Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантрах (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сергей ҫав самантрах мунчаран ҫӗмрен пек тухса вӗҫтерчӗ, тепӗр темиҫе минутран каялла персе те ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сергей, кайрӑмӑр часрах, — терӗ те вӑл ывӑлне, пӗр самантрах лавкка алӑкне питӗрсе ҫаклатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑна пӗр самантрах ҫыран хӗррине туртса кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Самантрах пурте шӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье хӑй ӗмӗрӗнче упӑшкипе чӗрре кӗрсе ятлаҫса курманскер, ӑна пӑхӑнма хӑнӑхнӑ, пыр тӗпне капланса хӑпарнӑ темле хытӑ япалана ҫӑтса ячӗ те ҫав самантрах мӑшт пулса тӑчӗ, унтан, шывланнӑ куҫӗсене саппун аркипе шӑлса, пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантрах мал енчен пӑр катӑкӗсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе капланса килни курӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унпа пӗрле усал хыпар илтсе самантрах урӑлса кайнӑ Саррипе ывӑлӗ те тумланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял ҫыннисем вӑл сывлӑш ҫавӑрса яраймасӑр ҫак самантрах вилсе каять пуль тенӗччӗ, ҫук, пӗтӗм кӑкӑрӗпе ҫӗкленсе сывлӑша ҫӑтса илчӗ вӑл, вара хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн сывласа пуҫне пӗксе пӗр чӗнмесӗр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫулсем, вӗсен айккинчи канавсем, вӑрманти уҫланкӑсем пӗр самантрах ҫын виллисемпе тулса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав самантрах лӑпӑстатса вӗҫсе пычӗҫ Венерӑпа Нептун.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

— Тискерскер?.. — Хӗлимуна ӗненсе ҫав самантрах Палюк мучи патне чупрӑм эпӗ те.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Ҫав самантрах кашни пӗрер шӑши ҫӗклесе лупас айне килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Вӗсем унта ҫук пулсан, Палюк мучи пӗррех шӑхӑратчӗ, Настаҫ кинеми: «Твикка! Квикка!» тесе чӗнетчӗ те, лешсем ҫав самантрах вӗҫсе пыратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Ҫав самантрах тепӗр шухӑш пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Халь апла мар, Твиккапа Квикка Ламппаса хӑйне хӑваласа яраҫҫӗ: Ламппас ҫенӗк умне тухсан, Твикка тӗкӗсене шӑртлантарса, унччен те пысӑк куҫне тата ытларах чарса пӑрахать те хаяррӑн лӑр-лӑр! тесе мӑкӑртатать, Ламппас вара ырӑ мара сиссе ҫав самантрах ҫенӗк айне шӑвӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Витрене эпӗ ҫав самантрах чупса пырса тытрӑм, анчах ҫук ӗнтӗ, тумлам шыв юлман, пулӑсем ҫӗр ҫинче пӑлт! пӑлт! кӑна сиккелесе выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Эпӗ ҫав самантрах вӑрмана тухса пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Ҫав самантрах вӑр-вар таврӑнчӗҫ те йӑлт! ҫеҫ курӑнчӗҫ тепӗр хут ялалла.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

— Пӗлет, паллах, пӗлет! — ҫав самантрах чакака илсе выльӑх тухтӑрӗ патне Элӗке чупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Нӑрлӑша курсанах: «Нрр-нрр! Хррр-хрр!..» нӑрлатма-хӑрлатма тытӑнать те, лешӗ вара ҫав самантрах кӑмака ҫине улӑхса пытанать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех