Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утӑм сăмах пирĕн базăра пур.
утӑм (тĕпĕ: утӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑт ҫитмен пуль ҫав, ӑшра ҫилӗ тулса ҫитеймен пуль — пӳлӗхҫӗ татӑклӑ утӑм тӑвасран чарса тӑрать-ха ӑна, кашнинче кӑшт тӑхтама хушать.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ӗлӗк тарҫу полнӑ полӗ те, халь эп сан тарҫу мар ҫав, — алӑк патӗнчен пӗр утӑм хӑпмасӑр тавӑрчӗ Аттеней.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Илтнӗ сан ҫинчен, нумай илтнӗ, — тин ӑна хирӗҫ пӗр-ик утӑм турӗ князь.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та темиҫе утӑм тусан ыйтма та аван мар тесе тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта мӗнле тавлашу пынине те ӑнланса илчӗҫ каччӑсем: мӑрса хӗр ачана йӑмра кутне ҫывӑхарах пыма ӳкӗтлет, лешӗ, инкеке сиснӗ пекех, пӗр утӑм та утмасть.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑмахпа нимӗн те каламарӗ вӑл, боярина чыслӑн пуҫ тайрӗ те айккинелле пӗр-ик утӑм туса тыткӑнри ҫынна ҫул пачӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӗҫҫӳне каялла чик, ҫӗрпӳ, — терӗ турхан ун еннелле темиҫе утӑм туса.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан пӗр утӑм юлмасӑр Атапай сиккипе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай, Тукай тесе кӑна тӑраҫҫӗ, унтан пӗр утӑм юлмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗленӗ шӑтӑка тарса кӗресшӗн пулчӗ курӑнать, пӗр-икӗ утӑм шуса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй чупкаласа ҫӳренӗ хушӑра ҫакна сисрӗ: аслӑ тарҫӑ унтан пӗр утӑм та юлмасть, ялан хуҫа хыҫҫӑн йӑпӑртатса чупса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иван Васильевич вӑрӑм пусма тӑрӑх анчӗ те халӑх патне ҫитиччен темиҫе утӑм юлсан чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл темиҫе утӑм каялла чакрӗ те алӑ сулса Черемисинова ӗҫе часрах пӗтерме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс чӑнах та тутарах-и? — хӑраса ыйтрӗ вӗсенчен пӗри каччӑ патнелле темиҫе утӑм туса.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вун икӗ-вун пилӗк утӑм турӗ, анчах малалла иртме ҫук — пур ҫӗрте те ҫын вилли.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла каласа Горбатый-Шуйский пӗр утӑм каялла чакрӗ, ун вырӑнне мӑрсасем умне ҫулланса кайнӑ пит-куҫлӑ мӑнтӑр Шигалей тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑшмансем пӗр-пӗрне тивӗҫлӗскерсем тӗл пулчӗҫ: нихӑш енӗ те пӗр утӑм та чакмарӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эй, Иливан, мӑрсаран пӗр утӑм та ан юл! — кӑшкӑрчӗ ашшӗ ывӑлне.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ходжа Углы Мухамедьяр кремль картишӗнче пӑртак та пулни хӑй тӗллӗн уткаласа ҫӳресшӗнччӗ, анчах ӑна пӗччен виҫ утӑм кайма та памарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вунӑ утӑм турӗ-и ҫак каппайчӑк, ҫирӗм утӑм-и… тӳпере вӗҫсе пыракан тӑрнасен сассине илтрӗ, ҫӳлелле пӑхрӗ те пӗр тӗмескерен такӑнса пӑлтӑр-палтӑр тӑрӑнса анчӗ, аллинчи витре канавалла ывтӑнса кӑлтӑрмач пек кусса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех