Шырав
Шырав ĕçĕ:
30. Израильсем, ӗненсе, Иерихон тавра ҫичӗ кунччен ҫавӑрӑнсассӑн, хӳми хӑех ишӗлсе аннӑ.30. Верою пали стены Иерихонские, по семидневном обхождении.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав ҫынсем пурте мӗн виличченех ӗненсе пурӑннӑ.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Курӑнмасӑр килекен асап ҫинчен хӑйне пӗлтерсен, Ной, чунтан-вартан ӗненсе, хӑй кил-йышне ҫӑлма карап хатӗрленӗ; хӑй ӗненнипе вӑл пӗтӗм тӗнчене айӑпа хӑварнӑ, хӑй вара ӗненнине кура тӳрре тухнӑ ҫын пулса тӑнӑ.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӗненмесӗр Турра юрама ҫук; Турӑ патне пыраканӑн Турӑ пуррине, Хӑйне шыракансене Вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑрнине ӗненсе тӑмалла.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Эпир — иккӗленсе пӗтсе ларас ҫынсем мар, эпир чунӑмӑр ҫӑлӑнасса ӗненсе тӑратпӑр.39. Мы же не из колеблющихся на погибель, но стоим в вере к спасению души.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пирӗн мухтавлӑ Аслӑ Священникӑмӑр Турӑ ҫуртне пӑхса тӑрать, 22. таса кӑмӑлпа, ҫирӗп ӗненсе, чун-чӗремӗре пур тасамарлӑхран та тасатса, ӳтӗмӗре таса шывпа ҫуса ҫавӑнта ҫывӑхарар, 23. хамӑр мӗне шанса тӑни ҫинчен эпир пӗр иккӗленмесӗр, уҫҫӑн калатпӑр, мӗншӗн тесессӗн Сӑмах Параканӗ шанчӑклӑ.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпир сире пурсӑра та вӗҫне ҫитичченех, хӑвӑр ӗмӗтӗр пурӑнӑҫланичченех, ҫапла тӑрӑшуллӑ пулма сунатпӑр; 12. ан ӳркенӗр, хӑйсене пама пулнине ӗненсе, вӑрах тӳссе тӑрса илекенсем пек пулӑр.
Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа эсӗ вӗсене вирлӗ питле — вӗсем тӗрӗс ӗненсе тӑччӑр, 14. иудейсен халапӗсене, чӑнлӑхран пӑрӑнакан ҫынсем хунӑ йӗркесене ан итлеччӗр.
Тит 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвна кам вӗрентнине пӗлсе, хӑвна мӗн вӗрентнинчен, хӑвна мӗн шанса панинчен ан тух; 15. тата эсӗ мӗн ачаранах Турӑ Ҫырӑвне пӗлсе тӑратӑн; Христос Иисуса ӗненсе ҫӑлӑнмашкӑн ҫав Ҫыру сана ӑслӑлантарса ҫитерӗ.
2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Христос Иисуса ӗненсе, тӳрӗ пурӑнас теекенсене пурне те ҫавӑн пек хӗсӗрлӗҫ.12. Да и все, желающие жить благочестиво во Христе Иисусе, будут гонимы.
2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ху манран мӗн илтнине тӗрӗс вӗрентӗвӗн тӗслӗхӗ вырӑнне хурса, Христос Иисуса юрӑхлӑ ӗненсе, Ӑна юрӑхлӑ юратса ҫавӑн пек вӗрент.13. Держись образца здравого учения, которое ты слышал от меня, с верою и любовью во Христе Иисусе.
2 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Паллах ӗнтӗ, чӑнлӑх вӑрттӑнлӑхӗ калама ҫук аслӑ: Турӑ ӳтлӗ пулса килнӗ, Вӑл Хӑй Турӑ иккенне Таса Сывлӑш урлӑ кӑтартнӑ, ангелсене курӑннӑ, Ун ҫинчен халӑхсене пӗлтернӗ, Ӑна тӗнчипе ӗненсе хапӑл тунӑ, Вӑл тӳпене мухтавлӑн ҫӗкленнӗ.
1 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫаплах дьяконсем те тӳрӗ ҫынсем, иккӗллӗ калаҫман, эрехе кӑмӑлламан, мула хапсӑнман, 9. чӑн тӗнӗн вӑрттӑнлӑхне таса чун-чӗрепе ӗненсе тӑракан ҫынсем пулччӑр.
1 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫапах та хӗрарӑм ӗненсе, юратса пурӑнсассӑн, айӑпсӑр, таса тӑрсассӑн ача ҫуратнипе ҫӑлӑнӗ.15. впрочем спасется через чадородие, если пребудет в вере и любви и в святости с целомудрием.
1 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫав хистевӗн тӗллевӗ — таса чӗререн юратма вӗрентесси, ырӑ кӑмӑлтан, чӑннипе ӗненсе юратма вӗрентесси.5. Цель же увещания есть любовь от чистого сердца и доброй совести и нелицемерной веры,
1 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Павел — хамӑра Ҫӑлакан Турӑ тата пире шанчӑк паракан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хушнипе Иисус Христос апостолӗ пулнӑскер — 2. ӗненсе чӑн ывӑлӑм пулнӑ Тимофее: Атте Туррӑмӑртан тата Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑртан тивлет, ырӑлӑх, канӑҫлӑх пултӑр.
1 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй тӑвансем, пирӗн ӗнтӗ сирӗншӗн ялан Турра тав тумалла: эсир хытӑран хытӑ ӗненсе пыратӑр, пурсӑр та пӗр-пӗрне юратнӑҫемӗн юрататӑр; 4. ҫавӑнпа эпир Турра ӗненекенсем умӗнче сирӗнпе — эсир мӗнле чӑтӑмлӑ пулнипе, хӑвӑра хӗсӗрленӗ вӑхӑтра, тӗрлӗ хӗн-хур тӳснӗ чухне эсир епле ӗненсе тӑнипе — мухтанатпӑр.
2 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫакна эпир Ҫӳлхуҫа пӗлтернипе калатпӑр: эпир, Ҫӳлхуҫа киличчен вилмесӗр юлнисем, вилнисенчен малтан улшӑнмӑпӑр, 16. Турӑ хушнипе архангел сасси илтӗнсе кайсассӑн, Турӑ трупи кӑшкӑртса ярсассӑн тӳперен Ҫӳлхуҫа Хӑй анӗ те, Христоса ӗненсе вилнисем малтан чӗрӗлсе тӑрӗҫ; 17. унтан вара пире, вилмесӗр юлнисене, вӗсемпе пӗрле пӗлӗтсем ҫинче тӳпене Ҫӳлхуҫана кӗтсе илме илсе кайӗҫ; вара яланах Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулӑпӑр.
1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпир Иисус вилсе чӗрӗлсе тӑнине ӗненетпӗр пулсассӑн, Иисуса ӗненсе вилнисене те Турӑ Унпа пӗрле илсе килӗ.14. Ибо, если мы веруем, что Иисус умер и воскрес, то и умерших в Иисусе Бог приведет с Ним.
1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй тӑвансем, халӗ ӗнтӗ Тимофей сирӗн патӑртан лайӑх хыпар илсе килчӗ: эсир ӗненсе те юратса пурӑнатӑр иккен, пире яланах ырӑпа асӑнатӑр, эпир сире курасшӑн ҫуннӑ пек, эсир те пире курасшӑн иккен — 7. ҫакӑ пире лӑплантарсах ячӗ: эй тӑванӑмӑрсем, эсир ҫапла ӗненнипе эпир, хамӑра ҫитнӗ хӗн-хура, йывӑрлӑха пӑхмасӑр, питӗ савӑнтӑмӑр; 8. эсир Ҫӳлхуҫапа пӗрле ҫирӗп тӑнӑран халӗ пирӗн те кӑмӑл ҫӗкленчӗ.
1 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.