Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунтан сăмах пирĕн базăра пур.
кунтан (тĕпĕ: кунтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗчӗккисем иртен пуҫласа каҫчен ҫӗтӗк пуканисемпе выляҫҫӗ, вӗсемшӗн кунтан хаклӑраххи нимӗн те ҫук.

— Они отдают всю душу тряпочной кукле, и она становится им очень-очень дорога.

XXII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ним тума та аптранӑ Пӗчӗкҫеҫ принцӑн пуҫӗнче пӗртен-пӗр шухӑш ҫуралчӗ: кунтан халех тухса вӗҫтермелле!

И Маленький принц отправился дальше, растерянный и недоумевающий.

XII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Шел, кунтан никам та иртсе ҫӳременни кӑмӑла пӑсать.

К несчастью, сюда никто не заглядывает.

XI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Ҫавӑнпа та кунтан кайни маншӑн лайӑх тесе шутлатӑп.

— И вообще мне пора.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Инкеке, Франци кунтан ытла та инҫетре!

К несчастью, до Франции очень, очень далеко.

VI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кунтан пӗчӗкки кирлӗ те мар…

— Не такой уж он маленький… — сказал он.

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кунтан хӗвеланӑҫ Европӑри государствӑсене — Германие, Англие, Францие — тинӗспе каймалли чи ҫывӑх ҫул выртать.

Отсюда ближайший морской путь в страны Западной Европы: в Германию, Англию, Францию.

Тинӗс ҫинчи чикӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

38 кунтан Амундсен полюс патне ҫитнӗ.

Через 38 дней Амундсен достиг полюса.

Кӑнтӑр полюсӗ патне кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Темиҫе кунтан ҫул ҫинче тусем тӗл пулнӑ, вӗсем пӑрлӑ мӑн йӑрансем пек тӑсӑла-тӑсӑла кайнӑ.

Через несколько дней на пути стали горы, тянувшиеся огромными ледяными грядами.

Кӑнтӑр полюсӗ патне кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсем виҫӗ кунтан улшӑнса тӑратчӗҫ.

Они сменялись через каждые три дня.

Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кунтан ӗнтӗ Европӑна каякан ҫул паллӑ пулнӑ.

Отсюда уже была известна дорога в Европу.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шыв улӑх тӑрӑх кукӑрӑлкаланса пыни кунтан таҫта ҫитиех курӑнса тӑрать.

Отсюда на далекое расстояние было видно, как ручей извивался по лугу.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тепӗр кунтан пире пионерсем киле ӑсатрӗҫ.

Через день пионеры провожали нас домой.

Эпир мӗн пирки аташса кайрӑмӑр // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ан шарла, тухса чуп кунтан лере, уҫланка, тен, унта кӑвайтри кӑвар йӑсӑрланать пуль-ха!..»

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тата темиҫе кунтан, эсир лайӑх пӗлекен документа вуланӑ хыҫҫӑн, эпир пӗр ҫавӑн ҫинчен кӑна калаҫрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ҫапла, ҫапла, вӑл, паллах, кунта, ҫывӑхрах, вӗсен пӗчӗк хули кунтан пурӗ те вунӑ километрта ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ансӑр, уйӑх чулӗ тӗслӗ юхан шывсӑр пуҫне кунтан, самолетран, урӑх ӗнтӗ нимӗн те уйӑрса илме пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кунтан редакцине ҫитме пӗтӗмпе те ҫирӗм минут ҫеҫ утмалла.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫапла ҫырать тата: енчен те эсир вӑл укҫана эп илмелле тӑвас тетӗр пулсан, ҫакна шута илӗр, эпӗ вунӑ кунтан тухса каятӑп, тет.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вунӑ кунтан отпуска тухма хатӗрленет, пӗр-икӗ кунлӑха килнӗ, Тайгинска кӗрсе тухать, унтан Сочине каять.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех