Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑв сăмах пирĕн базăра пур.
хӑв (тĕпĕ: хӑв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗншӗн эсӗ хӑв ҫулупа каймастӑн?

— Почему ты не идешь своей дорогой?

Ватӑ ҫынпа пике ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Ман хӳтӗпе хӑв пурнӑҫна ҫӑлса хӑварас терӗн эппин?

— Захотел шкуру свою спасти за мой счет?

Шакалпа тӗве ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Кӗрсе тух-ха вӑхӑт тупса, хӑв пурнӑҫу ҫинчен каласа кӑтарт!

Зашел бы как-нибудь, рассказал бы о своих делах!

Аслӑ ҫын, бадшах тата сутӑҫӑ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Акӑ мӗн, хисеплӗ ҫыннӑм, — терӗ вӑл, — хӑв укҫуна хӑвах ил, алла та вараламастӑп эп унпала.

— Вот что, почтенный! — говорит, — оставь себе эту грязь — мне она руки замарает.

Князь хӗрӗпе хума ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Эсӗ, боярышня, хӑв тӑвас тенине турӑн пулать.

— Всё-таки добилась своего, боярышня.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Хӑв хӑнкӑла пек пӗчӗкскер ҫеҫ, ҫапах та ҫурта бомба пӑрахса ишсе антарнине ӑнланса илтӗн.

Даром что такой клоп была, а поняла, что дом разбомбили.

Иккӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Хӑв вилтӑприсемшӗн ыттисене кансӗрлетӗн!

Из-за своих могил другим людям неудобство устраиваешь!

XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Непуҫ, хӑв кӑмӑлу хыҫҫӑн ҫеҫ ӗрӗхтерсе-йӳҫӗнтерсе ҫуресшӗн пулмалла та-ха эсӗ — э-э, ҫук, шалишь, тӑри те, ав, ҫӳлте пӑрлатса ҫӳрет-ҫӳрет те пӗр кана, ӗшенчӗке ерсен, ҫӗр еннех муклашка пек вӑйӑн! лаплатса анать.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Асту-ха, хӑв епле пырса ҫыпҫӑнтӑн кинотеатрта.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тахҫан хӑв каласа тӑнлантарнӑ пекех — пӑрӑнчӑка ҫитиччен автобуспа.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑв та тавҫӑрманах мар, ав: чылай чухне пӗр енлӗн кӑмӑлпа кӑна нимӗне те, нимӗне те вырӑнтан тапратма май ҫук.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑв тӑвайкки шайӗнчен пӑхсан, тӗрӗснех калатӑн-ха эсӗ, Дина, тӗрӗснех…

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ан тив, йышӑнман, тиркетӗр пултӑр санӑн юратӑвна тепри, хӑв шутсӑр-шутсӑр юратакан этем (ку вӑл, пӗр те пӗр ӑсласан, ӳкӗнмелли, выртса ӳлесе йӗмелли пӑтӑрмахах та мар) — пурпӗр урӑх ҫын ӗнте эсӗ яланлӑхах; эсӗ — юрататӑн, эсӗ тӳпе анлӑшӗпе вӑй виҫекен кӑйкӑр евӗр ҫӳле-ҫӳле ыткӑнса хӑпарнӑ, эсӗ — чӗрӗ, эсӗ — ынатлӑ, эсӗ — тепӗр ҫын валли тулӑх-тулӑх, чӑп тулли телей хатӗрленӗ…

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑв ҫылӑха кӗтӗн, хӑвах ответ тыт…

Ты в грехе, ты и в ответе…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл, йытӑ, куҫӗсене ман ҫине кӑларса хучӗ те: Санӑн арӑму чирлӗ тесе эсӗ мана кайма хушмӑн-и тата хӑв вырӑнна?

А он, собака, выкатил на меня глаза и закричал: «Если твоя жена заболела, так мне за тебя идти прикажешь?

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫапӑҫура нихҫан та хӗрсе кайма, хӑвна хӑв манса кайма юрамасть.

Никогда не горячиться, не терять самообладания.

6. Аэродромри пурнӑҫа хӑнӑхса ҫитетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хӑв палламан ют вырӑна лекнӗ хыҫҫӑн пулакан йывӑр шухӑшсем часах иртсе кайрӗҫ.

Неуловимая натянутость, которая всегда бывает, когда попадаешь в незнакомую обстановку, исчезла.

5. Ҫӗнӗ частьри пӗрремӗш каҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Астӑватӑн-и, Белгород патӗнче хӑв пӗчӗк ача ҫеҫ пулнине?

— Помнишь, каким ты был желторотым под Белгородом?

22. Аслӑ наградӑна илме чӑнах та тивӗҫлӗ пулнине эпӗ ӗҫпе кӑтартса пама тивӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Командир пулсан, хӑв панӑ приказа мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслемелле, хӑвна пӑхӑнакансене вӗрентмелле пулать.

Но и учить, как его выполнять, воспитывать подчинённых.

14. Ҫӗнӗ назначени // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пирвайхи ҫапӑҫу самолетпа вӗҫме кӑна пӗлни, тӑшмана ҫӗнтермешкӗн кӑна тӑрӑшни, ҫапӑҫура хӑюллӑ кӑна пулни пачах ҫителӗклӗ маррине, тӑшман мӗн шутланине ҫийӗнчех чухласа илсе вӑл тума шутланӑ ӗҫе хӑв малтан тума кирлине кӑтартса пачӗ.

Первый бой показал, что одного умения водить машину, одного лишь знания самолёта, желания победить врага, одной лишь смелости ещё мало — надо уметь определить замысел противника и, молниеносно оценив обстановку, опередить врага.

12. Эпӗ те хисеп уҫрӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех