Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗслӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗслӗ (тĕпĕ: тӗслӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫпа, ӗҫрен таврӑнсан, нӳхрепе кӗрет те — чӳлмекри сӗт тӑрӑ пӗлӗт тӗслӗ, хӑйма йӗрри те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Ҫав ҫын хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ «ВАЗ» хӗрлӗ тӗслӗ автомобиль рульне тытса пынӑ.

Этот человек управлял автомобилем отечественного производства «ВАЗ» красного цвета.

Водитель ҫынна чутах ҫапса хӑварман // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34295.html

Сыснасем малтан вӗриленеҫҫӗ, апат ҫимеҫҫӗ, урисен ӳчӗ ҫинче хӗрлӗ тӗслӗ ыратакан шыҫӑсем, кайран шывпа тулнӑ хӑмпӑсем пулаҫҫӗ, унтан эрози пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Автогеннӑй сварка валли илсе килнӗ шурӑ карпид та халь тӗксӗмрех кӑвак тӗслӗ курӑнать.

Белизна карбида для автогенной сварки приняла пепельный оттенок.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пружинӑна кислотапа сӗретӗн, ӑна паяльникӑн хӗрнӗ вӗҫӗпе тӗртсе илетӗн — кӗмӗл тӗслӗ тумлам хатӗр те.

Пружина смазывалась соляной кислотой. Прикосновение раскаленным концом паяльника — и серебристая капля на месте.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пит-куҫ хам алри хӗрлӗ ручка тӗслӗ пуличченех сӑмах калама лекрӗ ҫак каҫ, ҫӑвар ӑшчикки хӗвел ҫинчи турилкке пекех типсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Алли-ури ҫӗр тӗслӗ пуличчен урамра чупатчӗ те пирӗн пата пырса кӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Тӗрлӗ тӗслӗ хутран эрешлесе тунӑ хунарсемпе, лампадкӑсемпе, ҫӗршер ҫуртапа йӑлтӑртатса ларакан пысӑк чиркӳре халӑх лӑках пулни ҫамрӑк юрӑҫӑн чунне ҫӗклентерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӳрт умӗнчех Кӗҫтук ӳстернӗ тирек сарӑлса ларать, унӑн лапсака турачӗсем хулӑн пас пуснипе авӑна-авӑна аннӑ, вӑл мӗнле йывӑҫ иккенне те тӳрех пӗлсе илме ҫук; мӑръесенчен шурӑ тӗтӗм юпаланса хӑпарать; хӑй те шӑннӑ тӗслӗ хӗвел лаштра йӑмрасем хыҫӗнчен хӗрелсе тухать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ман пекех чухӑнччӗ: симӗс тӗслӗ ҫитса кӗпепе, шурӑ ҫӑм тӑлапа ҫӑпата сырса ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫак тайкаланса чӗриклетекен, хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗнче темӗн те пӗр курнӑ сӗтеле тӗрлӗ тӗслӗ чернилпа, сӑрсемпе, апат юлашкисемпе вараласа пӗтернӗ; ӑна кӗл тӑррипе ҫусан та тасатаймӑн, тасатасах тесен, тепӗр хут савалас пулать.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӗл каҫа шӑп тӑнӑ ял хушши ҫӗр сасӑпа тулнӑ: урамра ача-пӑча хаваслӑн ҫуйӑхать; лаштра йӑмрасем тӑррине йӑва ҫавӑракан кураксем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ҫӑвар караҫҫӗ; ҫӗнӗ вӗллесенчи шӑнкӑрчсем, ҫурхи кун илемне кӳрсе, ҫитмӗл ҫичӗ тӗслӗ кӗввине шӑрантараҫҫӗ; пӳртсем, крыльцасем умӗсенчи канавсемпе е ҫул варрипех шыв шӑнкӑртатса юхать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сирень папакӗсем сарӑлса ҫитнӗ, вӗсем шултӑра, хӑмӑр тӗслӗ, хӑмла пек йӳҫӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫын тӗслӗ ҫын пулнинчен тӗлӗнмелли ҫук.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫын тӗслӗ ҫын ҫиччӗ пулать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анкарти пысӑкӑш сцена ҫинчи пӗрлешӳллӗ хор, аякран пӑхсан, тӗрлӗ тӗслӗ чечек карти евӗр туйӑнать…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫакӑнтах кашни каҫ тӗрлӗ тӗслӗ кино курма ҫӳренӗ ял халӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/

Вӗсен вуллисене йӗри-тавра касса суранлатнӑран, ҫу каҫипех хӑйсен суранӗсене «куҫҫулӗпе» ҫуса ирттереҫҫӗ, хӗрлӗ тӗслӗ шӗвекӗпе сӑрланса, ҫуллахи кунсене те асаппах вӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

— Акӑ, куратӑр-и тӗттӗмрех сарӑ тӗслӗ мамӑкпа витӗннӗ пӗчӗк мӑкӑльсене?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫав тапочки тӗсӗнчен кӑшт ҫеҫ ҫутӑрах хӑмӑр тӗслӗ сӑран.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех