Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлташсем (тĕпĕ: юлташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлташсем, Российӑпа Польша хушшинчи вӑхӑтлӑх чикӗ патнелле ҫывхарса пыратпӑр, — тавҫӑрса илчӗ Никифоров.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр сӑмахпа, мӗнле шутлатӑр, юлташсем, тыткӑнра ытла нумай пурӑнмастпӑр-и эпир?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хӗрлӗ армеец юлташсем!

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа пӗрлех ҫакна ан манӑр, юлташсем: ҫӗршывӑмӑрта ӑнӑҫусем пысӑк пулнипе пӗрлех класс кӗрешӗвӗ ҫивӗчленсе пырать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тӑвансемпе ҫывӑх юлташсем, — тесе пуҫланӑ вӑл.

— Родственники и друзья, — начал он.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ман юлташсем нумай кӗтме юратмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Авӑ пӑх чӳречерен, камсем вӗсем ман юлташсем!

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Камсем вӗсем пирӗн юлташсем?!

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— М-мӗнле юлташсем?! — ваннӑйӗнче аллисене шӑлса тӑракан упӑшки арамӗ ҫине сиввӗн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Тата… юлташсем те килмелле пирӗн пата.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Юлташсем, пурте хатӗр, чӗнер мар-и? — мӑйри галстукне куҫкӗски умӗнче юсанӑ май калаҫать Слава Васильев, группа комсоргӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Юлташсем, тӑхтӑр-ха, виҫҫӗмӗш курссем терӗр-и? — тем аса илсе хытса тӑчӗ Миша.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Мӗнле юлташсем вӗсем саншӑн?

Какие они тебе друзья?

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Ман юлташсем нумай.

— У меня много друзей.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Геройла ырӑ ӗҫрен пуҫлӑпӑр, юлташсем

Начнем с геройского подвига, хлопцы…

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пархоменко тачанка ҫине улӑхса тӑчӗ те, хӑрушӑ сасӑпа: — Юлташсем! Командующи килчӗ! Давай митинг! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Пархоменко, встав в тачанке, крикнул страшным голосом: — Товарищи! Командующий прибыл! Давай митинг!

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Юлташсем, республика хӑрушлӑхра…

— Товарищи, республика в опасности…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Агриппина — юлташсем кулмаҫҫӗ-и тесе, айккинелле пӑхкаласа илчӗ.

Агриппина покосилась — не смеются ли товарищи.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ворошилов савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса: — Сывӑ-и, юлташсем! — терӗ.

Ворошилов весело крикнул: — Здорово, товарищи!

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Агриппина, ҫакӑн пек пӗтӗм тӗнчипе паллӑ юлташсем Иван Горапа ҫав тери кӑмӑллӑн калаҫнишӗн савӑннипе хӗремесленсе кайнӑскер, вӗсем патне шуҫ манеркӑпа пӑсланса тӑракан ҫӗрулми илсе пырса лартать, кӗсъинчен хӑйӗн шур тутрине кӑларса, пӗр вӗҫӗнчи тӗвве шӑлпа туртса салтать те, тутине чӑмӑртаса хӑнасене пӗр чӗптӗм тӑвар хурса парать…

Агриппина, румяная от удовольствия, что такие, всему свету известные, товарищи так ласково говорят с Иваном Горой, принесла жестяную манерку с дымящейся картошкой, из кармана вытащила свой девичий головной ситцевый платок, зубами развязала на конце его узел и, поджав губы, предложила гостям щепотку соли…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех