Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урам сăмах пирĕн базăра пур.
урам (тĕпĕ: урам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кам кама илет?» — тесен — пурте, кӑнтӑралла пӑхакан урам варринчи хӗвеле тӳртӗн шатрун ҫурт еннелле пӑхса, куҫӗсене хӗссе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Инҫе те мар шыв колонки — икӗ урам урлӑ каҫса, темиҫе кил тӑршшӗ кӑна сылтӑмалла чупса каймалла; черет йышӑнас пулать — киоска кайса пӗрер курка сӑра ӗҫсе килнӗ ҫӗре черет ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Вара Мӗтри каялла анчӗ, хӑй урам урлӑ каҫнӑ тӗлех ҫитрӗ, унтан тепре тӑвалла утма пикенчӗ те чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Мӗтри ушкӑн варрине кӗрсе тӑчӗ те, ҫынсем ӑна унтан-кунтан тӗрткелесех урам леш енне каҫарса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ҫула тухма пуҫтарӑннӑччӗ ӗнтӗ — пирӗн пата урам леш енчен пӗр ватӑ хӗрарӑм каҫрӗ те хӑнана чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Урам вӗҫӗнчи шӗвӗр тӑрӑллӑ пӳртре тин ҫеҫ улттӑн пурӑнатчӗҫ Караҫсем — ак ӗнтӗ сасартӑк вунна ҫитсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Пырса кӗтӗр халь Пахом Петрович ҫак ялсенчен кирек хӑшне — пӗр урам вӗҫне тухичченех темиҫе ҫын чарса калаҫӗ, пӗри те, тепри те кӗрсе тухма чӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Уҫтук чӳречерен пӑхрӗ те старикки урам урлӑ чупса каҫнине, унтан тӑкӑрлӑка та чупсах кӗрсе кайнине курса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

— Ҫумӑр витререн тӑкнӑ пекех чашлаттарма пуҫларӗ, урам урлӑ каҫичченех йӗп-йӗпе турӗ, — хӗр ҫӳхе тутӑрне салтса силлерӗ те кӗрекери хӑнасене алӑ парса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Эпӗ, хӑвӑрт ҫаврӑнса, калинккерен тухрӑм та урам пеккипе утса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ӗҫе каймалла тесе, урам урлӑ ҫеҫ каҫарса ярасшӑнччӗ эпӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тимуш йӑкӑлт сикрӗ те, ҫаврӑнса, урам урлӑ пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пин те тӑхӑрҫӗр хӗрӗх виҫҫӗмӗш ҫулхи хӗлле укӑлча хапхи курӑнми пуличченех кӗрт хӳнӗччӗ урам вӗҫне.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Урам варрипе сумлӑн утса иртме шутланӑччӗ ҫав вӑл паян.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Урам вӗҫне йӑпӑртатса ҫитсен, Элекҫей Карӑш Ҫтаппанӗн, Тимушпа хире-хирӗҫ пурӑнакан Степан Егорчӑн, калинккине пырса тӗртрӗ те пӗр самант хапха умӗнче тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Урам варрипе танлӑн утса иртесшӗнччӗ, ҫынна тӗл пулсан, мӑнкӑмӑллӑн калаҫса тӑрасшӑнччӗ, яланхи пек пӑтӑр-патӑр, ҫӑтӑр-ҫатӑр, васкаса-хыпӑнса мар, ҫирӗп сасӑпа шутлӑ та татӑклӑ калаҫасшӑнччӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Лашманов урам енчи уҫӑ чӳречесем патӗнче ларать.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Урам тӑваткӑлӗ урлӑ кӑн-кӑвак ҫӳҫлӗ, ӳпӗнчӗкрех пӳллӗ тепӗр арҫын каҫать.

Куҫарса пулӑш

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Урам тӑваткалне юпасем ҫинчи электрица ламписем ҫутатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сӗтел умӗнчи кресло ҫине гитара сӗвӗнтернӗ, урам енчи чӳречесем айӗнчи диванӑн пӗр пуҫне вырӑн пухса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех