Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

санпа (тĕпĕ: сан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Санпа калаҫса та ывӑннӑ ӗнтӗ эпӗ.

— Я уж с тобой и говорить-то устал.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эп санпа тахҫанах калаҫса татӑласшӑнччӗ».

Я давно хотел с тобой обговорить…

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӑнтарӑн саланнӑ йӑви, мӗн чухлӗ таса ӗмӗт пӗтмен пуль санпа пӗрле, миҫе ыйхӑсӑр каҫ хупланман пуль сивӗ ҫӗрпе.

Бедное семейное гнездо, рухнули вместе с тобой последние надежды, а ведь сколько бессонных, холодных ночей провел твой хозяин, чтоб сохранить тебя, уберечь!

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Санпа калаҫса ҫӑвар тутине те сая ярас килмест.

— А чего с тобой говорить?

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Санпа калаҫса тӑма вӑхӑт ҫук, мана хушаҫҫӗ».

— Мне с тобой базарить некогда, мне велят…

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Санпа калаҫса нихҫан та вӗҫне тухас ҫук.

— С тобой говорить — что веревку вить.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Санпа Паҫа пек», — тесе шӳтле вӗҫлесшӗнччӗ Ухтиван, Савтепи итлемерӗ ун кӑмӑлне.

Или как ты и Пазя, — шутливо закончил Ухтиван, но Савдеби не слушала его.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ах тур санпа

— Эх… с тобой…

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эпир санпа иксӗмӗр серепене ҫакланнӑ».

— Мы с тобой, парень, попали в такие силки, такие… не выбраться.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Санпа калаҫса ларса ҫӑвар тутине те сая ямастӑп эпӗ.

Мне и слово-то на тебя тратить неохота.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пурте пӗлеҫҫӗ эпӗ санпа юлташлине!

А ведь все знают, что мы с тобой друзья.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эх, турӑ чури, турӑ чури, аптрамалла санпа».

Ах, раб божий, раб божий…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫавӑнпа эп санпа текех ҫӑвар та уҫмастӑп.

И потому я с тобой больше рта не раскрою.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Санпа калаҫса ларма лайӑх.

Говорить с тобой занятно.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эпир санпа пӗртӑвансем вӗт, Александр атте…»

— Мы ведь с тобой родные братья, отец Александр.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Санпа, — текелесе Чӗкеҫ аллисене саппун веҫӗпе шӑлкаларӗ.

Тебя самого-то не поймешь, — махнула на мужа рукой Чегесь.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эп санпа утӑ ҫулма каясси ҫинчен ҫех калаҫрӑм, урӑх ним ҫинчен те тапратман.

Я с тобой про сенокос толковал и ни о чем другом.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗ санпа кашни кун калаҫмастӑп-ҫке ӗнтӗ, пӗрмаях чӑрмантармастӑп.

Я ж не каждый день с тобою разговариваю.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Калать ҫеҫ те мар, куҫӗсене тӑтӑшах Яка Илле, стараста, Чӑлах Эрнюк ҫинелле ывӑтса санпа хӗрсе кайсах тавлашма пултарать, чӗрре кӗрсе, шӑрчӑкланса сана усал сӑмахсем каласа пӗтерет.

И не просто скажут, а кинутся очертя голову доказывать, обзовут тебя самыми последними словами.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Санпа мӗн тет… калаҫса пӑхасчӗ тет».

На тебя поглядеть, поговорить.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех