Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытма сăмах пирĕн базăра пур.
тытма (тĕпĕ: тытма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ арҫыннӑн куншӑн явап тытма тивӗ.

Двое мужчин будут вынуждены понести ответственность по данному поводу.

Пӑшие персе вӗлернӗ икӗ арҫынна тытса чарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36681.html

Ҫтаппан вара, ҫавра куҫлӑскер, куҫне тата чарса пӑрахнӑ та шӑши тытма тухнӑ тӑмана пек — час кама та пулин ҫӑтса ярасла пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Хурӑн касакан тискер кайӑка тытма тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Асӑну каҫне пухӑннисем района аталантарассине пысӑк тӳпе хывнӑ, унӑн историйӗнче тарӑн та паллӑ йӗр хӑварнӑ ҫынсене хисеп туса Асӑну хӑмисем уҫассине малашне те йӑлара тытма канашларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Волков ячӗпе - Асӑну хӑми // А.ЗАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/404-d ... s-nu-kh-mi

Ачасем ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те унта пулӑ тытма ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

Свансем ҫуллахи вӑхӑтра ҫав сукмак тӑрӑх ҫеҫ ытти вырӑнсемпе ҫыхӑну тытма пултарнӑ; хӗлле ҫыхӑну тытасси йӑлтах пӗтсе ларнӑ.

Только по этой тропе сваны в летнее время могли сообщаться раньше с остальным миром; зимой всякое сообщение прерывалось.

Сванетире // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӑйӑр, чулсем, металран тунӑ япаласем алӑпа тытма ҫук хӗрсе каяҫҫӗ.

Песок, камни, металлические предметы так накаляются, что обжигают руки.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Унта тискер кайӑка пӗртте тытма юрамасть.

В них совершенно запрещается бить зверя.

Кайӑк тир хуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Якутсем выльӑх ӗрчетеҫҫӗ, кӑштах ҫӗр те ӗҫлеҫҫӗ тата кайӑк тытма ҫӳреҫҫӗ.

Якуты занимаются скотоводством, отчасти земледелием и охотой.

Выльӑх ӗрчетсе тата ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан якутсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вак чӗрчунсене, вӗҫен кайӑксене тытма тилӗ тухать.

За мелкими животными и птицами охотится лисица.

Тайгари ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫӗрле пулсан, сӑсарсем, пӑсарасем, собольсем вӗҫен кайӑксемпе пакшасене тытма тухаҫҫӗ.

За птицами и белками по ночам охотятся куницы, хорьки, соболя.

Тайгари ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Передатчиксем юнашар хуласемпе ҫыхӑну тытма пулӑшнӑ, сӑмахран: Петропавловск-Камчатскийпе, Охотскпа, Номпа (АПШ, Аляска штачӗ).

Передатчики помогали поддерживать связь с соседними городами, такими как: Петропавловск-Камчатский, Охотск, Ном (США, штат Аляска).

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

Хӗлле тинӗс ҫине промыслана каяс, е тавар илме, е кайӑк тытма капкӑн лартма каяс тесен, луораветлан нартӑна (ҫунана) йытӑсем кӳлет.

Чтобы съездить зимой в море на промысел, или купить товары, или поставить капкан на зверя, луораветлан запрягает в нарты (сани) собак.

Луораветлансем (чукчасем) // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Мамӑк тирлӗ тискер кайӑксене вӗсем хӗле кӗрсенех тытма пуҫлаҫҫӗ.

Охота на пушного зверя начинается с началом зимы.

Ненецсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ненецсем кунӗ-кунӗпех кайӑк тытма ҫӳреҫҫӗ, пулӑ тытаҫҫӗ, вӗсене тӗтӗмлеҫҫӗ, типӗтеҫҫӗ — хӗлле валли запас хатӗрлеҫҫӗ.

Ненцы целые дни охотились за птицей, ловили рыбу, коптили, сушили — делали запасы на зиму.

Ҫулла тундра тӑрӑх сӳрени // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кӑмӑла ҫирӗп тытма челюскинецсем пӗрле пухӑнса кӗнекесем вуланӑ, вылянӑ, юрланӑ, «Не сдадимся» ятлӑ стена хаҫачӗ кӑларнӑ.

Для поддержания бодрого настроения устраивают чтения, игры, пение, выпускают стенгазету «Не сдадимся».

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Траулер ҫинчи радист ҫав вӑхӑтра тинӗсре ҫӳрекен траулерсемпе пуринпе те ҫыхӑну тытать, вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх пулӑ ӑҫта нумаййине пӗлсе, капитан вара хӑш тӗле пулӑ тытма каймаллине каласа парать.

Радист связывается со всеми траулерами, которые находятся в этот момент в море, и по его сообщениям о ходе рыбы капитан намечает место лова.

Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пулӑ тытма тапратсан, вара татти-сыпписӗр пулӑ турттараҫҫӗ.

Когда начинается лов, рыбу везут без конца.

Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӑшӗсем кунта пулӑ турттарса килеҫҫӗ, хӑшӗсем апат-ҫимӗҫсем, пулӑ тытмалли хатӗрсем илсе пулӑ тытма каяҫҫӗ.

Одни привозят рыбу, другие берут припасы, снасти, наживку и уезжают на лов.

Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Халӗ ӗнтӗ Новая Земля утравӗнче пурӑнакан ҫынсем ҫав станцисем урлӑ пӗтӗм Совет Союзӗпе ҫыхӑну тытма пултараҫҫӗ.

Теперь жители Новой Земли могут поддерживать связь со всем Союзом.

Новая Земля ҫинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех