Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫичӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫичӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малти пӳрте ҫирӗм ҫичӗ ҫулхи ҫамрӑк ҫын кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑлана кӗнӗ ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн конкурсӗ кӑҫал Аҫӑмҫырминче иртнӗ, унта районти ҫичӗ шкул команди хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал та – пӗрремӗшсем // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10672-k- ... em-shsem-2

Тӑрантас ҫинчен вун ултӑ-вун ҫичӗ ҫулхи йӗкӗт сиксе анчӗ, лашине хапха юпи ҫумӗнчи ункӑран кӑкарса, Сахар патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ара, ҫитмӗле ҫитсен ҫичӗ ҫулхи ача ӑсӗ кӗрет ҫынна тет-ҫке халӑх.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫичӗ грамм тӑхлан шел-им?»

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вӑл парӗ-ха, уншӑн ҫичӗ хут тире сӳсе илмесен, — хушса хучӗ Казаков.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрт тӑрринче аран-аран тытӑнса тӑракан ырханкка ашшӗ шыва сирпӗнсе каясран ӑна вун ҫичӗ ҫулхи хӗрӗ Хрестук тӗкӗлесе тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫичӗ ютран хӗҫ йӑтса килекенсене вырӑссем яланах хӗҫпе кӗтсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь те ҫичӗ юта йыхӑрать та йыхӑрать.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утне вун ҫичӗ ҫулхи каччӑ евӗр яшт кӑна сиксе утланать, чӗлпӗрне кӑрт туртать те Мамич-Бердейпе юнашар пырса хапхаран сиккипе тухса вӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗлӗт ҫичӗ хутлӑ пулсан турри те шутсӑр йышлӑ ӗнтӗ унта.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп ун пек хушни ҫичӗ ял халӑхне кӳрентерни пулнӑ пулӗччӗ, ҫак ватӑсене пурне те кӳрентерни пулнӑ пулӗччӗ, — хӑй хыҫӗнчи халӑх ҫине кӑтартрӗ турхан.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫичӗ ялпа чӳклесшӗн-ха кӑҫал.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗр шырама вӗсем вун ҫичӗ ҫулхи каччӑсем мар, вӑрӑ-хурахсемпе ҫыхланнӑ теме вӑл шухӑшлӑ ҫынсем мар.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тӑван килтен нумайччен татӑлса пурӑннӑ эсӗ, йӑмӑкӑм, ҫичӗ ют аллинче те пулса курнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Килсӗр-ҫуртсӑр, тӑван-пӗтенсӗр ҫын пек, ҫичӗ ютра выртса юлатӑн, — алла икерчӗ тытса пурин ячӗпе каларӗ ватӑрах тӗкӗрҫ Акмӑрса.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Палӑртнӑ проектсене пурнӑҫа кӗртсен, ҫичӗ пин ытла ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтерме май пулӗ, Ҫӗмӗрле тата Куславкка хулисенче нумай хваттерлӗ 54 ҫурта ӑшӑпа тивӗҫтересси те куҫ кӗретех», - тесе уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Куславккапа Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан ҫичӗ пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтерекен объектсене модернизацилесси ҫинчен калакан Чӑваш Енӗн заявкине ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/08/kusl ... che-pin-ci

Ҫичӗ ҫул каялла пӗтӗм Русь патши ятне илнӗренпе ӑна никам та, нимле куштан боярин та айван тесе каласа курман.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак халь ҫав Мухаммед Касымов Едигер, ҫичӗ ҫул аслӑ князь ҫӑкӑрне ҫисе пурӑннӑ ҫын, Хусанта патша пуласшӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь хӑйӗн патӗнче ҫичӗ ҫула яхӑн службӑра тӑнӑ Едигера, ун сӑн-питне, ун сӑмахӗсене аса илме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех