Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курсан (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, хӗрӗхелле ҫывхарнӑ кӗрнеклӗ хӗрарӑм, парник рамисене уҫса ҫӳретчӗ, пире курсан, ӗҫлеме чарӑнчӗ те аллисене чӗр ҫиттипе шӑлса тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӗсен ӗҫне курсан, чун савӑнать.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Халь калама юрать: чи малтанах, сана палатӑра курсан, суймастӑп, эпӗ хӑраса ӳкрӗм.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Главврач курсан, пӗтерет мана…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Халӗ те тархаслать: ан пӗлтер халех Таньӑна, вӑл эпӗ мӗнле пулса юлнине курсан, хӑраса ӳкӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Халӗ ҫак лӑпкӑ хулара, фронтран темиҫе ҫӗр ҫухрӑм аякра, вӑй питти арҫынсем ачалла макӑрса йынӑшнине курсан, Таня чӗри чӑтма ҫук кӳтсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ун пеккине урамра пӗрре курсан, кайран тӗлӗкре ҫиччӗ куратӑн…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Питомникри ватӑ ӗҫченсем, вӗсене курсан, пӗҫҫисене шарт! ҫапса, хӑйсен ӗҫне пӑрахсах, калчасене йӗпетсе лавсем ҫине хӑйсем тиесе яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Мана курсан, хӑшӗсем питӗ шӑппӑн калаҫма пуҫларӗҫ, пӗр-пӗрне тем систереҫҫӗ, теприсем вӑрттӑнрах пуҫа чиксе кулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Курсан чун хӗпӗртет.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Кайран, тӑнне ҫухатсан, кӗлетки асаплӑн тапаланнине курсан, ҫапла асаплантариччен вилсен лайӑхрах пулӗ тесе, вӗлерсех пӑрахрӑм…

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мана курсан, вӑл пурттине вӑрманалла персе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мана курсан вӑл хӗпӗртенӗ пек пулчӗ, хӑй йӗп-йӗпе тарланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсене курсан, хайхи хӗрелнӗ куҫлӑ хӗрарӑм кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл ӗҫленине курсан ҫырма пӑрахсах: — Халӗ мӗн тӑватӑр, Тимофей Михайлович? — тесе ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫак этем аллипе тунӑ илеме курсан, такамӑн та кӑмӑл ҫӗкленмелле.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ӗҫлекенсене курсан, хуралҫӑ савӑнса: — Каланӑ сӑмаха салтаксем пек ҫирӗп тытаҫҫӗ ман бригадирсем, — терӗ мана кӗтсе илнӗ хушӑра.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ чӗрӗк ӗмӗр тӑршшӗнче ҫак посадкӑсене кашни кунах курсан та пӑхса тӑранаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Халь те, пӗр-пӗрне курсан, ҫавна аса илсе кулатпӑр…

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпир иккӗн пынине курсан та тармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех