Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тасатса (тĕпĕ: тасат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
7. Унтан икӗ качака таки илӗ те вӗсене Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна тӑратӗ; 8. Аарон икӗ качака таки пирки шӑпа ярӗ: пӗр шӑпи — Ҫӳлхуҫашӑн, тепӗр шӑпи — ирӗке ямалли; 9. Аарон Ҫӳлхуҫашӑн шӑпа тухнӑ качака такине илсе пырӗ те ӑна ҫылӑхшӑн парне кӳрӗ, 10. ирӗке яма шӑпа тухнӑ качака такине вара Ҫӳлхуҫа умне чӗрӗ халлӗн илсе пырса тӑратӗ, ӑна, тасатмалли йӗрке тӑрӑх тасатса, пушхире ирӗке кӑларса ярӗ, [вӑл вара хӑй ҫинче вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ҫын ҫӳремен ҫӗре илсе кайӗ].

7. И возьмет двух козлов и поставит их пред лицем Господним у входа скинии собрания; 8. и бросит Аарон об обоих козлах жребии: один жребий для Господа, а другой жребий для отпущения; 9. и приведет Аарон козла, на которого вышел жребий для Господа, и принесет его в жертву за грех, 10. а козла, на которого вышел жребий для отпущения, поставит живого пред Господом, чтобы совершить над ним очищение и отослать его в пустыню для отпущения [и чтоб он понес на себе их беззакония в землю непроходимую].

Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Аарон ҫулталӑкра пӗрре унӑн мӑйракисене тасатса тӑрӗ; ӑна ҫылӑхран тасатма кӳрекен парне юнӗпе ҫулталӑкра пӗрре ӗмӗрех сыпӑкран сыпӑка тасатса тӑрӗ.

10. И будет совершать Аарон очищение над рогами его однажды в год; кровью очистительной жертвы за грех он будет очищать его однажды в год в роды ваши.

Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Район администрацийӗн ятарлӑ программӑсен заведующийӗ Григорий Каллин хӑйӗн сӑмахӗнче шыв каякан ҫулсене вӑхӑтра тасатса, вӗсене яланах пӑхса тӑмаллине ҫивӗчлетрӗ, асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

ГЛПСпа чирлес мар тесен ҫакна манмалла мар: ҫын чирленӗ вырӑнта шӑшисене пӗтермелле; канмалли учрежденисенче шӑшисем кӗмелле мар мероприятисене туса пымалла, вӗсем йӗри-тавра канавсем, шӑшисене пӗтерекен нумай вӑхӑта пыракан точкӑсем пулмалла; ялсене тирпей-илем кӗртмелле, вӗсене тасамарлӑхран тасатсах тӑмалла; учрежденисемпе организацисен шӑшисене пӗтерекен организацисемпе килӗшӳсем тумалла; пӳлӗме тасатса тирпейленӗ чухне тутапа сӑмсана хӳтӗлеме йӗпетнӗ маска тӑхӑнмалла; пур чухне те апат-ҫимӗҫе шӑшисем вараласран сыхламалла, апат ҫиес умӗн алӑсене яланах ҫумалла; ҫӗр ҫинчен пуҫтарнӑ мӑйӑрсене ҫӑвара хыпса катмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Республикипе вӑрлӑха тасатса кондицие ҫитерессипе 113 звено ӗҫлет /2015 ҫулхи ҫак вӑхӑт тӗлне - 93/.

Куҫарса пулӑш

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Вӑрлӑха тасатса кондицие лартас енӗпе республикӑра малта пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем пулмаллах // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех