Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ҫырӑва сирӗн пата ярса пама пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов пӗр утӑм малалла ярса пусать те халӗ Воронинпа пите-питӗн тӑрать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пурнӑҫра, чӑнах та, ниепле ӗненмелле мар ӗҫсем пулса иртнӗ: салтаксем хӑйсен амӑшӗсемпе ашшӗсене шыраса тупма масар шӑтӑкӗсенчен тухса тӑнӑ, ашшӗсем вара, хӑйсем вилнине куҫ кӗрет курнисем каласа кӑтартнисене сирсе ярса, шурлӑх шывӗпе тулнӑ фугас шӑтӑкӗсенчен, лачакасенчен, ҫуртсен ишӗлчӗкӗсем айӗнчен, вут-ҫулӑмпа ҫунса кӗлленнӗ, снарядсен осколкӗсемпе сухаласа пӗтернӗ ҫӗр айӗнчен, ҫӗрелле пусӑрӑнса анакан тар тӗтӗмӗ ӑшӗнчен тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Володя шинель ҫухавине тӑратрӗ, пуҫне пӗкрӗ те ӑна ик аллипе ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Оля хирӗҫлерӗ, ура ҫине тӑчӗ те аллисемпе шинеле аяккалла сирсе ячӗ, хӑй пӗрмай: «Ҫук, ҫук, эсӗ ху шӑнса пӑсӑлатӑн!» — терӗ, анчах кайран лӑпланчӗ, аллисене усрӗ, вара Володя, шинельне ун ҫине витсе ярса, хӑй ҫуллахи гимнастеркӑпа ҫеҫ тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лена Завьялова аллинчен ярса тытрӗ те, ун ҫумнелле пӑчӑртанса, хӑвӑрт-хӑвӑрт калама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл пӗр мӑйӑрне катса ҫирӗ те шӑпӑрне ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шӗшкӗ тӗмӗсем хушшипе чылайччен чупнӑ хыҫҫӑн Якур ӑна ярса тытрӗ-тытрех.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак вӑхӑтра Магдаль хӑйӗн тус-юлташӗсене куҫ хӗсрӗ те Якура хыҫалтан кап ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӗрсем каллех шӑпӑрӗсене ярса тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ферма заведующийӗ трубкӑна ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Магдаль кайма пер-икӗ утӑм ярса пуснӑччӗ ӗнтӗ, каллех Васса патне чупса пычӗ, ӑна тепӗр хут чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле апат ҫиме чарӑнчӗ, икӗ аллипе те пуҫне ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ҫук, нимсӗрех юлмастпӑр, — пилӗкӗнчен ярса тытса, вӑрт-варт ҫавӑркаларӗ ӑна Якур.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Магдаль пек «ҫӑтӑл-ҫатӑл» хӗрсем килсен те часах ярса тытас ҫук ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗр-пӗр хӗрпе выляма тӑрсанах, ярса тытӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Павӑл ҫӗрте выртакан чылаях хулӑн туйрана (вӑл хӗлле вӑрман турттарнӑ чухне кӳсек вырӑнне пулнӑ пулас) икӗ хулӑн аллипе ярса тытрӗ те шатӑрт! тутарса хуҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Якура колхоз председателӗпе ҫав шлепкеллӗ ҫын ҫирӗппӗн ярса тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кайран та: «Эх, тата тепрер туртмаллаччӗ. Тепӗр тумлам тухатчех!» — тесе хуйха ӳкеҫҫӗ, аллисемпе пуҫне ярса тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Эсӗ, Витя, Индие юр ярса пӗтертӗн-и? — ыйтрӗ Валя.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех