Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗпе сăмах пирĕн базăра пур.
кӗпе (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫийӗнче унӑн тӗрӗллӗ шурӑ кӗпе, пустав шӑлавар.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тути-ҫӑварне кӗпе ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫийӗнче унӑн шурӑ батист кӗпе.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак ҫын саран айӗнчен тухрӗ те пит-куҫне кӗпе ҫаннипе шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашки апатне ҫисе ярсан, кӗпе арки ҫине ӳкнӗ ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене пуҫтарса илсе ҫӑварне хыпрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫине килте тӑватӑ тӗслӗ ҫиппе тӗртсе тунӑ тӑваткӑл-тӑваткӑл чечеклӗ пиртен ҫӗленӗ икӗ аркӑллӑ кӗпе тӑхӑннӑ, кӑкӑр умне улача саппун ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тарье кӗпе тӳмисене вӗҫертсе ячӗ те уҫӑ кӑкӑрӗпе упӑшки умне тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр хушӑ ҫапла хӳхлесе макӑрнӑ хыҫҫӑн Тарье темиҫе хутчен ассӑн сывласа илчӗ, ахаль те тӑртанса хӗрелнӗ куҫӗсене кӗпе ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ те, хӑйне лӑпкӑрах тытма тӑрӑшса, подвал алӑкӗ патӗнче тӑракан Сергей патне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫине икӗ аркӑллӑ хӑмӑр кӗпе, урисене ҫутӑ калуш тӑхӑннӑ, пуҫне чӑпар тутӑр ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр, тӗм-хура ҫӳҫне майласа, шурӑ кӗпе ҫинчи хура «лӗпӗшне» тӳрлетрӗ, сӗтел ҫинчи пуҫламан четвӗрте илсе, черккесене тултарма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, ҫанталӑк шӑрӑх пулин те, хура костюм, чӑлт-шурӑ кӗпе, шлепке тӑхӑнса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑраса ӳкнӗ пӗчӗк ачасем амӑшӗсене кӗпе аркинчен е аллисенчен ярса тытнӑ та, вӗсем те пӗрлех йӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗвел ҫинче сенкер тӗслӗ пурҫӑн кӗпе, хыҫалалла вӗҫсе пыракан шурӑ шарф таҫтанах курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар лавккинче сутӑ тӑвакан тумпах — кивеле пуҫланӑ хура костюм, пӑхӑр тӗслӗ сатин кӗпе, кӑшӑллӑ карттус тӑхӑннипех — ял Советне тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл кӗпе ҫурӑкне саппунӗ айӗнче курӑнмалла мар туса ҫыхнӑ, тутӑрне те тӳрлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫине вӑл кантӑр пирӗнчен ҫӗленӗ улача кӗпе тӑхӑннӑ, тӗсӗ кайнӑ хура саппун ҫакнӑ, пуҫне кӑвак ҫитсӑ тутӑр ҫыхнӑ, пански чӑлха ҫинчен пушӑчӗ сӳслене пуҫланӑ ҫӑпата сырнӑ, аллинче — тутӑхса кайнӑ тимӗр витре.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ачасем вӗри ҫӗрулмине кӗпе аркисем ҫине илеҫҫӗ те айккинелле кайса лараҫҫӗ, сумкисенчен тӑвар е ҫӑкӑр чӗлли, е пашалу кӑларса, ҫиме пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урине пански чӑлха ҫинчен ҫӑпата сырнӑ, ҫие улача кӗпе тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗр-ҫӗнӗ хӑмӑр костюмӗ айӗнчен чӑлт-шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, мӑйне хура «лӗпӗш» ҫыхнӑ, вӑрӑм хура ҫӳҫне хыҫалалла тураса вырттарнӑ, мӑйӑхне сӑмси тӗлӗнче икӗ ҫинҫе йӗр хӑварса хырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Воевода ҫуртӗнче, Алттышпа ун ҫыннисене Мускава ӑсатнӑ чух, вӗсене чӑнах та парнесем пачӗҫ — кашнине сатин кӗпе тата пӗрер мӑшӑр алсиш.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех