Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хайхи сăмах пирĕн базăра пур.
хайхи (тĕпĕ: хайхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче ҫапла мана аэропорт начальникӗ чӗнтерет те задани парать: кӑнтӑр енчи пӗр вӑрмана хайхи сар нӑрӑ тапӑннӑ, ҫавӑнта кайса гексахлоран сапса тухмалла, тет…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Куҫ-пуҫӑм чарӑлнипе нимӗн те курман пулас, эпӗ хайхи сукмакран аяккалла кӗрсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эпӗ аллӑмсем ҫине арҫынла суртӑм та хайхи хыра касма пикентӗм.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Анчах ман хӗрсем кулмаҫҫӗ, вӗсем хӑвӑрт хайхи йывӑҫ патне сукмак такӑрлатрӗҫ те аяккалла тарса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ну, пуҫларӑмӑр хайхи касма.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Ҫитрӗмӗр хайхи вӑрмана.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Акӑ хайхи — чапа тухнӑ партизанка Таня!

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Чӑн та, ҫав ҫап-ҫамрӑк ҫемҫе ҫулҫӑсене хайхи имҫам та лекмен лаптӑкри тепӗр тӗрлӗ хуртсем йӑлтах сырса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Унтан ирех апат ҫырткаларӗ, хайхи кительне тӑхӑнса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хайхи Петӗре ҫапла вӑрманта вутӑ лавӗпе тӗл пулсан, эпӗ унран: — Пирӗн купасене кам ҫапла салатса тӑкнӑ-ши? Эсӗ пӗлместӗн-и, курман-и? — тесе ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хайхи хура тумтирлӗ хӗрарӑм, ҫынсене аллисемпе сиркелесе, ывӑлӗ патне пырасшӑн пулчӗ, анчах милиционерсем ӑна ҫывӑха ямарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсене курсан, хайхи хӗрелнӗ куҫлӑ хӗрарӑм кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хайхи эпӗ пыракан прачак урлӑ хуп-хура кӑткӑсем йӑшӑлтатса каҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Иккӗшӗн ҫинчен каланипе, хӑйне те черет ҫитессе сиссе-ши, хайхи пирӗн ушкӑнра ларакан Микула Илюшӗ каялла шӑва пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ хӑнара сакӑр ҫӑмарта ҫирӗм, — тет хайхи.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хайхи кин ялтан, вӗсем вӑрмантан ҫаврӑнса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хайхи кил хушшинелле тухнӑ чухне ҫав хӗрача тапочкийӗсене курах кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хайхи ман пӑши хӑй тухнӑ ҫулпала васкасах утма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсенчен хайхи Ҫумкки — халӑх депутачӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Итле-ха, — янрарӗ ман хӑлха ҫумӗнче хайхи арҫын сасси.

Куҫарса пулӑш

Пӑчкӑ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111–112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех