Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлхе сăмах пирĕн базăра пур.
чӗлхе (тĕпĕ: чӗлхе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Старик чӗлхе вӗҫне килнӗ сӑмахсене темиҫе хутчен те каламах тӑчӗ, ҫапах та ват ҫын тӳсӗмӗ ҫӗнтерчӗ-ҫӗнтерчех, вӑл нимӗн те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре ним калама пӗлмерӗ, ман паян менельник тесе кӑшт ҫеҫ лаплаттарса хуратчӗ, анчах, суйма аван маррине туйса, чӗлхе вӗҫне килнӗ пӗрремӗш сӑмаха персе ячӗ:

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫул ҫинче вӑл ҫын курасран сыхланарах пычӗ, бригадир умне ҫитсен чарӑнса йӗри-тавра пӑхса илчӗ, мӗншӗн тесен пӗр-пӗр вӑрӑм чӗлхе ун ҫинчен ыранах усал ят кӑларасран хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак вӑхӑтра унӑн Сехре Иванне чи хаяр сӑмахсемпе вӑрҫасси, тем те пӗр каласа ӳкӗте кӗртесси килсе кайрӗ, анчах, хӑй умӗнче аллӑран иртнӗ ҫын тӑнине, курса, чӗлхе вӗҫӗнчи сӑмахсене тытса чарчӗ, ҫиллине ирттерсе пирус илсе тивертрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пурте ӗҫе тытӑннӑран малтан ҫынсем ытлашши калаҫсах каймарӗҫ, ялан шапӑлтатма, чӗлхе вылятма юратакан Кӑтра Михала та пӗр сехете яхӑн нимӗн те чӗнмерӗ, кӑшт хӗрсе ҫитсен вара ҫынсем пӗр-пӗринпе ытлӑрах хутшӑнакан пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне куҫ айӗн упӑшки ҫине пӑхса ларчӗ-ларчӗ те юлашкинчен чӑтса тӑраймарӗ, чӗлхе вӗҫӗнчи сӑмахне каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Апла эсӗ, чараксӑр чӗлхе, вырӑссем майлӑ ҫаптаратӑн? — терӗ мӑрса хӑйне кӑсӑклантаракан чи кирлӗ калаҫӑва пуҫласа.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку сӑмахсене ҫын илтмеллех каламалла мар та ҫав Глинскин, анчах чӗлхе чараксӑртарах пулни, хӑй таврашӗнчи ятлӑ ҫынсене ытлашши шанни пӗтерет.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашни ҫыншӑн хӑй ҫуралса ҫитӗннӗ вырӑн, ачаран калаҫса ӳснӗ тӑван чӗлхе ҫав тери ҫывӑх.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн предметне юратакан вӗрентекен ӗҫре ӑнӑҫуллӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9193-kh-j-n- ... n-re-n-ull

Депутатсемпе пӗр чӗлхе тупса чылай ӗҫ пурнӑҫлама пулать.

Куҫарса пулӑш

Депутатсен ӗҫӗ витӗмлӗ пулмалла // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9662-deputat ... l-pulmalla

Ҫапла, ҫут тӗнчере пин-пин чӗлхе.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи // Кристина ЕРЕМЕЕВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10977 ... sh-ch-lkhi

Эпӗ шутланӑ тӑрӑх, тӑван чӗлхе - тӑван халӑхӑн иксӗлми ӑс-тӑн ҫӑлкуҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи // Кристина ЕРЕМЕЕВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10977 ... sh-ch-lkhi

Мӗн-ши вӑл тӑван чӗлхе?

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи // Кристина ЕРЕМЕЕВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10977 ... sh-ch-lkhi

Опытлӑ вӗрентекен ачасене юратса, пӗр чӗлхе тупса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

Ачапа пӗр чӗлхе тупма пӗлни — пысӑк ӑсталӑх.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

Енчен те ашшӗ-амӑшӗн кӑмӑл пулсан, ыйту ҫырсан ачасен уроксен расписанине иккӗмӗш ют чӗлхе те кӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен - ҫӗнӗлле // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cene-vereny-culen ... nelle.html

Чӗлхе шӑмӑсӑр, тем те персе ярӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӗлхе питӗ вӑрӑм манӑн.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахвине инкен пӗркеленсе пӗтнӗ пит ҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ, чӗлхе вӗҫне каллех ылхан сӑмахӗсем килсе капланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Северьянӑн вара чӗлхе вӗҫӗнче кун каҫиччен пӗр сӑмах пулчӗ: тимӗрҫӗ лаҫҫи валли тӗрлӗ хатӗрсем ытларах тупмалла, тимӗр турттарса килмелле, унсӑрӑн ӗҫлеме питӗ кансӗр терӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех