Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку чухне йышлӑ ҫемьепе хулара пурӑнма пит кансӗр иккен, ӗҫ ҫукран ӗҫсӗр пурӑнса тарӑхни те — унтан вара улт-ҫичӗ ҫул та иртнӗ — ҫапах халиччен вӗсен асӗнчен каймасть.
XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Епле-ха — ҫын тени — вӑхӑтлӑха та пулин ӗҫсӗр пурӑнтӑр?Он не понимает: как это человек может хоть какое-то время бездельничать?
V. Хисеп йыхравӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккей, хӑй килӗнче яра кун ӗҫсӗр ларас пулсан, чирлесе ӳкнӗ пулӗччӗ.Да иначе Шерккей бы и не смог, он бы заболел, коли пришлось просто так, без дела в дому томиться.
V. Хисеп йыхравӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вахновӑн мӗскӗн пуҫне, пурнӑҫра чи малтанхи хут тен, ҫакӑн пек урӑхла шухӑшсем, — мӑкалса ҫитнӗ вунпилӗк ҫулхи ачан сывӑ та ӗҫсӗр аптӑранӑ пӗвӗ хушнӑ шухӑшсем мар, урӑхла шухӑшсем, — килсе кӗчӗҫ пулӗ.
Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫавӑн пекех мышцӑсем ӗҫсӗр ларнине те килӗштермеҫҫӗ.
Ҫыннӑн 639 мышца // Сывлӑх. Сывлӑх, 2014.04.17
Старике пуринчен ытла ӗҫсӗр ларни пӑшӑрхантарнӑ:
10 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Шухӑшлама кирлӗ мар, вӑл ҫынна ҫемҫетет, анчах ӗҫсӗр ларма юрамасть.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Ӗҫсӗр аптракансем те ҫапкаланчӑксемшӗн кӑна… вӑл ҫӑмӑл пек туйӑнать, ун пек ҫынсене суда памалла… мӗншӗн тесен кама ҫӑмӑл пулма пултартӑр-ха?
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Час-часах эпӗ, ача-пӑчасемпе урамсем тӑрӑх ӗҫсӗр ҫӳрес вырӑнне, хаваслансах ҫав графитсем, антрацитсем, лигнитсем, ҫӗркӑмрӑкӗсем тата торфсем ҫинчен тусансене шӑлса тасататӑп.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Арманӗ кивӗ, анчах ӗҫсӗр лармасть…
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тата Павелпа Андрее вӗсен тарма кирли ҫинчен ӗнентерес пулать, ӗҫсӗр лартма юрамасть вӗсене, мӗншӗн тесен вӗсем ытла та хаклӑ ҫынсем…И необходимо убедить Павла и Андрея бежать, они оба слишком ценны для того, чтобы сидеть без дела…
XIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Лере, Ҫӗпӗрте, ӗҫсӗр пурӑнни ҫынсене пӑсса ярать, час-часах усал йӑласем ҫуратать, — мӗн тери пӗлетчӗ вӑл вӗсемпе кӗрешме!..
X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Эпӗ, ӗҫсӗр аптраса, хамӑн пӗтӗм телейсӗрлӗхе пӗр ҫӗре пухса хаклама тытӑнтӑм: акӑ — эпӗ хам юратнӑ аттепе хирӗҫсе кайнӑ, мана гимназирен хӑваласа ячӗҫ те кӳрентерчӗҫ, унтан тӗрме, мана хампа ҫывӑх пулнӑ юлташ тытса парать, упӑшкана тытса каяҫҫӗ, унтан каллех тӗрме те ссылка, упӑшка вилет.
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Трактора пӗр сехет ӗҫсӗр лартиччен сеялка ҫирӗм минут пушӑ лартӑр.— Пусть лучше конная сеялка простоит двадцать минут, чем трактор простоит лишний час.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ирхине Ефросинья хӑй унӑн айӑпӗпе вунӑ минут ӗҫсӗр тӑнишӗн те акт ҫырчӗ, халӗ ак хӑй айӑпӗпе ҫур сехет ахаль ларать.Утром она составила на него акт за десятиминутный простой, а теперь она простаивала уже полчаса.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ӗҫсӗр ларасси те ҫук унӑн, тракторӗ те ҫӗмӗрӗлмест, сухара та, акнӑ ҫӗрте те, юрӑра та, ташӑра та — ку хӗр пур ҫӗрте те пуринчен те малта!
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пирӗн айӑпа пула ӗҫсӗр ларнӑ — ку факт.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кӑмӑлӗ тӳсме ҫук япӑх пулсан та, Ефросиньйӑра хаваслӑх туйӑмӗ, вӑй-хал, пултарулӑх иксӗлми нумай пулнӑ; вӑл нихҫан та кулянман, ӗҫсӗр ларма пултарайман, хӑй те тунсӑхламан, ыттисене те тунсӑхлаттарман.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тракторсем сехетшер ӗҫсӗр ларни, трактористсем, юсав летучкине кӗтсе, хӗвел ӑшшинче хӑяккӑн йӑваланса выртни нумай пулать-и, анчах халӗ темиҫе минут ӗҫсӗр ларсанах, трактористкӑсем репродукторпа макӑрса калаҫаҫҫӗ, «трактор суха кассинче ларать», текен сӑмахсем «SOS» текен инкек сигналӗ пек янӑраҫҫӗ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Витя-диспетчер, саккӑрмӗш минут ӗҫсӗр ларатӑп.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.