Аксинья, вся в огне и дрожи, вертела головой, поглядывая на двери, переступая с ноги на ногу.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья Машуткӑна аллинчен ярса тытрӗ те алӑк патнерех илсе пычӗ.

Аксинья, хватая Машуткины руки, теснила ее к двери.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Алӑк умӗнче ӑна кулӑпа ейӗлнӗ, тӗрлӗ-тӗрлӗ хуратут пуснӑ питлӗ Машутка тӗл пулчӗ.

У входа встретила ее улыбкой румяная, в засеве веснушек, Машутка.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫывӑрмастӑн-и, Евгений? — ыйтрӗ алӑк хушӑкӗнчен ҫӑра та хулӑн сасӑ.

Густой низкий бас спросил в дверную щель: — Не спишь, Евгений?

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий алӑк умне тӑчӗ.

Григорий стал у двери.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Алӑк умӗнче, табак тӗтӗмӗ ӑшӗнче, михӗ ӑшӗнчи пек, пӗр хулӑн туталлӑ этем ларать.

В табачном дыму, как в мешке, сидел у порога старый губатый человечина.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий пӗр вырӑнта тапӑртаткаласа тӑркаларӗ те, алӑк хӑлӑпӗнчен тытсан кӑна тепӗр сӑмах хушрӗ:

Григорий потоптался на месте и, уже держась за дверную ручку, сказал:

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑҫта кунта сирӗн алӑк?

Где тут дверь у вас?

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр минутранах малтанхи тутлӑ ыйхине татса тӑнӑ Михаил тухрӗ те алӑк уҫрӗ.

Через минуту, оторванный от первого сладкого сна, Михаил открыл дверь.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Штокман алӑк патӗнче ларать, чӗркенӗ пирусне ҫӗрӗсем тыттарса тунӑ шӑмӑ мундштук ҫине лартса табак туртать, куҫӗсем кӑна кулаҫҫӗ унӑн.

Штокман сидел у дверей, курил из костяного с колечками мундштука, смеялся одними глазами.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫуна урлуҫҫийӗсем пӗри те ҫук, вӑл пур — вӑлтасемпе аппаланать, — лӑпкӑраххӑн сӑмах ҫавӑрчӗ старик; унтан, алӑк патӗнче кӑштах тапӑртатса тӑчӗ те (тата темӗн каласшӑнччӗ курӑнать) тухса кайрӗ.

— Притык в санях ни одной нету, а он — крючья, — уже спокойнее проговорил старик и, потоптавшись около дверей (как видно, еще что-то хотел сказать), вышел.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Старик алӑк патӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Старик остановился в дверях.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех