Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑртса (тĕпĕ: палӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин финанс рынок ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Комитетӑн председателӗ Анатолий Аксаков ентешсемпе пӗрле палӑртса хунӑ пӗрлехи проектсем чылай пулнине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ентешсен форумӗнче чӑвашсен хӑйне евӗрлӗхне упрас тата аталантарас тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/28/chva ... forumenche

Хӑвӑра упрӑр, пӗр-пӗрне пулӑшӑр!, — палӑртса каларӗ Александр Осипов.

Куҫарса пулӑш

Эпир айккинче тӑрса юлмастпӑр! // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/18/%d1%8d%d0%b ... bfa%d1%80/

Палӑртса хӑвармалла, ял тӑрӑхӗ Павел Семенов пуҫлӑх ертсе пынипе асӑннӑ конкурсра виҫҫӗмӗш ҫул ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Хӑнасем паха опытпа паллашнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%85a%d0 ... 88%d0%bda/

Чӑвашпотребсоюз Канашӗн председателӗ В.Павлов вӑрмарсене ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пынӑшӑн мухтаса тав турӗ, хӑш енӗпе ытларах ӗҫлемеллине палӑртса хӑварчӗ, малашнехи тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхалла пӑхса пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8872-pulasl- ... pa-tan-uta

Тӑрӑшулӑхне палӑртса пӗрре кӑна мар хӑй ӗҫленӗ ҫӗртен, районтан тӗрлӗ грамотӑсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ ӑна, ҫав шутра Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамоти те пур.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

Палӑртса хӑвармалла, ҫӳлерех асӑннӑ пулӑшусене тивӗҫекенсене хушма пӗлӳ илме вӗренме те яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat

Палӑртса хӑвармалла, виҫӗмкун предприятинче пӗлтерӗшлӗ мероприяти пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Районта ҫитӗннӗ хӑмла ҫӗршывӗпех саланать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9117-rajonta ... kh-salanat

Валерий Николаевич предприяти ӗҫченӗсен тӑрӑшулӑхне палӑртса ырларӗ, коллектив туслӑ та шанчӑклӑ пулнине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Районта ҫитӗннӗ хӑмла ҫӗршывӗпех саланать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9117-rajonta ... kh-salanat

РФ Правительствин вице-премьерӗ В.Абрамченко палӑртса каланӑ тӑрӑх, малашлӑх тӗллевӗсем хушшинче — чӑваш хӑмлине ҫитӗнтерес ӗҫе анлӑлатасси, хӑмла продукчӗсен производствин шайне ӳстересси (ку вӑл импорта хамӑр патӑмӑрта туса кӑларакан таварпа улӑштарма май парать).

Куҫарса пулӑш

Районта ҫитӗннӗ хӑмла ҫӗршывӗпех саланать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9117-rajonta ... kh-salanat

Палӑртса хӑвармалла, «Дмитриев А.Н.» хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче тӗштырӑ вӑрлӑхӗ те, ҫӗрулми вӑрлӑхӗ те хӑйсен, ют ҫӗртен туянса тӑкакланмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Палӑртса хӑваратпӑр, вӗри апатпа районти мӗнпур шкулсене туллин тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул автобусӗсемпе те, вӗри апатпа та туллин тивӗҫтерме май пур // Н.ИВАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9716-shkul-a ... me-maj-pur

Уява пуҫтарӑннӑ халӑхпа килнӗ хӑнасем вӗсем чӑннипех те тав сӑмахне тивӗҫлине палӑртса тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял халӑхӗ савӑннипе хӗвел те хытӑрах хӗртрӗ // Е.АЛЕКСАНДРОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9717-yal-kha ... akh-kh-rtr

Петр Павлов Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин синкерлӗхӗ ҫинчен каласа пачӗ, хаяр вӑрҫӑ мирлӗ пурӑнакан халӑхӑн ӗмӗчӗсене, 27 миллион ҫыннӑн пурнӑҫне татнине палӑртса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Синкер кунсене асра тытса... // Л. НИКИФОРОВА. http://alikovopress.ru/sinker-kunsene-as ... yitsa.html

Ку чухне ҫакна палӑртса хӑвармалла, пӗлӳ пахалӑхӗ ҫине кӗнеке пуррипе ҫуккинчен мар, вӗрентекен хӑйӗн предметнее мӗнле хакланинчен килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен - ҫӗнӗлле // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cene-vereny-culen ... nelle.html

Ку чухне тепӗр саманта та палӑртса хӑвармалла, яллӑ территорисем пӗчӗк тата вӑтам агропромышленноҫ бизнесӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлемесӗр аталанаймӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ялсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнать // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yalsen-san-sapach ... hanat.html

Вӑл арҫын маррине уринчи чӑлт шурӑ чӑлхи ҫеҫ палӑртса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапма ӗлкӗрчӗ-и ӑна Северьян, ӗлкӗреймерӗ-и, Ахтупай асӑрхаса та юлаймарӗ, упана кӑкӑрӗнчен сӑнӑпа яшлаттарса каялла хӑй палӑртса хунӑ йывӑҫ патнелле чакма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑнти пуҫару бюджетне йӗркелесе яракансем ҫак тӗллевлӗ ӗҫ патне питех те пӗлсе пынине пусӑм тусах палӑртса хӑварас килет.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Ҫак кун сире пурнӑҫри ҫирӗплӗхшӗн тав тӑватӑп тата эсир пирӗншӗн нимрен хаклӑ пулнине, килес ӑрусемшӗн эсир мӗн туса хӑварнине эпир тивӗҫлипе хакланине палӑртса хӑварас тетӗп.

В этот день хочется вас поблагодарить за жизнестойкость, и сказать, что вы нам очень дороги, мы ценим все, что вы сделали для будущих поколений.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/01/ole ... lih-lyudej

Тухса калаҫакансем Антон Петровичпа мӑнаҫланнине, вӑл кашниншӗн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче пулнине палӑртса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну каҫӗнче Пултаруллӑ ентешсен ҫулталӑкне уҫнӑ // Алена Пчелкина. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d0%b0%d1% ... b0%d0%bba/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех