Шырав
Шырав ĕçĕ:
Урса кайнӑ австриецсем, ӑна кураймасӑр тахҫантанпах шӑл хӑйраканскерсем (хӑш-пӗр волынецсем каланӑ тӑрӑх, Гарибальди пӗр ӑна пула ҫеҫ тытӑнса тӑнӑ-ха), паллах ӗнтӗ, ҫав чӑн-чӑн волынеца купӑста туранӑ пекех вакласа тӑкнӑ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пуҫланчӗ кӗрешӳ, иккӗшӗ те ҫӗре ҫыхланса ӳкрӗҫ; африканец аяла пулчӗ, анчах, вӑл хӑйне хӑй ҫухатмарӗ, ҫав тери урса кайса тӑшмана пырӗнчен шатӑртаттарса ҫыртса лартрӗ, юн пӗрхӗнсе тухрӗ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Урса кайнӑ Таманго арӑмне пӑшал кучӗпе ҫапнӑ та, Леду еннелле ҫаврӑнса: — Ил ӑна хӑвна валли. Эпӗ сана ку хӗрарӑма ахалех паратӑп, — тенӗ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Ҫакӑнтан ытларах ҫӗмӗрнине, ватнине урса кайнӑ слон читлӗхӗнче те кураймӑн.
VI. Тараса икӗ енне те тайӑлать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Сӑнчӑрӗ, пӑхӑр алӑри тимӗр пушӑ евӗр, тупӑ тавра урса кайнӑ пек ҫаврӑнать, тупӑ сиккине тата ытларах хӑрушӑлатать.
V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Лешӗ вара, йӳрӗк те ҫӑмӑлскер, вӑр-варскер, хӑйне урса кайсах тапӑнакан тупӑран пӑрӑнас тесе, калта пек авкалана-авкалана илет.Но он, ловкий и подвижный, извивался как ящерица, увертываясь от этих яростных нападений.
V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл хушнипе, урса кайнӑ каронадӑна чарма тесе, тен, май килмесен, ун чуппине вӑйсӑрлатма та пулин тесе, алла мӗн лекнӗ ҫавна: матрацсене, кроватьсене, кирлӗ чухне усӑ курма хатӗрленӗ парӑссене, канат чӗркисене, матроссен кӗпи-йӗмӗсемпе тултарнӑ михӗсене, вӑл анчах та мар, суя укҫа тӗркӗмӗсене (ун пек укҫасем карап ҫинче питӗ нумай пулнӑ), трапӑн тӑваткал шӑтӑкӗнчен вӑтам палуба ҫине ывӑтрӗҫ; — акӑлчансем хӑйсем ҫавӑн пек суя укҫасем туса киревсӗрленнине вӑрҫӑ меслечӗсен чеелӗхӗ тесе ҫеҫ шутланӑ.
V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Урса кайнӑ тупӑ слон пекех йывӑр, ҫапах пантера пекех ҫӑмӑллӑн чупать, шӑши пекех вӑр-вар.Пришедший в исступление чурбан приобретает гибкость барса, тяжеловесность слона, ловкость мыши.
IV. Вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Чарӑнӑр! — урса кайнӑ пек кӑшкӑрчӗ Ваҫҫук, унтан вара Саша енне ҫаврӑнса тӑчӗ те:
19 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Тӗп-тӗрӗс шутласа кӑларма, — терӗ вӑл, — чӑнах май те пулмӗ, мӗншӗн тесен виҫӗ кун хушши аслатиллӗ — ҫиҫӗмлӗ ҫанталӑк урса ахӑрнӑ вӑхӑтра эпӗ сулӑ мӗнле хӑвӑртлӑхпа тата ӑҫталла шунине те паллӑ туса пыма пултараймарӑм.
XXXVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫав тери нумай ҫиҫӗмсем кукӑр-макӑр йӑлтлатса урлӑ-пирлӗ каҫаҫҫӗ; пӗр вӗҫӗмрен аслати сасси кӗрлесе тӑрать: шыв пӑсне пӗтӗмӗшпех вут ҫулӑмӗ хыпнӑ пекех курӑнать; ҫӳлтен персе анакан пӑр пӗрчисем ҫап-ҫутӑ курӑнса пирӗн инструментсемпе приборсем ҫумне пырса перӗнеҫҫӗ; урса кайнӑ тинӗс хумӗсем вут хыпса ялкӑшнӑ пек курӑнаҫҫӗ.
XXXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӑл пӗр вӗрен вӗҫӗнчен ярса тытнӑ та, урса кайнӑ ҫанталӑк вылянине пӗтӗм кӑмӑлтанах хавассӑн пӑхса выртать.Он держится за кусок каната и, невидимому, с удовольствием наблюдает игру разбушевавшихся стихий.
XXXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫаврӑнсан-ҫаврӑнсан, тарӑхса урса кайса вӗрме тытӑнать.
Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Вӑл урса каяс патнех ҫитрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Урса кайнӑ шыв ҫӗмӗрсе ватнӑ базальт катӑкӗсем, ишӗлнӗ авалхи чиркӳ пек саланса выртаҫҫӗ; вӑл татӑксем темиҫе ӗмӗр иртсен те халӗ ҫеҫ саланса ӳснӗ пек курӑнса выртаҫҫӗ.
XIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Кунта урса кайнӑ тискер ҫутҫанталӑк ҫӗр питне ҫав тери ҫӗмӗрсе ватса йӗркерен кӑларса пӗтернӗ.
XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Чулран ҫирӗппӗн ярса тытнӑ аллисене кӑштах ярас пулсан, унӑн кӗлетки ҫыран хӗрринче нумайранпа выртнӑ пӗренене урса кайнӑ ҫил-тӑвӑл ҫӗклесе илнӗ пек, сывлӑшалла ыткӑннӑ пулӗччӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ман шутпа нимӗнех те пӗлтерес ҫук, хӑй пайне ҫисе янине курсан, пичче мӗнле хӑрушшӑн урса каяссине анчах пӗлтермелле.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пӗрисем хӗнеҫҫӗ те хӑйсене уншӑн нимӗн те туманнипе урса каяҫҫӗ, ҫынна асаплантарасшӑн антӑхса каяҫҫӗ, — вӑл чура туйӑмӗн тата выльӑхла йӑласен пӗтӗм вӑйне палӑртма ирӗк панӑ чурасен ҫав тери ирсӗр чирӗ пулса тӑрать.
XIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Эсир мӗн, пӗр хӗрарӑма ҫӗнейместӗр-и? — кӑшкӑрса ячӗ капитан, калама та ҫук урса кайса.— Вы что, с одной бабой справиться не можете! — заорал капитан вне себя от бешенства.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.